Суббота, 8 августа

Хамӑр халӑх пуянлӑхне сыхласа хӑварасчӗ

Хамӑр халӑх пуянлӑхне сыхласа хӑварасчӗ

Ялта пурӑнаканӑн ҫулталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те ӗҫ нумай.  Апла пулин те вӗсем  уй-хирте, фермӑра, кил-ҫуртра ӗҫсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн савӑнма та вӑхӑт тупнӑ. Чиркӳ тата йӑла уявӗсене анлӑн паллӑ тунӑ.

Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче, шел пулин те, хӑш-пӗр йӑласем манӑҫа тухма пуҫланӑ. Эпӗ Киров клубӗнче ӗҫлеме пуҫласан, пӗр шухӑшлӑ ҫынсене хам тавра пуҫтарса вӗсене тепӗр хут чӗртсе тӑратас енӗпе ӗҫлеме тӗллев лартрӑм. Поселокра вӑййа тухасси пӗр вӑхӑт пулнӑ та, пӑчланнӑччӗ.  1966 ҫулта ваттисене те, ҫамрӑксене те, ачасене те явӑҫтарса Киров поселокӗнче вӑйӑ картине тӑтӑмӑр. Унтанпа кашни ҫулах, ҫумӑрлӑ ҫанталӑка пӑхмасӑрах Питравра вӑйӑ ирттернӗ. Ман хыҫҫӑн тӑрӑшнӑ культура ӗҫченӗсем ҫак йӑлана малалла тӑсса пыни савӑнтарать. Кӑҫал  Кироври клубпа музей ҫумӗнчи «Шурӑмпуҫ шӑпчӑкӗсем» фольклор ушкӑнӗ Л.Н.Федорова ертсе пынипе поселокра 60-мӗш хут вӑйӑ ирттерчӗҫ. Унта ачасене хутшӑнтарни уйрӑмах аван. Паянхи кун вӗсем ытларах вырӑсла калаҫма тӑрӑшаҫҫӗ пулин те, хамӑр йӑла-йӗркене мӗн пӗчӗкрен курса ӳсни вӗсемшӗн усӑллӑ пуласса шанатӑп. Ӳссе ҫитсен те ялта вӑййа тухнине аса илсе ҫак йӑлана тытса пыма май тупаҫҫех пулӗ. Ачасем хӑйсем тӑрӑшса чӑвашсен халӑх тумне ҫӗлени, тӗрӗсемпе, эрешсемпе илемлетни манӑн кӑмӑла кайрӗ. Апла пулсан, вӗсен  ку енӗпе хавхалану туйӑмӗ, кӑсӑкланни пур.  Чӑвашсен ҫепӗҫ юррисене шӑрантарса поселок урамӗсем тӑрӑх ҫӳрерӗҫ. Вӗсен хитре тумӗ, янӑравлӑ сассисем пурин чунне те тыткӑнларӗҫ пулӗ.

Питравра чӑвашсем ку ҫулта юлашки вӑййа тухнӑ. Унта пӗтӗм ҫамрӑк пуҫтарӑннӑ. Яш-кӗрӗм уй-хирти хӗрӳ ӗҫсем пуҫланиччен чун каниччен выляса-кулса, юрӑсем юрласа, ташласа савӑннӑ. Вӑйӑ пуҫламӑшӗнче пӗр хӗр яланах юрӑ юрласа панӑ. Ун хыҫҫӑн каччӑсемпе хӗрсем алран-алӑ тытса карта туса юрӑ шӑрантарса ҫаврӑннӑ. Йӗкӗтсем хӗрсене ташлаттарнӑ. Тӗрлӗ тӗслӗ вӑйӑсем те вылянӑ унта. Хут купӑс ире хирӗҫ ҫеҫ хӑй сассине пама пӑрахнӑ. Чӑннипех те савӑнӑҫ, хаваслӑ кулӑ, шӳтсем хуҫаланнӑ унта.

Чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗрки пуян. Пурнӑҫӑн пур енӗсемпе те ҫыхӑннӑ вӑл. Кулленхи ӗҫсенчен пуҫласа улах ларни таранах. Ҫӗнӗ ҫемье ҫуралнине туй туса темиҫе кун савӑнни, ача ҫуралсан пуҫтарӑнса паллӑ туни, ҫӗнӗ ҫурта пурӑнма куҫни, салтака ӑсатни, тырӑ вырма тухни, вилнисене асӑнни, ниме… Пурне те йӑлана пӑхӑнса тунӑ. Паян, шел пулин те, тӑвансемпе кӳршӗсене ҫеҫ мар, ял-йыша та пӗр-пӗринпе тачӑрах та ҫывӑхрах пулма май паракан ҫак ырӑ йӑласем манӑҫа тухса пыраҫҫӗ.

Ачасемпе Раштавпа Кӑшарни хушшинчи эрнере ҫветкена тухассине йӗркеленӗччӗ. Камитле тум тӑхӑнса килсем тӑрӑх ҫӳреттӗмӗр. Ҫӑварни уявне паллӑ тунӑ. Тутлӑ икерчӗпе пылак чей ӗҫессине йӗркеленӗ. Ун чухне хӗл катемпине ҫунтарасси пулман. Лашасем кӳлсе, вӗсене тата ҫунасене илемлетсе, шӑнкӑрав ҫакса ял тӑрӑх катаччи чупса ҫаврӑнни уявӑн тӗп палли пулнӑ. Хӗл сиввисене, чир-чӗре, усал-тӗсӗле айккине хӑварса ҫил хӑваласа шур юр тӑрӑх кӳлнӗ кӳмесемпе ҫаврӑм хыҫҫӑн ҫаврӑм тунӑ.

Мӑнкун эрнинче рет иртнӗ. Ку вӑхӑтра чылай чухне ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем пуҫланнӑ май колхоз ертӳҫисем ку йӑлана хирӗҫ пулсан та тӑвансем пӗр-пӗрин патне пуҫтарӑннӑ. Унӑн илемӗ эрех-сӑра  ӗҫнипе апат ҫини мар, хурӑнташсен килӗсенче шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса ларнинче, ҫывӑх ҫынсене аса илнинче пулнӑ. Пӗр-пӗрин пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне пӗлсе тӑнӑ, кирлӗ пулсан пулӑшнӑ та. Ҫакӑ ҫемьесене ҫывӑхлатнӑ. Ку йӑла та майӗпен хӑйне-хӑех пӗтрӗ.

Чӑвашсен йӑли-йӗркисем  малтанхи вӑхӑтсенче ӗҫкӗ-ҫикӗпе вӑйлӑ ҫыхӑнман пулнӑ. Пӗрле пуҫтарӑнса калаҫнӑ, юрӑсем юрланӑ, вӑйӑсем те пулнӑ унта. Симпыл сыпса калаҫса ларнӑ.

Киров поселокӗнчи клуб ӗҫченӗсем халӑх юрри-ташшине, йӑли-йӗркине сыхласа хӑварса малалла аталантарас енӗпе ӗҫленишӗн хӗпӗртетӗп. Уяв мероприятийӗсене ачасене явӑҫтарма тӑрӑшнишӗн чунтан савӑнатӑп. Поселокри музей  пулни ӳсекен ӑрӑва пирӗн мӑн асаттесемпе асаннесен пурнӑҫне туллинрех пӗлме май парать. Ачасем — пирӗн пуласлӑх, тетпӗр те, вӗсен урлӑ хамӑр халӑх пуянлӑхне сыхласа хӑварасчӗ. Эпӗ паянхи кун пур енӗпе те ӗлӗкхине таврӑнмалла тесе каламастӑп. Пурнӑҫ кашни кун улшӑнса тӑрать, ҫӗнӗлӗхсем илсе килет. Анчах та хамӑрӑн халӑх историйӗпе йӑли-йӗркине пӗлмелле, малашнехи ӑру валли сыхласа хӑвармаллах. Ҫакӑ пирӗн, паян пурӑнакансен тивӗҫӗ тесе шутлатӑп. Историсӗр, йӑла-йӗркесӗр, чӗлхесӗр халӑхӑн пуласлӑхӗ ҫук.

Тамара Григорьева,

культура ӗҫӗн ветеранӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *