Пирӗн тӗпелте — Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Республикинчи следстви управленийӗн Патӑрьелӗнчи районсем хушшинчи пайӗн ертӳҫи, юстици подполковникӗ Ильнар Гиннетуллин. Вӑл хаҫат вулаканӗсене хӑй ертсе пыракан пайӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарать.
— Ильнар Рафикович, Раҫҫейӗн Следстви комитечӗ граждансен пурнӑҫӗнче мӗнле вырӑн йышӑнать?
— Раҫҫейӗн Следстви комитетне 2011 ҫулхи январӗн 15-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ — граждансен Конституци прависене уголовлӑ суд ӗҫӗнче хӳтӗлесси, граждансене уголовлӑ майпа явап тыттарнӑ чухне саккунлӑха тивӗҫтересси.
Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн следователӗсем ҫынна вӗлерессипе, вӑрлассипе тата саккунсӑр майпа ирӗксӗр хӑварассипе, ҫынпа суту-илӳ тӑвассипе, ар ҫыхӑнӑвне тата ар ирӗклӗхне хирӗҫ преступлени тӑвассипе, ӗҫ укҫине тӳлеменнипе тата ӗҫ сыхлавӗн правилисене пӑснипе, коррупци преступленийӗсемпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тӗпчеҫҫӗ. РФ Уголовнӑй кодексӗн пурӗ 140 ытла статйи — преступленисен хӑрушӑ категорийӗсене тишкересси — кӗнӗ кунта. Ҫавӑн пекех РФ Следстви комитечӗн следстви органӗсем полици ӗҫченӗсем, прокурорсем, судьясем, депутатсем тата ыттисем тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫсене тӗпчеҫҫӗ.
— Хальхи вӑхӑтра миҫе ҫын тӑрӑшать сирӗн пайра?
— Чӑваш Республикинчи Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски, Шӑмӑршӑ тата Елчӗк округӗсен территорийӗсенчи йӗркелӗхе тытса тӑрас тӗллевпе Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Республикинчи следстви управленийӗн Патӑрьелӗнчи районсем хушшинчи пайне ҫирӗплетнӗ. Хальхи вӑхӑтра 5 сотрудник тӑрӑшатпӑр, эпӗ — пай ертӳҫи, уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫсен следователӗ Б.Ф.Пукачов, аслӑ следователь — Е.П. Ядрицов, Р.Р.Соловьев следователь тата унӑн пулӑшуҫи Т.И.Прыгунова. Ҫав вӑхӑтрах пай ертӳҫин ҫумӗн вакансийӗ пур.
— Следстви органӗсен тӗп тӗллевӗсем ҫинче чарӑнса тӑрсамӑр?
— Раҫҫей Следстви комитечӗн следстви органӗсен тӗп тӗллевӗсем ҫаксем, уголовлӑ ӗҫсене оперативлӑ тата пахалӑхлӑ тӗпчессине тивӗҫтересси тата преступленисем ҫинчен пӗлтерекен йышӑнусене саккунлӑ тата тӗплӗ йышӑнасси. Сӑмах май, полицин следователӗсемпе Следстви комитечӗн следователӗсен уйрӑмлӑхӗсем — уголовлӑ ӗҫсен тӗрлӗ категорине тӗпчени. Обществӑшӑн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ преступленисене Следстви комитечӗн следователӗсем тӗпчеҫҫӗ, ытти категорисене — полици следователӗсем.
— Ильнар Рафикович, кӑҫалхи уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫ-хӗл пирки каласа парсамӑр?
— 2026 ҫулта пирӗн следстви пайӗ пурӗ 23 уголовлӑ ӗҫе тӗпченӗ. Профилактика субъекчӗсем пурте пӗрле килӗштерсе тивӗҫлӗ ӗҫлесе пыратпӑр. Маларах палӑртнӑ округсен территорийӗнче кӑҫал теприн сывлӑхне йывӑр сиен кӳнипе тата пусмӑрланипе ҫыхӑннӑ преступленисем пулман. Ҫул ҫитменнисемпе тата вӗсен тӗлӗшпе тунӑ преступленисене уҫса тӗпчесси, ҫавӑн пекех асӑннӑ преступленисене профилактикӑласси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр. Кӑҫал ҫул ҫитменнисем тӗлӗшпе тунӑ 6 преступление, ҫавӑн пекех ҫул ҫитменнисем тунӑ 2 уголовлӑ ӗҫе пуҫарса производствӑна йышӑннӑ. Тӗслӗхрен, ҫул ҫитменнисене воспитани парас енӗпе хӑйсен тивӗҫӗсене пурнӑҫламан ашшӗ-амӑшӗпе опекунсем тӗлӗшпе 2 уголовлӑ ӗҫ тӗпченӗ. Пӗр уголовлӑ ӗҫ ҫамрӑк ачапа ҫыхӑннӑ. Вӑл ытти граждансен банк реквизичӗсемпе усӑ курса тепӗр ҫын счетӗнчен ултавҫӑсене укҫа кӑларса пама пулӑшнӑ. Ҫавӑн пекех следстви пайӗн следователӗсем ҫул-йӗр правилисене пӑсса ҫул ҫитмен ачан сывлӑхне асӑрханмасӑр йывӑр сиен кӳнипе тата тепӗр ҫынна вилӗм кӳнипе, шалти ӗҫсен органӗсен сотрудникӗсене хӗсӗрленипе, уйрӑм ҫыннӑн пурнӑҫне тӗкӗнменлӗхне пӑснипе тата ытти нумай йывӑр тата уйрӑмах йывӑр преступленисемпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тӗпченӗ.
— Мӗнлерех пулмалла сирӗн пайра тӑрӑшакан сотрудникӑн. Специалистӑн хӑш енсене мала хумалла?
— Чи малтанах тӳрӗ кӑмӑллӑх, принциплӑх, йӗркелӗх, пунктуаллӑх кирлӗ. Следователӗн хӑйӗн професси ӑсталӑхне тӑтӑшах анлӑлатса пымалла. Кӑткӑслӑх сиксе тухсан та пуҫа усма юрамасть — ӑна мӗн пур вӑйран ҫӗнтерме тӑрӑшмалла. Кану кунӗсем ҫукпа пӗрех пирӗн службӑра. Ҫапах та ӗҫе юратни, тӗрӗслӗхе ҫиеле кӑларас тесе тепӗр ҫынна пулӑшни вӑй парса тӑрать, йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшса пырать.
Алевтина МАРИЯН.

