Ҫу кунӗсем ачасемшӗн кӑна мар, аслисем те юратнӑ тапхӑр. Ҫак вӑхӑтра никамӑн та килте ларас килмест. Ҫулла ҫул ҫинче транспорт та ытларах, велосипедран пуҫласа скутер, мотоцикл, мопед, электросамокат, питбайт таранах. Ҫамрӑк, ҫул ҫитмен водительсем чылай чух правилӑсене, ҫул ҫинчи йӗркене пӑхӑнмасӑр ӑҫта кирлӗ, мӗнле кирлӗ ҫавӑн пек ярӑнаҫҫӗ. Велосипедпа, самокатпа чылай чух тротуарсем ҫинче, ҫынсем хушшинчех ҫӳреҫҫӗ. Иртсе кайнӑ чух ятарлӑ сигнал та памаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем ҫынсене ҫапса хӑварнӑ тӗслӗхсем те пулаҫҫӗ. Тата пӗр харӑс тӳрех темиҫен ларса е тӑрса ярӑнни те инкек патне илсе ҫитерет. Ҫавна пула травматологи уйрӑмне инкек тӳснӗ ҫынсем, шел те, ытларах килеҫҫӗ.
Тӗрлӗ транспорт хатӗрӗпе ярӑннӑ чух ал-урана амантасран, инкек тӳсесрен мӗнле асӑрханмалли пирки республикӑри клиника больницин тухтӑр-травматологӗ Иван Васильевич Кадиков каласа парать.
— Ярӑнмалли чи анлӑ сарӑлнӑ хатӗрсене илес пулсан хӑвӑрт ҫӳрекен электросамокат е велосипед хӑрушӑрах-ши?
— Кун пек тӳрех татса калама та ҫук пулӗ, электросамокатпа та, велосипедпа та питӗ асӑрхануллӑ пулмалла. Кунта ярӑнмалли хатӗр мар, унӑн хӑвӑртлӑхӗ мӗнле пулни тата ӳкни. Электросамокат каварлӑхӗ мӗнре-ха; Велосипедпа пынӑ чух урасене, мыщцӑсене ӗҫлеттерме тивет, ывӑнсан хӑвӑртлӑхӗ те чакать. Электросамокатпа вӑй хумасӑрах, тар кӑлармасӑрах, кнопка пуснипех хӑвӑртлӑхне ӳстерме пулать.
Каларӑмӑр ӗнтӗ, мӗнле ӳкни те пӗлтерӗшлӗ. Велосипед ҫӳллӗрех, унпа ярӑннӑ чух эпир ҫӳлтен тата велосипедпа пӗрле ӳкетпӗр, рамӑпа педальсем урасем хушшинче пулнӑран хӑйсем енчен те сиен кӳме, мӗне те пулин амантма пултараҫҫӗ. Электросамокатпа пынӑ чух, хӑвӑртлӑхӗ пысӑках мар пулсан, ҫаврӑнӑҫуллӑраххи сиксе юлма та пултарать, Анчах, ун пек чух пуҫпа тӑрӑнса пуҫ мимине кисретме, амантма пулать, ҫавӑнпа кунта хӑрушсӑрлӑх йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнмалла, тимлӗхе пӗр самантлӑха та ҫухатмалла мар. Ҫакна та калас килет — электросамокатпа, велосипедпа, питбайтпа ярӑнмалли хатӗрсемпе ытларах ал-урана амантаҫҫӗ. Эпир, травматологсем, вӗсене курса ҫакӑн пек пӗтӗмлетсе калама пултаратпӑр, хӑрушсӑрлӑх йӗркисем пур, хӑрушсӑр транспорт ҫук.
Самокат хӑрушлӑхӗ — унӑн конструкцийӗнче, ураписен диаметрӗ пӗчӗк пулнинче. Ҫавӑнпа ытти транспортпа танлаштарсан вӑл ҫирӗп мар. Урапи мӗн чухлӗ пӗчӗкрех — ӑна тытса пыма ҫавӑн чухлӗ кӑткӑсрах. Шӑтӑк-путӑка лексен е умра пӗчӗк чул татки пулсан, вӑл вылянса кайма пултарать.
— Урапа тапса, тӗксе ярӑнмалли самокат вара ун пекех пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратмасть пулӗ?
— Ун пекки хӑрушсӑр туйӑнать, анчах кунта та хӑш-пӗр йӗркене ҫирӗп пӑхӑнмалла. Чылай вӑхӑт тата яланах пӗр ура ҫинче, пӗр еннелле сулӑнса ярӑнни ҫурӑм шӑммишӗн хӑйне евӗр тиев, нагрузка тетпӗр. Ҫурӑм мышцисен те пӗр енӗ ытларах ӗҫлет, ача урасене улӑштармасӑр пӗр вӗҫӗм е сылтӑм, е сулахай ура ҫинче кӑна ярӑнсан кӗлеткене те тӳрӗ тытма пӑрахать.
Самокат ураписем пӗчӗк терӗмӗр, ҫавӑнпа ҫул ҫинчи шӑтӑк-путӑка пула кӗтмен ҫӗртен ӳкес хӑрушлӑх пысӑк, ал-урана, пуҫа, пите амантма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа самокат ҫине тӑрсан ачана урине улӑштарса пыма вӗрентмелле, ытла нумай вӑхӑт ярӑнтармалла мар, пуҫа шлем тӑхӑнтартмалла, ытти хӳтӗлев хатӗрӗсем пирки те манма юрамасть. Самокатне ача ҫӳллӗшне кура туянмалла, тӳрӗ, яка вырӑнта, васкамасӑр ярӑнмалла. Хускану — пурнӑҫ, самокатпа пӗлсе, виҫеллӗ, асӑрханса ярӑнни сывлӑха ҫирӗплетме кӑна пулӑштӑр.
— Ярӑннӑ чух ӳксе чи малтан пуҫа, ал-урана амантаҫҫӗ, терӗр. Сирӗн пата ачасене, ҫамрӑксене тата мӗнле сурансемпе ытларах илсе килеҫҫӗ-ха?
— Суранӗсем чӑнах та тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. Пысӑках мар хӑвӑртлӑхпа пынӑ чух ӳкме пуҫласан та теприсем хӑраса, ҫухалса каяҫҫӗ, пӑчӑртанса, пуҫтарӑнса ӗлкӗреймеҫҫӗ, ҫавна май пуҫ ҫине тӑрӑнаҫҫӗ, ал-урине амантаҫҫӗ. Ӳкнӗ чух ҫын хӑй сисмесӗрех аллине малалла тӑсать, ҫавна май алӑ, пӳрне шӑммисене, сыпписене, хул пуҫҫине амантаҫҫӗ. Ярӑнмалли хатӗр вылянса кайсан, ӑҫта та пулин пырса ҫапӑнсан е ӑна тӑрук чарма хӑтланса чӗркуҫҫи сыпписене амантнӑ, ура пакӑлчакне (лодышка теҫҫӗ) хуҫнӑ тӗслӗхсем те тӗл пулаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ӳкнӗ чух ҫемҫе ӳт шӑйӑрлса, татӑлса каять, хытах ыраттарнӑ вырӑна юн тулма пултарать.
— Ҫынсем ӳксе аманнӑ сӑлтавсем — тимсӗрлӗх, пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыни, ӳкнӗ чух хӑйсене кирлӗ пек тытма пӗлменни терӗмӗр…
— Сӑлтавӗ чӑн та, чылай, чи анлӑ сарӑлнисем — кирек епле хатӗрпе те пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыни, ҫулӗ яка, тӳрӗ мар пулни те, хӑйсем тимлӗхе ҫухатни, ҫӑмӑлттайлӑх. Ку е вӑл ярӑнмалли хатӗрпе мӗнле усӑ курмаллине пӗлменнисем те, пӗрремӗш хут самокат ҫине тӑракансем те тӳрех пысӑк хӑвӑртлӑхпа ярӑнма пӑхаҫҫӗ, хӳтӗлев хатӗрӗсемпе усӑ курмаҫҫӗ.
Ҫавӑнпа ярӑнма тухнӑ чух хӑрушсӑрлӑх йӗркисене питӗ ҫирӗп пӑхӑнмалла, хӳтӗлев хатӗрӗсемпе — шлемсемпе чӗркуҫҫи, чавса ҫине тӑхӑнмалли, кӗлеткене, кӑкӑр шӑммипе шалти органсене хӳтӗлемелли ятарлӑ хатӗрсемпе усӑ курмалла. Тӗрӗс экипировка тата тимлӗ пулни ӳксе аманас, ҫавна пула операци сӗтелӗ ҫине лекес хӑрушлӑха чакараҫҫӗ. Ярӑннӑ чух йӑлтах шута илмелле, иртен-ҫӳрене хисеплесе, асӑрханса ярӑнмалла.
— Велосипедпа, скутерпа, мотоциклпа, электросамокатпа, питбайт текен хатӗрпе ытларах ҫамрӑксем ярӑннине курма пулать, шел те, аманса шар куракансем те вӗсемех ӗнтӗ?
— Ҫамрӑксем те, кӗҫӗн ҫулхи ачасем те пур. Юлашки вӑхӑтра вӗсемпе усӑ курас йӗркене хӑш-пӗр улшӑнусем кӗртрӗҫ. Ҫакна пула та тен, аманса инкек тӳснӗ тӗслӗхсем кӑшт сахалланни сисӗнет-ха. Ҫапах та ҫакӑ тимлӗхе чакармаллине пӗлтермест. Пуҫласа вӗсемпе усӑ куракансем хӑйсен вӑйне ытлашши шанаҫҫӗ, темелле-ши; Вӗсем пурнӑҫӗпе сывлӑхне сиен кӳнипе пӗрлех урампа утса пыракан ытти ҫынсем ҫине кӗрсе кайма, амантма пултараҫҫӗ. Тротуарпа, урапа пыракан хӑйне хыҫалтан, ҫурӑм хыҫӗнчен пырса ҫапасса курмасть, туймасть, кӗтмест вӗт.
— /ксе амансан турех больницӑна кайманни, шӑмӑсем тӗрӗс мар сыпӑнни мӗнпе хӑрушӑ-ха?
— Тепӗр чух ача ӳксе аллине, сӑмахран чавса тӗлӗнчи шӑмма хуҫма пултарать. Аслисем вӑл аллине кӑна ыраттарнӑ, хӑех иртет тесе шутлама пултараҫҫӗ. Пӗр-икӗ эрнерен те ыратни иртмест, алӑ шыҫать, кун пек чух шӑмӑ тӗрӗс мар сыпӑнма пуҫлать, хӑйне евӗр хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Шӑмӑ хуҫӑлнине вӑхӑтра асӑрхаса сиплемесен, вӑл хӑй пирки кайран аса илтеретех. Ҫавӑнпа кун пек чух, ӳксен, мӗн те пулин хытах ыраттарсан, вӑхӑтра рентген туса тӗрӗслеттерме тӑрӑшмалла.
— Пӗр-пӗр транспортпа пынӑ чух ӳксе аманнӑ, инкек тӳснӗ ҫынна вӑхӑтра пӗрремӗш пулӑшу пани те пӗлтерӗшлӗ. Кун пек чух мӗн асра тытмалла-ха, мӗнле пулӑшма пулать?
— Чи малтанах аманнӑ ҫын хӑйне пӗтӗмӗшле мӗнле туйнине пӑхмалла, ӑна вырӑнтан куҫарма тӑхтамалла. Амантнӑ вырӑна тата сиенлетес хӑрушлӑх пур. Машинӑсем ҫӳрекен вырӑнта пулсан кӑна ҫул айккине илсе хума юрать. Ҫын тӑн ҫухатнӑ, пуҫне амантнӑ паллӑсем пулсан, мӑй, ҫурӑм тӗлӗнче хытах ыратнине сиссен, ал-ури аманнӑ, юн юхать пулсан, пӗр тӑхтамасӑр васкавлӑ пулӑшу чӗнмелле.
Ҫын тӑнпах, хӑйне япӑх мар туять, анчах алли е ури аманнӑ пулсан та, тӗкӗнмелле мар, тӳрлетес тесе вӗсене тата амантма пулать. Юн юхать пулсан чарма тӑрӑшмалла, сурана малтан таса шывпа, унтан антисептикпа тасатса стерильлӗ марльӑпа ҫыхмалла, повязка хумалла. Ҫапла майпа сурана инфекци лекесрен сыхласа хӑварма пулать. Суран ҫине тӳрех, малтанхи сехетсенче таса татӑкпа чӗркенӗ сивӗ япала хуни те ыратнине тата шыҫнине чакарма пулӑшать. Ҫын вӑйлах аманман пек туйӑнать пулсан та ӑна сӑнасах тӑмалла. Ҫакна, аманнӑ ҫын пуҫ хытӑ ыратнине палӑртсан, хӑсма пуҫласан, пуҫӗ ҫаврӑннине пӗлтерсен, унӑн ҫывӑрас килнине, йӗркеллӗ утайманнине сиссен васкасах больницӑна илсе ҫитерме тӑрӑшмалла.
— Калаҫӑва пӗтӗмлетсе, Иван Васильевич, тата мӗн сӗнсе калама пултаратӑр-ха?
— Ҫу кунӗсем — ӑшӑ та ырӑ, хӗвеллӗ кунсем ырӑ аса илӳсем ҫеҫ хӑварччӑр тата сывлӑха та ҫирӗплетме пулӑшччӑр тесен, пурне те питӗ тимлӗ те асӑрхануллӑ пулма сӗнетӗп. Ярӑнмалли хатӗрсемпе ҫул ҫине тухсан, пӗр самантлӑха та тимлӑхе ан ҫухатӑр. Асӑрханса, умри ҫула сӑнаса, васкамасӑр, ятарлӑ йӗркене ҫирӗп пӑхӑнса ярӑнсан йӑлтах йӗркеллӗ пуласса шанас килет. Сывӑ юлӑр, хӑвӑр сывлӑхӑра упраса пурӑнӑр.

