Комсомольски округӗнче «Сывлӑх патне утӑм» проект ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Кӗске вӑхӑт хушшинче медицина ӗҫченӗсем чылай ялта пулма та ӗлкӗрчӗҫ. Июлӗн 25-мӗшӗнче мобильлӗ медицина бригади Комсомольскинче пациентсен сывлӑхне тӗрӗслерӗ. Куҫса ҫӳрекен диагностика пункчӗ яра куна 105 ҫынна йышӑнчӗ.
Комсомольски тӗп больницин тухтӑрӗсем кашни ҫынпах ӑшшӑн калаҫрӗҫ, мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен ыйтса пӗлчӗҫ.
Паянхи кун анлӑ сарӑлнӑ чир — юн пусӑмӗ выляса тӑни. Тухтӑрсем вӗсене артери гипертензийӗ ахальтен пулманни, чир тарӑна каяс хӑрушлӑх пурри ҫинчен каласа ӑнлантарчӗҫ. Юн пусӑмне кирлӗ шайра тытса тӑрас тесен, ҫырса панӑ эмелсене кашни кун ӗҫмелле, сывӑ пурнӑҫ йӗркипе пурӑнмалла. Сывлӑха тӗрӗслеттерме килнисем тӗрлӗ анализсем пама та, тухтӑрсемпе канашлама та, флюорографи тума та пултарчӗҫ.
Июлӗн 29-мӗшӗнче «Сывлӑх пункчӗ» Аслӑ Чурачӑкра ӗҫлерӗ. Кашни ҫын вӑл е ку тухтӑртан консультаци илчӗ, хӑшне-пӗрне район больницине йышӑнӑва килме чӗнчӗҫ.
— Татах килӗр! — ҫапла каласа ӑсатрӗҫ Аслӑ Чурачӑксем район больницин тухтӑрӗсене.
— Эсир килни — ҫав тери лайӑх, Комсомольскине кайса ҫӳремесӗрех, хамӑр ялтах сывлӑха тӗрӗслеттерме пулчӗ. «Сывлӑх патне — утӑм» проекта йӗркеленисене чӗререн тав тӑватпӑр, — терӗҫ Аслӑ Чурачӑкра тата ҫывӑхри ялсенче пурӑнакансем.
Ҫитес вӑхӑтра, августӑн 5-мӗшӗнче мобильлӗ медицина бригади Нӗркеҫре ӗҫлӗ. Августӑн 12-мӗшӗнче медицина ӗҫченӗсем Тукай Мишер ялӗнче, августӑн 19-мӗшӗнче Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнче пулӗҫ.
Алевтина Ефремова.

