Юлашки ҫулсенче Урмаел территори уйрӑмӗнчи Тукай Мишер ялӗ ӳссе, пысӑкланса пырать. Кунта ҫӗнӗ ҫуртсем туса лартаҫҫӗ, урамсем хутшӑнаҫҫӗ. Унта пурӑнакансем яла тирпей-илем кӗртес енӗпе те чылай ӗҫ тӑваҫҫӗ. Ҫулсеренех Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн пуҫаравӗпе ӗҫе кӗрекен «Ниме — халӑх бюджечӗ» проекта хутшӑнаҫҫӗ. Пуҫарулӑх кӑтартса ялсенче хӑтлӑ пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ.
Ҫитес ҫул Тукаймишерсем Пушкин урамӗнчи 17-мӗш номерлӗ ҫуртран пуҫласа 57-мӗш номерлӗ ҫурт таран ҫула асфальт сарса хытарасшӑн. Ку ҫула вак чул сарнӑччӗ, анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл япӑхланчӗ. Шӑтӑк-путӑклӑ вырӑнсем йышланни ҫулпа пынӑ чухне хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать. Такӑр та тикӗс ҫул пулни ҫанталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те автотранспорт хатӗрне тытса пыраканшӑн та, ҫуран ҫӳрекеншӗн те аван. Ку пуҫарӑва халӑх ырласа йышӑннӑ. Ҫынсем ҫул тума хапӑлласах укҫа-тенкӗ пуҫтарнӑ. Вӗсем килес ҫул палӑртнӑ вырӑнта асфальтлӑ ҫул пуласса шанаҫҫӗ.
Гелия Гинетуллина.

