Вторник, 11 августа

Савӑнӑҫлӑ та, асра юлмалла иртрӗ

Савӑнӑҫлӑ та, асра юлмалла иртрӗ

Округа хӑй вӑхӑтӗнче тӗрлӗ ҫар чаҫӗсенче службӑра тӑрса Тӑван ҫӗре сыхланисем чылайӑн. Вӗсем хӑйсен ҫар енӗсен кунӗсене паллӑ тума  ҫулсеренех пӗрле пуҫтарӑнаҫҫӗ.

Июлӗн 26-мӗшӗнче вара Комсомольскинче те пӗтӗм ҫӗршыври пекех Раҫҫей Тинӗс-Ҫар флочӗн кунне савӑнӑҫлӑн паллӑ турӗҫ. Паттӑр моряксене асӑнса лартнӑ палӑк умне чечечек ҫыххисем хучӗҫ.  «Тинӗс-Ҫар флочӗ вӑл ҫӗршыв хӑвачӗ анчах мар, Тӑван ҫӗршыва  юратакан, ӑна чыслӑн сыхлама хатӗр, присягӑна парӑннӑ ҫынсене пӗрлештерсе тӑракан ҫынсенчен тӑракан вӑй та пулса тӑрать», — палӑртрӗ Тинӗс-Ҫарӗн   офицерӗ, округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин пуҫтарӑннисене уяв ячӗпе саламланӑ май. Салам сӑмахӗсемпех Тинӗс-Ҫар флочӗн ветеранӗсен юлташлӑхӗн округри председателӗ Евгений Орешкин та сӑмах илнӗ. Вӑл  ветерансем паянхи кун та стройра пулнине, ҫамрӑксене ҫарпа потриотизмла воспитани парас ӗҫе хастар хутшӑннине ҫирӗплетнӗ.

Аслисене ҫамрӑк ӑру, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи  Тинӗс-Ҫар флочӗ енӗпе хатӗрленекен 9-мӗш «к» класра вӗренекенсем саламларӗҫ, вӗсен ӗҫне малалла тӑсма хатӗр пулнине пӗлтерчӗҫ. Чи маттур кадетсем  вӗренӳре ӳсӗмсем тунӑшӑн, обществӑлла ӗҫе хастар хутшӑннӑшӑн Хисеп грамотисемпе  Тав хучӗсене тивӗҫрӗҫ.

Комсомольскинчи тӗп библиотека ӗҫченӗсем Тинӗс-Ҫар флочӗ, историйӗ ҫинчен каласа паракан кӗнекесенчен  «О море, о флоте, о Родине» выставка йӗркеленӗ. Вӗсем Чӑваш Республикинчи Хӗрарӑмсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн членӗсемпе пӗрле ҫар тематикипе викторина ирттерчӗҫ, ачасене Раҫҫей флочӗн хӑватне кӑтартакан   ӳкерчӗксем ӳкерме хавхалантарчӗҫ. Уяв савӑнӑҫлӑ та  асра юлмалла иртрӗ.

Алевтина АНТОНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *