Суббота, 8 августа

Паттӑр ятне асра тытаҫҫӗ

Паттӑр ятне асра тытаҫҫӗ

Шурут тӑрӑхӗнче пурӑнакансем хӑйсен ентешӗсене, паттӑр салтаксене яланах асра тытаҫҫӗ. Иртнӗ эрнере кунта 2022 ҫулта ятарлӑ ҫар  операцийӗнче пуҫ хунӑ А.С.Кошкина асӑнса пысӑк мероприяти ирттернӗ. Александр Сергеевич Раҫҫейӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ ҫарӗнче 2016 ҫултанпах службӑра тӑнӑ. Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан малтисенчен пӗри унта хутшӑннӑ. Ӑна  Паттӑрлӑх орденӗ (вилнӗ хыҫҫӑн)  парса чысланӑ.

Паттӑра асӑнса иртнӗ митингра  округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, Шурут  территори уйрӑмӗн начальникӗ С.М.Маштанов, Шурут вӑтам шкулӗн директорӗ Н.И.Андреев, А.С.Кошкинӑн ашшӗпе амӑшӗ Сергей Петровичпа Фаина Николаевна, ял ҫыннисем  хутшӑннӑ. Тухса калаҫакансем А.Кошкин Тӑван ҫӗршыв никама пӑхӑнманлӑхӗпе ирӗклӗхӗшӗн пурнӑҫне шеллеменнине, унӑн ятне яланах чӗресенче тытмаллине асӑннӑ, ашшӗ-амӑшне маттур салтак ҫитӗнтернӗшӗн тав тунӑ.

А.Кошкин ячӗпе  малтан мини-футбол енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Унта 4 команда вӑй виҫнӗ. Пуринчен те ӑстарах выляса «Тимерчеево» команда пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Вӑрнар муниципаллӑ округӗнчен килнӗ «Яуши» команда  иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Йӳҫ Шӑхаль ялӗн команди — виҫҫӗмӗш вырӑнта.

Шурут культура ҫурчӗн сцени ҫине чӑваш эстрадин ҫӑлтӑрӗсем О.Яковлева, Л.Семенова тата С.Лекеров тухнӑ. Шурут культура ҫурчӗн директорӗ Г.С.Симакова  артистсене тав сӑмахӗ каланӑ, А.Кошкинӑн ашшӗ-амӑшӗпе чун ыратӑвне пӗрле пайлама республикӑри тӗрлӗ вырӑнсенчен килсе ҫитнӗ, ятарлӑ ҫар операцийӗнче ывӑлӗсене ҫухатнӑ  амӑшӗсене чӑтӑмлӑ пулма, хуйха парӑнтарса пурнӑҫ ҫулӗпе малалла утма ӑнӑҫу суннӑ.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *