Вторник, 11 августа

Кӳлӗ ан пултӑр инкек йӗрӗ

Кӳлӗ ан пултӑр инкек йӗрӗ

Ҫуллахи ӑшӑ та хӗвеллӗ кунсем малалла тӑсӑлаҫҫӗ. Ҫутӑ ҫу кунӗсем инкек-синкекпе ан тӗксӗмленччӗр тесен аслисен те, ачасен те тимлӗ пулмалла.

Чӑн малтанах кӳлӗ хӗррине, шыва кӗме ҫул ҫитмен ачасене хӑйсен тӗллӗн ямалла мар. Шыва кӗме юраман, ӑна водолазсем тӗрӗслемен вырӑнта синкерлӗх сиксе тухасси тата пысӑкрах. Ушкӑнпа шыв хӗррине канма, уҫӑлма каякансен те хӑрушсӑрлӑх йӗркисене ҫирӗп пӑхӑнмалла, эрех-сӑра ӗҫнӗ хыҫҫӑн шыва кӗме, теветкеленме кирлӗ мар! Ун пек чухне ытти юлташӗсен те асӑрхаттармалла. Шел пулин те, кӑҫалхи сезонта республикӑра 13 ҫын путса вилнӗ, вӗсенчен 4-шӗ ачасем. Ҫавӑнпа та пирӗн, аслисен хамӑршӑн ҫеҫ мар, ачасемшӗн те тимлӗ пулмалла.  Вӗсене тӑтӑшах асӑрхаттармалла, профилактика калаҫӑвӗсем ирттермелле. Ҫак кунсенче округри 31-мӗш пушар чаҫӗн начальникӗ Иван Ананьев, пушар надзорӗн начальникӗ Андрей Симуков, администраци ӗҫченӗсем Каҫал тӑрӑхӗнче пурӑнакансем шыва кӗрекен вырӑнсенче пулнӑ, вӗсемпе профилактика калаҫӑвӗсем ирттернӗ.  Паянхи куна илес пулсан, округра шыва кӗме юракан  ятарлӑ вырӑн ҫук.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *