Суббота, 8 августа

Кӗмӗл ӳсӗмрисем – уҫӑ чӗреллӗскерсем

Кӗмӗл ӳсӗмрисем – уҫӑ чӗреллӗскерсем

Округра маттур та хастар ҫынсем пурӑннине уйрӑмах палӑртма кӑмӑллӑ.  Вӗсем шаннӑ ҫӗрте ҫеҫ мар, обществӑлла ӗҫре те пуҫаруллӑхпа палӑраҫҫӗ. Унсӑр пуҫне тивӗҫлӗ канӑва кайсассӑн та вӗсем алӑ усса лармаҫҫӗ.  Тӗслӗхрен, округри РФ Социаллӑ фондӑн клиент службин никӗсӗ ҫинче  чӑмӑртаннӑ «Кӗмӗл ӳсӗм» («Серебряный возраст»)  центр та ҫакнах ҫирӗплетет.  «Кӗмӗл ӳсӗм»  республикӑра чи малтан йӗркеленнӗ центрсенчен пӗри. Ҫавна май вӗсем обществӑлла ӗҫре те яланах малта пыма тӑрӑшаҫҫӗ.

Асӑннӑ центрсене республикӑри кашни округрах аслӑрах ӳсӗмри ҫынсен канӑвӗпе пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ ирттерме майсем туса парас тесе   йӗркеленӗ. Ҫавна май ятарлӑ килӗшӳ те ҫырнӑ. Центрсенчи мероприятисем, мастер-классем, тӗл пулусем, уҫӑ калаҫусем — пӗтӗмпех  «Семья», «Продолжительная и активная жизнь» наци проекчӗсемпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланаҫҫӗ. Ҫавна май виҫӗ ҫул хушшинче  округри центрта 1400 ытла мероприяти иртнӗ, унта 16  пин ҫын ытла хутшӑнма пултарнӑ. Кашни мероприяти тулли те пуян, кӑсӑклӑ иртнинче иккӗленӳ ҫук. Унта ҫынсем хаваспах хутшӑнаҫҫӗ, опыта ӳстереҫҫӗ, ҫӗннине нумай пӗлеҫҫӗ.

«Кӗмӗл ӳсӗм» центра ҫӳрекенсем тӗрлӗ мероприятисене хутшӑннипе ҫеҫ ҫырлахмаҫҫӗ.  Вӗсем — чи хастар волонтерсем те. Уҫӑ чӗреллӗ ҫынсем кирек хӑҫан та йывӑрлӑхрисене пулӑшма хӑват ҫитереҫҫӗ. Ҫакна ятарлӑ ҫар операци тапхӑрӗ тепӗр хут ӗнентерчӗ. Пуҫару ушкӑнӗ хӑй ирӗкӗпе фронтри тата госпитальсенчи салтаксене, вӑрҫа пула инкек                                                                      тӳсекенсене пулӑшу кӳрессине самантлӑха та куҫран вӗҫертмест. Пуҫару ушкӑнӗ — пысӑк мар. Кунта тивӗҫлӗ канури хӗрарӑмсем тата ӗҫе ҫӳрекенсем те пур. Вӗсен ӗҫне округри социаллӑ фондӑн  клиент службин начальникӗ Надежда Юманова йӗркелесе пырать. Хӗрарӑмсем кашни кун пуҫтарӑнаҫҫӗ те ӗҫе тытӑнаҫҫӗ: ҫӗлеҫҫӗ, касаҫҫӗ, ҫыхаҫҫӗ…   Ҫак вӑхӑтра вӗсем мӗн чухлӗ маскировка сетки ҫыхман-ши, мӗн чухлӗ плащ, утиял  ҫӗлемен-ши тата темӗн чухлех гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарнӑ.  Харсӑрскерсем пӗр чарӑнми иртен пуҫласа  маскировка сетки ҫыхаҫҫӗ, вӗсене ытти гуманитари япалисемпе кирлӗ ҫӗре ӑсатаҫҫӗ. Ӳркенмеҫҫӗ вӗсем, кил-хуҫалӑхри хӗрӳ ӗҫе пӑхмасӑр пӗрле пуҫтарӑнаҫҫӗ те ӗҫе пуҫӑнаҫҫӗ.

— Эпир — наградӑшӑн ӗҫлеместпӗр, — теҫҫӗ волонтерсем.  — Чи хакли — пирӗн япаласем хӳтӗлевҫӗсемшӗн юрӑхлӑ пулни.

Ҫапла, «Кӗмӗл ӳсӗм»  пуҫару ушкӑнӗ ятарлӑ ҫар операцийӗнче тӑракансене пулӑшас тӗлӗшпе питӗ пархатарлӑ ӗҫ тӑвать, чӑн-чӑн патриотизм кӑтартать. Ахальтен мар волонтерсен ырӑ ӗҫне хаклама округа Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев килсе ҫитрӗ. Июлӗн 23-мӗшӗнче Комсомольски округӗн пуҫлӑхӗпе Николай Раськинпа Андрей Макушев салтак амӑшӗсемпе,  центр хастарӗсемпе, волонтерсемпе тӗл пулчӗҫ. Ҫавра сӗтел тавра нумай ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ, ӗҫе пӗтӗмлетрӗҫ. 

Андрей Евгеньевич Каҫал тӑрӑхӗнче маттур та хастар ҫынсем пурӑннине палӑртса хӑварчӗ. Округра волонтерсен ӗҫне ҫӳллӗ шайра йӗркеленӗ, кашни ял территорийӗнчех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас тӗллевпе  ӗҫлеҫҫӗ: ҫӗлеҫҫӗ,  ҫыхаҫҫӗ, типӗ яшка хатӗрлеҫҫӗ, гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пархатарлӑ ӗҫре кашни тӳпе хывни аван.  Кунта пурте ПӖРЛЕ тӑрӑшни   ҫав тери  пӗлтерӗшлӗ.  Андрей Макушев волонтерсене хавхалантарма, кулленхи ӗҫре пулӑшу кӳме  Республика Правительстви ячӗпе сертификат парса чысларӗ. «Кӗмӗл ӳсӗмсемшӗн» ҫакӑ чӑннипех те  кӗтменлӗх пулчӗ. Савӑннипе куҫҫулленсе те илчӗҫ.

—  Эсир, чӑннипех те пархатарлӑ  ӗҫ тӑватӑр. Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх эсир ҫак центрта ҫеҫ 320 маскировка сетки, 1900 ытла утиял тата плащ ҫӗлеме пултарнӑ. Маттур!  Малашне сирӗн  татах та хавхаланса ӗҫлемелле пултӑр, сывлӑх сунатӑп сире, — терӗ саламласа Андрей Макушев.

Сӑмах май каласа хӑварас пулсассӑн, Андрей Евгеньевич  волонтерсен ӗҫ-хӗлӗпе пуҫласа округра йӗркеленӗ «Уҫӑ калаҫу» вӑхӑтӗнче  паллашнӑ. Ун чухне вӑл маттур хӗрарӑмсем маскировка сеткисем ҫыхнине, плащсем ҫӗленине курнӑ, пулӑшма шантарнӑ. Пулӑшу ҫитрӗ — ку ҫав тери аван.  Унпа  вӑхӑта сая ямасӑр усӑ курма та ӗлкӗрнӗ. 100 пин тенкӗлӗх  сертификатпа  плащ, утиял ҫӗлеме тата маскировка сеткисем ҫыхма материал туяннӑ. «Кӗмӗл  ӳсӗм»  волонтерӗсем татах та хавхаланса ӗҫе пуҫӑннӑ, ҫӗлемелли  материал хальлӗхе ҫителӗклӗ. Ҫакӑ савӑнтарать. Вӗсем плащсене, утиялсене, сеткӑсене яланах «саппаспа» хатӗрлесе хума хӑнӑхнӑ.  Кама кирлӗ, кам ыйтать — ҫийӗнчех тивӗҫтереҫҫӗ.  Хӗрарӑмсен ачаш аллипе хатӗрленӗскерсем — салтаксене ҫав тери кирлине кашниех пӗлет  тата  ӑнланать. Ҫак  тӗллеве пурнӑҫлама волонтер кашни кун центра утать те. 

Алевтина Ефремова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *