Суббота, 8 августа

Конкурсра палӑрнӑ

Конкурсра палӑрнӑ

Чӑваш республикинчи суту-илӳ предприятийӗсем хушшинчи «Торговая Чувашия» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта 70 ытла заявка пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене 11 номинацире палӑртнӑ.

 «Стационарлӑ мар суту-илӳ объекчӗ» номинацире Комсомольски райповӗн «Комбинат питания» ООО ҫумӗнчи «Точка роста» киоскӗ виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех Чӑвашпотребсоюз организацийӗн суту-илӳ предприятийӗсем хушшинчи «Чи лайӑх магазин» номинацире  пирӗн округри «Торговый дом» ОООн «Хозяйственные товары» магазин — пӗрремӗш вырӑн, Хырай Ӗнелӗнчи магазин виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе чысланӑ.

Райпо ӗҫченӗсем халӑх ыйтӑвне тивӗҫтерес, тутлӑ апат-ҫимӗҫпе сӑйлас ӗҫре малалла та тӑрӑшса ӗҫлессе шанатпӑр. Вӗсен магазинӗсенчен халӑх ан татӑлтӑр, таварҫаврӑнӑшӗ ӳссе пытӑр.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *