Суббота, 8 августа

Вырма пуҫланчӗ

Вырма пуҫланчӗ

Уй-хирти тырпула сарӑ тӗс ҫапрӗ. Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен хӑшӗ-пӗри ҫанталӑкӑн уяр кунӗсенче тӗш-тырӑна пуҫтарса кӗртме хире тухрӗ.  Пӗтӗмӗшле илсен ытти хуҫалӑхсем те вырма ӗҫӗсем ирттерме хатӗрленсе ҫитнӗ. Комбайнсемпе ытти техника ҫителӗклӗ, тырӑ йышӑнмалли вырӑнсене йӗркене кӗртнӗ.

Июлӗн 29-мӗшӗ тӗлне «Искра», «Урожай» колхозсем, Минатуллинӑн фермер хуҫалӑхӗ, «Слава картофелю» агрофирма, «Дружба» ЯХПК  кӗрхи культурӑсене пуҫтарса илме тытӑннӑ. 276 гектар ҫинчи тырпула вырса ҫапнӑ. 1304 тонна тырӑ йӗтемсем ҫине кӗнӗ. Вӑтам тухӑҫ хальлӗхе кашни гектар пуҫне 42,7 центнер тухать. «Родина» ООО 150 гектар ҫинчи кӗр тыррисене пуҫтарса кӗртнӗ.

Округри пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсенче выльӑх апачӗ хатӗрлес ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсем утӑ янтӑлаҫҫӗ, сенаж хываҫҫӗ.

Минзаит Зайнуллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *