Вторник, 11 августа

Ӗҫ ҫынна илем кӳрет

Ӗҫ ҫынна илем кӳрет

Вӑтӑр виҫӗ ҫул ачасене вырӑс чӗлхипе литературине  вӗрентнӗ, Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ те ҫав ялта пурӑнакан Нина Тихоновна Белкова. Пысӑк опытлӑ  педагог миҫе  ачана пурнӑҫ ҫулӗ ҫине  кӑларман-ши; Вӑхӑтӗнче  унӑн вӗренекенсенчен  чылайӑшӗ шкулти тата районти конкурссене, олимпиадӑсене хутшӑнса призерсен йышне кӗнӗ.

Нина Белкова Елизаветӑпа Тихон Петровсен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. Ашшӗ Ҫӗнӗ Мӑратри вӑрман хуҫалӑхӗнче бухгалтерта, амӑшӗ колхозра ӗҫленӗ. Ҫемьере вӗсем 5 пӗртӑван ҫитӗннӗ, хальхи вӑхӑтра  виҫҫӗн ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ. Ашшӗнчен хӗрача пӗчӗклех тӑлӑха юлнӑ. Вӑл Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра нимӗҫ фашисчӗсене хирӗҫ  ҫапӑҫнӑ. Вӑрҫӑ пӗтсен киле ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Анчах, чире пула, ачисем  ҫитӗнсе ҫитсе  ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫын пулнине курайман. Аслӑ аппӑшӗ 11 ҫулта, кӗҫӗнни 11 уйӑхра тӑлӑха юлнӑ. Амӑшӗ вара ачисене тивӗҫлӗ воспитани парас, шкултан вӗренсе тухса  пӗлӳ илччӗр тесе, ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр колхозра тӑрӑшнӑ. Амӑшӗн шанӑҫне тӳрре кӑларса ачисем пурте тӗрлӗ заведенисенчен вӗренсе тухса, хӑйсем юратакан ӗҫӗсене суйласа илнӗ.

Ҫемьере иккӗмӗш ача пулсан та Нина ҫине йывӑрлӑхӗ лавӗпех тиеннӗ. Укҫа-тенкӗ ҫитсе пыманнипе, амӑшне пулӑшас тесе, 6-мӗш класс хӗрачи ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче, юлташ хӗрачипе Тӑманлӑ Выҫли ялӗнчи кирпӗч заводне ӗҫлеме ҫӳренӗ. Хӗрача нимӗнле ӗҫе те тиркесе тӑман, ӑҫта май пур, ҫавӑнта  тӑрӑшнӑ.

Колхозран амӑшӗ чӗкӗнтӗр, ҫӗрулми виҫшер пай илсен, унта тар юхтарнӑ. Пӗчӗклех ӗҫ куршанакӗ ҫыпҫӑннӑ Нина ҫумне.

— Ҫумланӑ курӑксене  хиртен типӗтсе ӗнесене валли  илсе килеттӗмӗр. Ун чухне килте тырӑ та, ҫӑкӑр та пулман. Мана вара анне ялти хӗрарӑмсемпе пӗрле Йӗпреҫе ҫӑкӑр илме яратчӗ. Лавккара темиҫе хут черет тӑрса ҫӑкӑра миххе тултарсан, бортовой машинӑпа (ҫула май лартса каятчӗҫ) Вутлан ялӗ патне  ҫитеттӗмӗр, кайран ҫуран утаттӑмӑр, — аса илет иртнине Нина Тихоновна.

Вӑл ытти ача-пӑча пек урамра выляса ҫӳреймен, унӑн кӗҫӗнреххисене пӑхмалла пулнӑ. Чӑнахах та ҫӑмӑл пулман ачалӑхӗ, ҫапах та вӑл шкулта «5» паллӑсемпе ҫеҫ вӗреннӗ. Ялти сакӑр класлӑ шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн, вӑтам шкула ялтан инҫе  вырнаҫнӑ Аслӑ Чурачӑка ҫӳренӗ. 9—10-мӗш  классене лайӑх паллӑпа вӗренсе тухнӑ. Аслӑ классенче вӗсене вырӑс чӗлхипе литературине Г.И.Яковлев вӗрентнӗ. Чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ вӑл унӑн урокӗсене, кашни ӑнлантаракан темӑна вӑл тӗплӗн вӗренсе каласа панӑ. Шкул хыҫҫӑн ЧПУна филологи факультетне экзамен панӑ, анчах та ҫав ҫулхине конкурспа кӗреймен.

Каялла яла таврӑнсан вӑл колхозра бригадӑра ӗҫленӗ. Пурнӑҫ ҫулӗ темӗнле тумхахлӑ пулсан та, унта тӳрӗ ҫул та тупӑнать. Кашни ҫын ҫӗр ҫинче  кайӑк пек йӑва  ҫавӑрать, чӗпписене ӳстерсе вӗҫтерсе ярать. Нина та хӗсметрен килнӗ савнийӗпе  туй туса мӑшӑрланать. Йышлӑ ҫемьене  качча тухать хӗр. Мӑшӑрӗн 12 пӗртӑван пулнӑ.

Ҫамрӑк мӑшӑр тӑванӗсем пулӑшнипе, хӑйсем тӑрӑшнипе ялта пӳрт туяннӑ. Анчах темле пулсан та, Нинӑн пуҫӗнче вӗренме каймалли  шухӑш тӑнӑ. 1972 ҫулта  вӑл куҫӑмсӑр майпа  ЧПУна филологи факультетне вырӑс чӗлхипе литератури уйрӑмне вӗренме кӗнӗ. Ҫав ҫулсенче ялсене автобуссем ҫӳремен. Кашни сессие каймассерен ирхине виҫӗ сехетре  тӑрса Эткер ялӗ урлӑ район центрне Шупашкара  ҫӳрекен ирхи  автобус ҫине  ҫитмелле пулнӑ. 

1975 ҫулта Нина Тихоновна вырӑс чӗлхипе литератури урокӗсене вӗрентме пуҫланӑ. Пӗлӗвне тарӑнлатса пынипе, ӑна шкулти библиотекарь ӗҫне те шаннӑ. Унчченхи вӑхӑтра хальхи пек компьютерсем пулман, ҫавӑнпа та ачасем кӗнеке вулама юратнӑ. Хӑш-пӗр вӗренекен вулавӑшра вуламан кӗнеке те хӑварман. 1978 ҫулта университет вӗренсе пӗтерсе диплом илнӗ.

— Шкулта ӗҫленӗ чухне ачасемпе пӗрле вырӑсла литература каҫӗсем, КВНсем, тӗрлӗ интереслӗ мероприятисем ирттерме тӑрӑшнӑ. Кашни праҫник валли стена хаҫачӗ кӑларнӑ. Вырӑс чӗлхипе районта ирттерекен олимпиадӑра В.Корнилова,  Д.Алексеев малти вырӑнсене ҫӗнсе илетчӗҫ, — аса илет иртнӗ  кунсене  тава тивӗҫлӗ педагог.

Нина Тихоновнӑн шкулсӑр пуҫне кил хуҫалӑхӗнчи ӗҫсене те  тирпейлесе пымалла пулнӑ. Ун чухне мӑшӑрӗпе вӗсем картиш тулли выльӑх-чӗрлӗх усранӑ. Пурнӑҫӗ сыпӑнса пытӑр тесе  икшер ӗне, сыснасем, сурӑхсем тата кайӑк-кӗшӗк тытнӑ. Пахча ҫимӗҫӗ вара яланах лайӑх тухӑҫпа савӑнтарнӑ.

Вӗрентекенӗн чун-чӗререн тухакан ачашлӑхӗпе, сӑпайлӑхӗпе ачасемшӗн тӗслӗх пулса тӑмалла. Чӗлхене ӑса илччӗр тесен вӗсенче малтанах юрату туйӑмне туптамалла. Ахальтен халӑхра: «Вӗрентекен — иккӗмӗш анне» тесе каламан. Ачасем Нина Тихоновнӑн  урокӗсене тимлӗн итлесе юратса вӗреннӗ.  Учитель вырӑс чӗлхин ҫепӗҫлӗхӗ хӑйне май интереслӗ пулнине, тӗрлӗ историпе ҫыхӑнтарса каласа пама тӑрӑшнӑ. Педагог пӗлӳ панӑ чылай ача хальхи вӑхӑтра вӗрентекенре  ӗҫлет. 

Акӑ, сӑмахран, Хырхӗрри шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен В.Ф.Лепешкина ҫапла аса илет% «Эпӗ вырӑс чӗлхине ялти шкулта юратма пуҫларӑм. Нина Тихоновна пире тарӑннӑн ӑнлантарса, вырӑсларан чӑвашла куҫарса вӗрентетчӗ, тӗрлӗ темӑпа  сочинени ҫыртаратчӗ».

— Хамӑн тавракурӑма тӗрлӗрен периодика материалӗсем, кӗнекесем вуласа анлӑлатма тӑрӑшнӑ. Уроксем хыҫҫӑн тӗрлӗ ӗҫ туса ирттернӗ. Конкурссене, олимпиадӑсене валли тестсем хатӗрленӗ, — терӗ сӑмах ҫӑмхине сӳтнӗ май Нина Тихоновна.

Пултаруллӑ педагога ЧР вӗрентӳ министерствин Хисеп хучӗпе темиҫе хут та чысланӑ. Вӗрентӳпе воспитани ӗҫӗнче учителӗн тӳпи пысӑк. Ӑна пулӑшса пыраканӗ — ҫемье. Унсӑр нимӗнле ҫитӗнӳ те пулаймӗ. Ҫемье ҫинчен калас пулсан, Нина Тихоновна мӑшӑрӗпе пӗр ывӑлпа икӗ хӗр ҫитӗнтернӗ. Шел пулин те, мӑшӑрӗ 13 ҫул каялла, чире пула, ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Ачисем пурте мӑшӑрланнӑ, ашшӗ-амӑшӗ пекех пултаруллӑ, пӗр ӗҫрен те хӑраса тӑманскерсем. Хальхи вӑхӑтра Гена ывӑлӗ  тӗп килте пурӑнать, Мускава, стройкӑна ӗҫлеме ҫӳрет. Надя Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче акушерпа-фельдшер пунктӗнче фельдшер пулса ӗҫлет.  Вера Ҫӗмӗрле округӗнче тӗпленнӗ, вӑл — сутуҫӑ. Хисеплӗ ветеран  6 мӑнукӗпе, виҫӗ мӑнмӑнукӗпе савӑнать.

«Ӗҫ ҫынна илем кӳрет», — тенӗ ӗлӗкхи ҫынсем. Чӑнахах та, 75 ҫула хӑвалать пулсан та, темӗн чухлӗ хуйхи-суйхине  курсан та, ал-ури ӗҫпе пиҫӗхнӗ пулсан та, паянхи кун хисеплӗ педагог яланхи пекех ҫынна сывлӑх сунмасӑр, йӑл кулса калаҫмасӑр иртсе каймасть.

Ахаль пурӑнса ирттермен вӑл ҫак ҫулсене. Ҫемье ҫавӑрса ача-пӑчаллӑ пулнӑ, ҫурт хӑпартнӑ, юратнӑ ӗҫре ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ, ҫынсен хисепне тивӗҫнӗ.

Надежда ЕРШОВА.

Хурнай ялӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *