Комсомольскинчи Дружба урамӗнче тӗрлӗ халӑх ывӑл-хӗрӗ килӗштерсе пурӑнать. Вӗсем округри тӗрлӗ организацисемпе предприятисенче, учрежденисенче тӑрӑшаҫҫӗ. Ӗҫре пултарулӑхпа палӑрса тӑраҫҫӗ. Ҫитӗнӳсем тунӑшӑн ырӑ ята тивӗҫеҫҫӗ. Акӑ, нумаях пулмасть «Слава картофелю» ООО агрофирмӑра тӑрӑшакан Владимир Борисович Жукова «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ. Вӑл хӑйӗн вӑйӗпе ҫак урамра чи малтан ҫурт туса лартса пурӑнаканӗсенчен пӗри пулнӑ.
Владимир мӗн ачаранах техникӑна юратнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн пурнӑҫне ял хуҫалӑхӗпе ҫыхӑнтарнинчен тӗлӗнме те кирлӗ мар пулӗ. Совет ҫарӗнче службӑра Монголи ҫӗрӗ ҫинче тӑнӑ чухне те автомобиль водителӗ пулнӑ. Пултаруллӑ каччӑ тӑван тӑрӑха таврӑнсан 1980 ҫулта «Комсомольский» совхозра водительте ӗҫлеме пуҫлать. Кунта вӑл хӑйне шанса панӑ техникӑна юсавлӑ тытнипе, хушнӑ ӗҫе пахалӑхлӑ та вӑхӑтра пурнӑҫланипе палӑрса тӑнӑ. Каярахпа совхозрах тракторпа ӗҫлеме пуҫлать. Уй-хирте тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлать. Вӑл ҫулсенче пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсенче пӗр кун та пушӑ ларман. Хӗллехи кунсенче те механизаторсен час-часах рейса тухма тивнӗ. Владимир Борисовичӑн техники яланах ҫула тухма хатӗр пулнӑ.
Кун хыҫҫӑн 15 ҫул В.Жуков районти «Каҫал ен» хаҫат редакцийӗн водителӗнче тӑрӑшать. Хӑйне шанса панӑ автомашинӑна юсавлӑ тытнипе палӑрса тӑрать. Вӑл вӑхӑтра редакцире пӗрле ӗҫленисем ун пирки паян та ырӑпа анчах аса илеҫҫӗ.
Малалла пултаруллӑ водителӗн пӗр вӑхӑт «Волгателеком» ОАОн Чӑваш Республикинчи филиалӗнче вӑй хума тивет. Кунта та куллен руль умне ларса ҫула тухать вӑл.
Хальхи вӑхӑтра Владимир Борисович «Слава картофелю» агрофирмӑра слесарь-юсавҫӑ пулса тӑрӑшать. Кунта ӗҫлеме пуҫланӑранпа та 12 ҫул ҫитнӗ. Малтан водительте те, механизаторта та тӑрӑшнӑ вӑл. Ял хуҫалӑх техникине алӑри пӳрнесене пӗлнӗ пек пӗлекенскер яланах пӗрле ӗҫлекенсене кирлӗ сӗнӳ-канаш пама хатӗр.
«Слава картофелю» агрофирма округ шайӗнче анчах мар, республикӑра та ҫӗр ӗҫ культурисемпе тухӑҫлӑ ӗҫлекен предприяти шутланса тӑрать. Унӑн техника бази те пысӑк. Уй-хир ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне вара тракторсен, кӑкарса ӗҫлемелли ытти агрегатсен ванасси те пулать. Вӗсене юсама опытлӑ ҫынсем кирлӗ. Владимир Борисовичӑн хӑйӗн ӗмӗрӗнче ял хуҫалӑхӗнче усӑ куракан чылай техникӑпа ӗҫлеме тӳр килнӗ. Ҫавӑнпа та унран лайӑх юсавҫӑ тупаймӑн. Ҫакна шута илсе агрофирма ертӳҫисем ӑна слесарь ӗҫне куҫма сӗннӗ. Виҫӗ ҫул ӗнтӗ мастерскойра тӑрӑшать. Хӑйне лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартса пырать. Агрофирмӑн хаклӑ та кӑткӑс техника нумай терӗмӗр те вӗсене тӗрӗс те пӗлсе ӗҫлеттернипе пӗрлех упрама та пӗлмелле, диагностика тата техника тӗрӗслевӗсем тумалла. Яланхи пекех В.Жуков хӑйне шаннӑ ӗҫе тӗплӗн тунипе палӑрса тӑрать. Ҫакӑншӑн ӑна ертӳҫӗсем те, пӗрле ӗҫлекенсем те хисеплеҫҫӗ.
Пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ унӑн 45 ҫултан та иртнӗ. Ҫак вӑхӑт хушшинче вӑл миҫе пин тонна-километр, эталон-гектар чухлӗ ӗҫ туман-ши? Вӗсене шутласа та кӑлараймӑн. Руль умӗнче миҫе пин ҫухрӑм ҫул хыҫа хӑварнине те палӑртаймӑн. Чӑннипех те хисеплӗ ята тивӗҫлӗ ҫын вӑл.
Хастар ӗҫшӗн ӑна вӑл тӑрӑшнӑ кашни предприяти-организаци, учреждени ертӳлӗхӗн Хисеп грамотисем, хаклӑ парнесем парса чысланӑ. Владимир Борисович 2018 ҫулта Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотине те илме тивӗҫ пулнӑ.
Хастар ӗҫченӗн механизаторсем ерҫеймен чухне трактор ҫине ларса хире те тухать, агротехника ӗҫӗсем тума пулӑшать. Малашне те унӑн ӗҫсем ӑнса пыччӑр, пур ҫӗрте те ӑнӑҫу пултӑр.
Юрий Гаврилов.

