Суббота, 8 августа

Юратнӑ вырӑн пулса тӑчӗ

Юратнӑ вырӑн пулса тӑчӗ

Нумаях пулмасть анчах кунта  пушӑ вырӑн пулнӑ. Халӗ  — кирек хӑҫан та мероприятисем йӗркелеме май паракан хӑтлӑ сцена. Халӑх пуҫарӑвӗ, пӗрле кар тӑрса тӑрӑшни хамӑр пурнӑҫа илемлӗрех тума май парать. Ӑна «Ниме — халӑх бюджечӗ» проектпа кӑҫал Асанкасси ялӗнче хута янӑ объект ҫакна туллин ҫирӗплетет.

Нумаях пулмасть ҫеҫ туса лартнӑ пулсан та ҫак сцена ачасемпе ҫамрӑксен юратнӑ вырӑнӗ пулса тӑчӗ те. Унта ҫынсене пӗрле пуҫтарӑнса канма, юрӑ-кӗвӗ итлеме, хаваслӑ каҫсем ирттерме аван. Уҫӑ сывлӑш, илемлӗ сцена ҫынсене хӑй патне туртать.

Николай Карпов,

Асанкасси территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑваканӗ:

 «Пирӗн ялта пурӑнакансем пуҫаруллӑ проектсене пурнӑҫлама ҫулсеренех хастар хутшӑнаҫҫӗ. Пӗлтӗр ҫулсене вак чулсем сарса хытарас енӗпе ӗҫлерӗмӗр. Кӑҫал сцена тунисӗр пуҫне тата магазин патӗнчен чиркӳ патне ҫитекен ҫула асфальт сарма пуҫламалла. Ҫитес ҫул валли те проектсем пӑхса хӑварнӑ. Асанкасси вӑтам шкулӗнчи спортзалта юсав ӗҫӗсем тӑвасшӑн. Унсӑр пуҫне ҫулсем юсассине малалла тӑсасшӑн. Халӑх хӑй сӗнӳсемпе тухса пуҫаруллӑх кӑтартни савӑнтарать. Ҫынсем «Ниме — халӑх бюджечӗ» проект уссине кураҫҫӗ тата туяҫҫӗ. Ҫавӑнпа та проектсене хапӑлласах хутшӑнаҫҫӗ».

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *