Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министерствипе «Агро-инноваци» агентство «Клуб Агро — 100» рейтинга пӗтӗмлетсе чи лайӑх ял хуҫалӑх предприятийӗсене палӑртнӑ. Ӑна хатӗрленӗ май хуҫалӑхсене тӑхӑр енчен пӑхса хакланӑ. Кунта ҫӗр лаптӑкне, мӗн чухлӗ тупӑш илнине, рентабеллӗхе, вӑтам ӗҫ укҫине тата ытти енсене шута илнӗ.
Чи лайӑх ҫӗр ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен малти вунӑ вырӑна «Слава картофелю» ООО агрофирма (генеральнӑй директорӗ Х.С.Идиатуллин) кӗнӗ. Вӑл рейтингра 8-мӗш вырӑнта. Хастар ӗҫленӗшӗн наградӑна тивӗҫнӗ. Вӗсемсӗр пуҫне чи лайӑххисен шутӗнче: «Комсомольские овощи» агрофирма (15-мӗш вырӑнта), «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗ (25-мӗш вырӑнта), «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗ (42-мӗш вырӑнта), «Искра» колхоз (49-мӗш вырӑнта), «Слава» ял хуҫалӑх кооперативӗ (63-мӗш вырӑнта), «Урожай» колхоз (66-мӗш вырӑнта), «Восток» ял хуҫалӑх кооперативӗ (78-мӗш вырӑнта), «Дубовка» ООО (95-мӗш вырӑнта).
Республикӑри 100 чи лайӑх ял хуҫалӑх предприятийӗсен списокне тишкерсе пӑхсан, хӑш-пӗр округсенчен унта 1—2 хуҫалӑх анчах кӗме пултарнӑ. Пирӗн тӑрӑхран вара — 9 предприяти. Ун пеккисем 2—3 округ анчах. Апла пулсан пирӗн тӑрӑхри ҫӗр ӗҫченӗсемпе выльӑх-чӗрлӗх пӑхакансем йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр тухӑҫлӑ ӗҫлесе пыраҫҫӗ. Ҫӗр ӗҫ культурине пахалӑхлӑ тытса пырса уй-хиртен тухӑҫлӑ тырпул, пахча ҫимӗҫ тата ытти культурӑсем туса илеҫҫӗ. Выльӑх-чӗрлӗх продуктивлӑхӗ те аван.
Малашне те округри ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене ӑнӑҫу сунатпӑр.
(Хамӑр инф.).

