Округра 4258 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксем, «Искра» тата «Урожай» колхозсем 136 гектар пӗр ҫул ӳсекен курӑксем ҫулнӑ. Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем 6 пин тонна яхӑн паха утӑ, 14 пин тонна ытла сенаж хатӗрленӗ. Выльӑх апачӗ хатӗрлес енӗпе «Рассвет», «Урожай», «Асаново», «Восток», «Искра», «Луч» хуҫалӑхсем ӳсӗмлӗ ӗҫлеҫҫӗ. Округри хуҫалӑхсенче кашни условнӑй выльӑх пуҫне 12,4 центнер апат единици чухлӗ выльӑх апачӗ янтӑлама пултарнӑ.
Ял хуҫалӑх предприятийӗсем ыран-паян вырмана тухма хатӗр. Тырпул пуҫтарса кӗртмелли техникӑна пӑхса яраҫҫӗ, йӗтемсемпе кӗлетсене ҫӗнӗ тырӑ йышӑнма йӗркене кӗртеҫҫӗ.
Минзаит Зайнуллин.

