Вторник, 11 августа

Халӑх хушшинче пулма тӑрӑшатӑп

Халӑх хушшинче пулма тӑрӑшатӑп

Пӗтӗм Раҫҫейри инвалидсен обществин округри уйрӑмӗн членӗсем тӑван тӑрӑхӑн кулленхи пурнӑҫне ытларах хутшӑнччӗр тесе тӑрӑшатӑп. Вӗсемпе тӗл пулса ҫитес вӑхӑтра иртекен мероприятисенче пулма, кунсене тунсӑхламасӑр ирттерме, халӑх хушшине ытларах тухма сӗнетӗп. Хам та конкурссемпе ӑмӑртусене хутшӑнас, вӑхӑта усӑллӑ ирттерес тӗллевпе пурӑнатӑп.

Июнь уйӑхӗнче округра ҫиччӗмӗш хут иртнӗ «100 километров — Потому что вместе» Пӗтӗм Раҫҫейри профсоюзсен  велочупӑвне хутшӑнтӑм. Вӑл «Сывлӑхлӑ пуласлӑх» проектпа килӗшӳллӗн иртрӗ. Мероприяти ҫӗршыври 25 субъектри 200 ытла ҫынна пӗрлештерчӗ. Тӗрлӗ ӳсӗмри, тӗрлӗ профессиллӗ ҫынсем велосипедсемпе старта тӑчӗҫ. Вӗсем хушшинче эпӗ те пулнӑшӑн хӑпартланатӑп. Комсомольски — Патӑрьел — Елчӗк — Комсомольски маршутпа ҫула тухса 120 километра парӑнтартӑмӑр. Финиш Йӑлмахва ялӗнче пулчӗ. Велочупӑва хутшӑннисем медальсене тивӗҫрӗҫ.

Июлӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри инвалидсен обществин республикӑри уйрӑмӗн VIII-мӗш конференцийӗ пулчӗ. Унта сусӑррисен обществин  юлашки ҫулсенчи ӗҫӗ-хӗлне пӑхса тухрӗҫ, кирлӗ йышӑнусем турӗҫ. Инвалидсен интересӗсемпе прависене  хӳтӗлес, вырӑнти организаци ӗҫне йӗркелес енӗпе тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн мана обществӑн регионти уйрӑмӗн Хисеп грамотине парса чыларӗҫ.

Инвалидсен обществин членӗсем хушшинче  РФ Социаллӑ фончӗн Комсомольскинчи клиент служби ҫумӗнчи «Кӗмӗл ӳсӗм» хутшӑну центрне ҫӳрекенсем те пур. Вӗсем тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ ҫынсемпе пӗрле пуҫтарӑнса калаҫаҫҫӗ, ҫӗршывра, республикӑра, округра пулса иртекен ӗҫсене, тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ. Кунта влаҫ органӗсенче, медицина, культура тата ытти сферӑсенче тӑрӑшакансемпе  тӗлпулусем иртеҫҫӗ. Конкурссемпе ӑмӑртусем те йӗркелеҫҫӗ. Инвалидсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли маскировка сеткисем ҫыхас ӗҫе те хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Округра пурӑнакан инвалидсен обществин членӗсене май пулсан ытларах килтен тухса ҫӳреме, округра иртекен мероприятисенче пулма сӗнетӗп. Халӑх хушшинче пӑртак пулсан та сире хавхалантарӗ, вӑй парӗ.

Алексей Гаврилов,

Пӗтӗм Раҫҫейри  инвалидсен обществин вырӑнти уйрӑмӗн

председателӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *