Июлӗн 17-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗрлехи фольклор кунӗ» акци иртнӗ. Унӑн тӗллевӗ йӑх-несӗлсен авалтан пыракан йӑли-йӗрки, тумтирӗ, юрри-ташши патне таврӑнса вӗсене малашлӑхра сыхласа хӑварасси, ҫитӗнекен ӑрӑва паллаштарасси пулса тӑрать.
Асӑннӑ кун республикӑри халӑх творчествин центрӗ Шупашкар муниципаллӑ округӗпе пӗрле «Ясна» этнокомплексра республикӑри «Манӑҫми аваллӑх» фольклор уявӗ йӗркеленӗ. Унта пирӗн округри искусствӑсен шкулӗн Аслӑ Чурачӑкри филиалӗнчи ачасен «Тевет» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи — Т.В.Макарова, концертмейстерӗ — С.А.Просвирнов) хутшӑннӑ. «Унта республикӑри 6 округри ачасен чи лайӑх коллективӗсем пулнӑ. Этнокомплексра ушкӑна ҫӳрекенсем куҫпа курса паллашнипе пӗрлех хӑйсем чӑваш халӑхӑн аваллӑхне лекнӗнех туйрӗҫ пулӗ. Вӗсене кунта питӗ килӗшрӗ. Пысӑк кӑмӑл-туйӑмпа таврӑнчӗҫ», — пӗлтерчӗ Татьяна Васильевна.
Уявра хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнипе пӗрлех ачасем халӑхӑн авалхи музыка инструменчӗсемпе паллашнӑ, руна паллисемпе хӗвеле ӳкерме пултарнӑ тата ытти мастер-классенче пулнӑ.
Ҫак кун пирӗн республикӑри пур муниципалитетсенче те кӑҫалхи июнӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ «Сик! Тух!» этнокультура проектне вӗҫленӗ. Вӑл проект нумай ачана халӑх вӑййисене пӗлме, ас туса юлма май панӑ. Вӗсене пӗчӗккисем малашне урамра хӑйсем тӗллӗн те выляма пултарӗҫ. Ачасем ниме, вӑйӑ, утҫи тата чӑваш халӑхӗ ушкӑнпа пурнӑҫлакан ытти ӗҫсем пирки тарӑнрах пӗлнӗ. Ҫав йӑласем пирки республикӑри халӑх творчествин центрӗн пай заведующийӗ С.В.Тяхмусова паллаштарнӑ. Ачасен хӑйсен те утӑ ҫулса, йӗтӗн тӳсе пӑхма май пулнӑ. Юлашкинчен туслӑха, пӗрлӗхе кӑтартса карталанса юрӑсем юрласа ҫаврӑннӑ.
Ҫакӑн пек уяв ачасене чӑваш халӑхӗн авалхи культурин, йӑла-йӗркин пуянлӑхне курма, вӗсене малашлӑх валли сыхласа хӑварас туйӑма ҫуратма май парать.
Юрий ГАВРИЛОВ.

