Тикӗс ҫулпа утма та чупма та аван

Тикӗс ҫулпа утма та чупма та аван

Аслӑ Чурачӑкри Ленин урамӗ аталанса пырать. Кунта пушанса юлнӑ вырӑнсенче ҫӗнӗ ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ, пӳртсемпе хуралтӑсене дизайн енчен улӑштарса илемлетеҫҫӗ.  Пурӑнакансем  тавралӑх тирпей-илемӗ  енчен те тӑрӑшаҫҫӗ, палисадниксенче тӗрлӗ чечексем ҫитӗнтерсе илем кӳреҫҫӗ. Ку урама халӑхра Масар касси те теҫҫӗ.  Ҫакӑ унтан пурнӑҫран уйрӑлнӑ ҫынсене масар ҫине илсе кайнипе ҫыхӑннӑ. Вилнисене асӑнма, масара тирпей-илем кӳртме те ҫав  урампах ҫула тухаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та  вӑл ялшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать.

Аслӑ Чурачӑк ялӗнче пурӑнакансем ҫулсеренех пуҫаруллӑ бюджет проекчӗсемпе пурнӑҫлакан ӗҫсене хастар хутшӑнаҫҫӗ. Ҫавна май ял сӑн-сӑпатне чылай улӑштарма май килнӗ: урамсене тирпейленӗ, ача-пӑча площадкине хута янӑ… Ялта пурӑнма хӑтлӑ та лайӑх пултӑр тесе тӑрӑшатпӑр.  Ҫитес ҫул «Ниме — халӑх бюджечӗ»  проекта хутшӑнса Аслӑ Чурачӑксем  Ленин урамне асфальтлӑ ҫул сарас тӗллевлӗ.  Тата Чехов, Поргунов ячӗллӗ тӑкӑрлӑксенчи ҫул пахалӑхне те лайӑхлатасшӑн. Яка ҫул тума укҫа-тенкӗ пуҫтарассине кунта пурӑнакансем ҫеҫ мар  ялти пур ҫын та хутшӑнать. Ҫавӑнпа та ҫитес ҫул халӑх пуҫарнипе, патшалӑх пулӑшнипе урамра тикӗс те лайӑх ҫул пуласса шанаҫҫӗ Аслӑ Чурачӑксем. 

Пуриншӗн те пӗлтерӗшлӗ урамра тикӗс те такӑр ҫул пулни ялӑн сӑн-сӑпатне палӑрмаллах  илемлетме, хӑтлӑлатма пултарӗ.

Иван Григорьев,

ял старости.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *