Маттур та, харсӑр ҫынсем пурӑнаҫҫӗ Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнчи ялсенче. Хирти Сӗнтӗр, Хирти Ӗнел, Нӗркеҫ, Янкасси, Ҫӗнӗ Кипеҫ, Тӗвенеш ялӗсенче пурӑнакансем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене яланах пулӑшма хатӗр. Ҫуллахи кун та ҫак тӑрӑхра пурӑнакансем вӑхӑт тупса тӑтӑшах маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ.
Акӑ, иртнӗ шӑматкун Хирти Сӗнтӗр та Хирти Ӗнел ялӗсенче пурӑнакансем черетлӗ маскировка сеткисене ҫыхма ялти культура ҫуртне пухӑннӑ. Иккӗн-виҫҫӗн мар, пысӑк йышпа ӗҫе тытӑнаҫҫӗ. Кам виҫет, кам касать, кам ҫыхать — пурин валли те ӗҫ ҫителӗклӗ. Пурте пӗрле тӑрӑшни ӗҫе хӑвӑрт вӗҫлеме май парать. Сакӑр сехет хушшинче тӑрӑшуллӑ хӗрарӑмсем 6 маскировка сетки ҫыхса хатӗрлеме пултарнӑ. Кунта пурӑнакансем маскировка сеткисем салтаксене ҫав тери кирлӗ пулнине лайӑх пӗлеҫҫӗ тата ӑнланаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ӳркенсе тӑмаҫҫӗ, пуҫтарӑнаҫҫӗ те ӗҫе пикенеҫҫӗ. Маттур!
Хырай Ӗнел ялӗнче пурӑнакансем те пулӑшу парас ӗҫре малтисен ретӗнче. Вӗсем маскировка сеткисем ҫыхаҫҫӗ, окоп ҫуртисем хатӗрлеҫҫӗ, чӑлха-нуски ҫыхса параҫҫӗ, гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтараҫҫӗ. Альбина Александрова волонтер пӗлтернӗ тӑрӑх, Хырай Ӗнел ялӗнче маскировка сеткисем кашни кунах ҫыхаҫҫӗ. Ӗҫ ирхине 8.00 сехетре пуҫаланать те кӑнтӑрлаччен вӗсем культура ҫуртӗнче ӗҫлеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть кунта пурӑнакансем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатнӑ. Унта маскировка сетки, 27 мӑшӑр хурӑн милӗкӗ тата ытти япаласем пулнӑ.
Ҫакӑн пек маттур ҫынсем ҫинче тытӑнса тӑрать те пирӗн пурнӑҫ.
Алевтина Мариян.

