Хӗрарӑм ача-пӑчана тӗрӗс воспитани парса ӳстерет. Пурне те ӑшӑлӑх тата хӑват кӳрекен ҫӑлкуҫ вӑл — Хӗрарӑм. Ҫакӑн пек ырӑ чунлӑ, маттур, ӗҫченнисенчен пӗри — Галина Иванова. Вӑл Ҫӗнӗ Каҫал ялӗнче тӗпленнӗ.
Галина Алексеевна Ивановӑпа (Самарина) эпир Комсомольскинчи вӑтам шкулта 10 ҫул пӗрле вӗреннӗ (сӑмах май каласа хӑварам, икӗ ҫул каялла, шкул пӗтернӗренпе 50 ҫул ҫитнине паллӑ турӑмӑр). Анна Павловнӑпа Борис Григорьевич Кокоревсен ачисем тесе калатчӗҫ пирӗн ҫинчен. Вӗреннӗ, хаҫатсем кӑларнӑ, тӗрлӗ ҫӗршывсене ҫырусем ҫырнӑ, походсене ҫӳренӗ, паллӑ ҫынсемпе тӗлпулусем ирттернӗ, вылянӑ, савӑннӑ эпир ача чухне. Пирӗн Галя Самарина класра та, «Сокол» клуб ӗҫӗнче те яланах чи хастаррисен шутӗнче пулнӑ. Пур ӗҫе те ответлӑха туйса пурнӑҫлатчӗ тантӑш. Тӳпери ҫут ҫӑлтӑрсем ҫинчен ӗмӗтленсех кайман пирӗн ӳсӗмри ачасем. Пирӗн аттесем-аннесем, хӑйсем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче выҫӑллӑ-тутӑллӑ ӳснипе-ши, ачисене пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑма вӗрентнӗ, ӗҫлесе тӑраниччен ҫӑкӑр ҫиччӗр тенӗ пулмалла. Ҫавӑнпа, тен, Галина шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн тӳрех вӗренме кайма шутламан, ача садне ӗҫлеме вырнаҫса ҫемьене кӑштах укҫа-тенкӗпе пулӑшас тенӗ. Нумаях та ӗҫлесе ӗлкӗреймест ҫамрӑк хӗр, савнӑ тусӗпе, Николайпа, пӗрлешет. «Качча пыма ыйтсан нумай шутласа тӑмарӑм, килӗшрӗм», — аса илет Галя. Николай ҫар службине Казахстанра пурнӑҫланӑ. Йӗппи ӑҫта — ҫиппи те ҫавӑнтах. Ҫап-ҫамрӑк хӗр, ӗнерхи ача-пӑча, юратнӑ мӑшӑрӗпе инҫе ҫула пуҫтарӑнать. Тин чӑмӑртаннӑ ҫемье ҫар хулинче тӗпленет. «Пурте пулнӑ пирӗн пурнӑҫра% йывӑрлӑхсем, службӑпа ҫыхӑннӑ ыйхӑсӑр каҫсем, тревогӑсем… Тепӗр чух ҫур ҫӗр варринче вырӑн ҫинчен тӑрса казармӑна чупатчӗ мӑшӑр. Ҫапах та йывӑрлӑхсене парӑнма шутламан эпир», — аса илет тантӑш гарнизонри пурнӑҫне. Вӗсен ҫемйинче яланах килӗшӳпе ӑнлану, юрату хуҫаланнӑ. Пӗрремӗш ывӑл ҫуралсан татах та ҫирӗпленнӗ ҫак туйӑмсем. Шел, савӑнӑҫлӑ вӑхӑтра Галинӑн амӑшӗ, Марфа Павловна ҫут тӗнчерен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнӑ.
— Юратнӑ мӑшӑр пуҫа усма памарӗ, кирлӗ сӑмахсем тупса ман чуна лӑплантарма тӑрӑшрӗ. ,ҫ ҫӗклет тени тӗрӗсех пулнине темиҫе хутчен те ӑнлантӑм хам пурнӑҫра. Килте ларас темерӗм, ҫар хулинчи ача садне ӗҫлеме вырнаҫрӑм. Ӗҫленӗ вӑхӑтрах Аркалык хулинчи педагогика училищине вӗренме кӗтӗм. Диплома алла илсен иккӗмӗш ывӑл, Александр, ҫуралчӗ пирӗн, — аса илӳ ҫӑмхине сӳтрӗ Галина.
Ачисем ҫамрӑк пулсан та, Галина Алексеевна пур ҫӗре те ӗлкӗрме тӑрӑшнӑ. Гарнизонти хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи пулса ӗҫленӗ вӑл, нумай ҫул ача садӗнче, каярах шкулта та ашшӗ-амӑшсен комитетне ертсе пынӑ. Кирек мӗнле ыйтӑва та тӗрӗс те вӑхӑтра татса пама тӑрӑшнӑ, ҫар командованийӗпе тачӑ ҫыхӑну тытнӑ. Ӗҫре те, ҫемьере те ырӑ туйӑмпа тата тулли кӑмӑлпа, ҫӗкленӳпе те юратупа пурнӑҫланӑ Галина Алексеевна умри тивӗҫӗсене. Пултарулӑхне тата хастарлӑхне кура пирӗн Галинӑна «Ударник коммунистического труда» хисеплӗ ята парса чыс тунӑ.
«Вӑхӑт сисӗнмесӗр иртрӗ. Акӑ мӑшӑрӑм тивӗҫлӗ канӑва тухрӗ. «Тӑван ҫӗршыв — анне, ют ҫӗршыв — амаҫури», — тенӗ халӑхра. Ҫуралнӑ тӑван кӗтесшӗн аякра пурӑннӑ чух ытларах тунсӑхлатӑн ҫав. Ҫавӑнпа та 1992 ҫулта эпир тӑван ене таврӑнтӑмӑр. Ҫӗнӗ Каҫал ялӗнче ҫурт туянтӑмӑр», — аса илет тантӑш.
Малтанласа ялти клубра художество руководителӗ пулса ӗҫлерӗ Галина Алексеевна, пултарнине кура, каярах директор ӗҫне те ӑна шанчӗҫ. Дубовка шкулӗнче воспитатель пулса та ӗҫлесе пӑхнӑ пӗр вӑхӑт. Шкул хупӑннӑ хыҫҫӑн Галина Алексеевна район центрӗнчи «Рябинушка» ача садӗнче воспитатель пулса тӑрӑшать. «Пӗчӗкҫӗ шӑпӑрлансене апат ҫитерсе ҫывӑрттармалла кӑна мар, вӗсемпе тӗрлӗ вӑйӑсем, мероприятисем ирттермелле, конкурссене хутшӑнмалла, экскурсисене илсе ҫӳремелле. Паян воспитательсен ӗҫӗ шкулти учительсенни пекех, категорие те ӳстермелле, уҫӑ мероприятисем кӑтартмалла, агитатор та пулмалла тата ытти те. Кӑҫал эпӗ ача садӗнчен кӑларнӑ ушкӑнри ачасем 11 класс пӗтерсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухаҫҫӗ, — савӑнӑҫлӑн пӗлтерет Галина Алексеевна. — Манмаҫҫӗ, сывлӑх сунаҫҫӗ, уявсемпе саламлаҫҫӗ. Телейлӗ ҫул сунатӑп вӗсене, мирлӗ пурнӑҫ, таса тӳпе…»
Тӑван ене куҫса килсен те пирӗн тантӑш общество ӗҫӗнчен айккинче тӑман. 2002 ҫулта Галина Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравне ирттерме пулӑшаканӗсенчен пӗри пулнӑ. Унӑн ӗҫне патшалӑхӑн статистика комитечӗ кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑ парса хакланӑ. 2006 ҫулта ҫӗршывра пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх ҫыравӗ иртет. Галина Алексеевна ку ӗҫре те хӑйӗн хастарлӑхӗпе палӑрать, «За активное участие во Всероссийской сельскохозяйственной переписи 2006 г.» паллӑна тивӗҫет. Ашшӗ-амӑшӗн хастарлӑхӗ, Ивановсен ачисенче те палӑрать. Галина Алексеевнӑпа Николай Васильевичӑн виҫӗ ывӑлӗ те Казахстанри ҫар хулинче ҫуралса ӳснӗ. Чӑн-чӑн патриотсем, ҫӗршыва хӳтӗлекен улӑп паттӑрсем ӳссе ҫитӗннӗ. Ывӑлсем виҫҫӗшӗ те ашшӗ ҫулне суйласа илнӗ. Асли, Сергей, шкул хыҫҫӑн Костромари офицерсем хатӗрлекен ҫар училищине вӗренме кӗрет. Училище хыҫҫӑн, офицер пулса, Чечен республикине лекет. Унтан вара Мускаври С.К.Тимошенко маршал ячӗллӗ РХБ (радиации, хими, биологи) ҫар академийӗнче вӗренет. Сергей Николаевич Иванов — ҫар ветеранӗ (ветеран боевых действий), запасри полковник. ,мӗр пурӑн, ӗмӗр вӗрен тени ун ӑсне ҫирӗп кӗрсе вырнаҫнӑ пулмалла. Арҫын пилӗк аслӑ пӗлӳ илме пултарнӑ. Ҫак кунсенче Сергей Шупашкарти медицина колледжне ӑнӑҫлӑ пӗтерсе алла тепӗр диплом илчӗ. Вӑталӑххи, Александра Луганск республикинче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать, 2023 ҫулта Александр II-мӗш степеньлӗ «Хӑюлӑхшӑн» («За храбрость») медале тивӗҫнӗ. Ҫирӗплетекен хучӗ ҫине РФ Президенчӗ ал пуснӑ. Пирӗн паттӑр ентеш 2024 ҫулта «Участнику специальной военной операции», 2025 ҫулта «За боевые отличия» медальсене тата «Ветеран боевых действий» удостоверенине тивӗҫнӗ. Кӗҫӗнни, Женя, 2012 ҫулта Костромари ҫар училищине пӗтерсе лейтенант званине илме пултарнӑ. 2013 ҫулхи август уйӑхӗнче Карачаево-Черкесси ҫӗрӗнче йывӑр аманса госпитале лекет. Шел, Мускавра та никам та пулӑшайман ҫамрӑк лейтенанта. Ашшӗ-амӑшӗшӗн — нихҫан сипленми суран пулса юлчӗ ҫак ҫухату. Вӑл халӗ те хӑй ҫинчен аса илтерсех тӑрать…
Хӗрарӑм пурнӑҫӗнче чи кирли мӗн; Галина Алексеевнӑшӑн чи пӗлтерӗшли — ачасем ҫемьере телейлӗ ҫитӗнсе пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупни, пӗр-пӗрне хисеплени, юратни.
— Мана упӑшка сивӗ сӑмах каласа курман, эпир пӗр-пӗрне ҫур сӑмахранах ӑнланаттӑмӑр. Йывӑр вӑхӑтсенче пӗр-пӗрне пулӑшаттӑмӑр. Хуйхи-суйхине те, савӑнӑҫне те ҫурмалла пайлаттӑмӑр. 2014 ҫулта Ивановсене «За любовь и верность» медаль парса чыслаҫҫӗ. Ҫав ҫулах Раҫҫейри «Ашшӗ-амӑшӗсен Аслӑ Канашӗ» обществӑлла юхӑм Галина Алексеевна Ивановӑна Тав Хучӗпе чыслать. Чи пӗлтерӗшлӗ наградӑсен хушшинче — «100 лет Вооруженным Силам России» асӑну палли. Ӑна 2018 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри ҫар ветеранӗсен Канашӗ панӑ. Нумай вӗсем — наградӑсем, Тав хучӗсем, хаклӑ парнесем… Анчах сиплеймеҫҫӗ вӗсем хӗрарӑмӑн суранӗсене… Мӑшӑрӗ пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайни — тепӗр йывӑр суран пулчӗ тантӑшшӑн.
Халӗ Галина Алексеевна мӑнукӗсемпе йӑпанать. Вӗсем виҫҫӗшӗ те Комсомольскинчи иккӗмӗш вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ. Аслӑ мӑнукӗ, Кирилл, ҫак шкулта чи малтан уҫӑлнӑ пӗрремӗш кадет класӗнче ӑс пухнӑ. Ҫак класс кадетсем хушшинче ирттернӗ тӗрлӗ ӑмӑртусенче яланах ҫӗнтерӳпе палӑрнӑ. 2022 ҫулта Кирил класӗ республикӑра ҫӗнтерсе Раҫҫей шайӗнче ирттернӗ конкурса хутшӑннӑ. Конкурс-курава 1941 ҫулта Мускава хӳтӗленӗ паттӑрсен ячӗпе декабрь уйӑхӗнче ирттернӗ. Мускавра пуҫтарӑннӑ 41 команда хушшинчи тупӑшура Кирилл класӗ ҫӗнтерме пултарнӑ. Мӗнле пысӑк савӑнӑҫлӑ хыпар пулчӗ ҫакӑ асламӑшӗшӗн! Халӗ Кирилл Шупашкарти медицина колледжӗнче вӗренет. Ун хыҫҫӑн ҫар медицини енӗпех аслӑ пӗлӳ илме ӗмӗтленет. Иккӗмӗш мӑнукӗ — Ксения, вӑл та кадет класӗнче вӗреннӗ, халӗ — Чӑваш патшалӑх университечӗн студентки, следователе вӗренет, кӑҫал пӗрремӗш курс пӗтернӗ. Кӗҫӗнни, Кира, Комсомольскинче тӑватӑ класс вӗреннӗ хыҫҫӑн Йошкар-Ола хулинчи кадетсен лицейне вӗренме кӗнӗ, халӗ 6-мӗш класа куҫнӑ. Тӑтӑшах килсе ҫӳреҫҫӗ вӗсем юратнӑ асламӑшӗ патне, пуҫа усса ларма памаҫҫӗ. Кун каҫа мӑнуксемпе сӳтсе явмалли чылай пуҫтарӑнать ялта пурӑнакан хӗрарӑмӑн: ҫанталӑкри улшӑнусем, пахчара ҫитӗнекен ҫимӗҫсем, ятарлӑ ҫар операцийӗнчен килекен хыпарсем, вӗренӳ, шкулти ҫитӗнӳсем.
Мӑнукӗсем хӑйсен пуласлӑх ҫулӗпе ҫирӗп утӑмсем туни савӑнтарать асламӑшне. Ҫӗршывшӑн юрӑхлӑ ҫынсем пулма ӗмӗтленеҫҫӗ вӗсем. Аслашшӗпе асламӑшӗ, ашшӗ-амӑшӗ ачисемшӗн ырӑ тӗслӗх, пурнӑҫӑн аслӑ ҫулӗсем ҫинче ҫул кӑтартакан ҫӑлтӑрсем пулса тӑраҫҫӗ.
Пӗрле вӗреннӗ тантӑшсен ячӗпе
Валентина Зайцева.

