РФ Шалти ӗҫсен министерствин «Комсомольский» уйрӑмӗ кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫул кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетрӗ.
Сотрудниксем яланхи пекех йӗркелӗхе сыхлас, преступлени тӑвассине хирӗҫ кӗрешес, профилактика ӗҫӗсем ирттерес енӗпе тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле илсен кӑҫалхи ултӑ уйӑхра преступленисене пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарса 16,2 процент сахалрах регистрациленӗ (117 вырӑнне 98). Ҫав-ҫавах интернет сечӗсемпе ҫыхӑннӑ ултавсене лекнӗ ҫынсем чакмаҫҫӗ-ха. Халӑх хушшинче ку тӗлӗшпе ӑнлантару ӗҫне вӑйлатнӑ пулин те, ултав «серепине» лекекенсем иртнӗ ҫулхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан пӑртак нумайланни палӑрать. Телефон ултавҫисем ҫывӑрманнине, вӗсем ҫӗнӗрен ҫӗнӗ меслетсем суйласа илсе усӑ курни пирки асӑрхаттарса калатпӑр, пурне те асӑрхануллӑ пулма ыйтатпӑр.
Уйрӑмах йывӑр преступленисен шучӗ 35,3 процент чакнӑ (17 вырӑнне 11). Кӑҫал та пӗлтӗрхи пекех ҫынна вӗлернӗ, ҫаратнӑ, автомототранспорт вӑрланӑ, хулиганла ӗҫсем тунӑ, ирӗксӗрлесе укҫа ыйтнӑ, хваттере ҫаратнӑ тӗслӗхсем, терроризмпа тата эстремизмпа ҫыхӑннӑ преступленисем пулманни савӑнтарать. Анчах та наркотик ҫаврӑнӑшӗпе ҫыхӑннӑ 12 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ, пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтра 18 пулнӑ. Наркотик витӗмӗпе йӗркене пӑсни пулман.
Малтан судпа айӑпланнисем 18 хутчен саккуна пӑснӑ, иртнӗ ҫулхи ултӑ уйӑхра 25 пулнӑччӗ. Малтан ирӗк прависӗр хӑварнӑ ҫӗртен таврӑннисене сӑнасах тӑратпӑр. Ун пекки 5 ҫын учетра тӑрать.
Эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн административлӑ йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсем 25 регистрациленӗ.
Шел пулин те, обществӑлла вырӑнта, урамсенче, парксенче преступлени туни ӳсни палӑрать (пӗлтӗрхи ҫур ҫулта 7 пулнӑ, кӑҫал — 9).
Ҫул ҫинче автотранспорт хуҫисене те, пассажирсене те тимлӗ пулма, хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнма ыйтса ятарлӑ операцисем те йӗркелетпӗр, шкулсенче пулса калаҫусем те ирттеретпӗр, массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче те пӗлтерсе тӑратпӑр. Пирӗн округра кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта ҫул ҫинче транспорт хатӗрӗсемпе пулнӑ 16 инкеке палӑртнӑ. Унта, шел пулин те, 6 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 13 ҫын аманнӑ.
Ачасем хушшинче профилактика ӗҫӗсем тӑвас енӗпе те ӗҫлетпӗр. Ҫул ҫитменнисем хушшинче мототранспорт хатӗрӗсемпе ҫыхӑннӑ 2 инкеке тупса палӑртнӑ. Ашшӗ-амӑшне, аслисене хӑйсен ачисемпе, тӑванӗсемпе ҫирӗпрех калаҫма, ҫул-йӗр правилисем тата саккун йӗркисем пирки ӑнлантарса пама ыйтасшӑн. Ҫул ҫитмен ачасем тунӑ преступленисемшӗн эсир яваплӑ шутланатӑр.
Пирӗн сотрудниксем сирӗн канӑвӑр лӑпкӑ пултӑр, урамсенче хӑрушсӑрлӑх хуҫалантӑр тесе малалла та ӗҫлӗҫ.
Сергей Ласточкин.

