Вторник, 11 августа

Йывӑрлӑхсене парӑнтарса – малалла

Йывӑрлӑхсене парӑнтарса – малалла

Суту-илӳ этемлӗх пуҫлансанах пулнӑ. Укҫапа усӑ курма тытӑниччен пӗр-пӗринпе япаласемпе улӑштарнӑ. Каярахпа лавккасем уҫма, суту-илӳ пӗрлешӗвӗсем йӗркелеме тытӑннӑ. Палӑртнӑ кун халӑх ялсенчи пасарсене пуҫтарӑннӑ.

 «Летопись села Комсомольское и населенных пунктов Комсомольского района Чувашской Республики» кӗнекере Ҫӗнӗ Мӑрат удел приказӗн хресченӗсем 1858 ҫулта Аслӑ Чурачӑк ялӗнче кашни кӗҫнерни кун пасар уҫас пирки ыйтупа тухнине пӗлтерни пирки калани пур. Ҫав изданирех 1866 ҫулта Ҫӗрпӳ земство управи Аслӑ Каҫал ялӗнче ярмӑркка тата пасар уҫас пирки ыйту пӑхса тухни пирки ҫырнӑ. Ҫав ҫулхи декабрь уйӑхӗнче Хусан кӗпӗрнин земство пухӑвӗ  асӑннӑ ялти патшалӑх хресченӗн Семен Максимовӑн ҫӗрӗ ҫинче ҫичӗ кун Вознесени ярмӑркки ирттерме ирӗк панине асӑннӑ. 1868 ҫул тӗлне Аслӑ Каҫал тата Луцки вулӑсӗсенчи Аслӑ Каҫал, Кӗтне Пасар, Эткер, Луцки ялӗсенче кашнинче тӗрлӗ кун пасарсем пулни паллӑ.

Кашни ялта тенӗ пекех пуянрах ҫынсем лавккасем уҫнӑ. Революци хыҫҫӑн вӗсем совет влаҫӗн аллине куҫнӑ. 1921 ҫулта пулнӑ «Чаппан вӑрҫи» вӑхӑтӗнче Аслӑ Каҫал ялӗнче пӑлхавҫӑсем чи малтан  вулӑсри суту-илӳ кооперативӗн председателӗ А.С.Максимов патне кайнӑ, ӑна картишӗнче тискеррӗн хӗнесе вӗлернӗ. 1920 ҫулсенче Экономикӑн ҫӗнӗ политики (НЭП) пулнӑ вӑхӑтра ялсенче сельпосем йӗркеленме пуҫлаҫҫӗ. Аслӑ Каҫалта, Урмаелӗнче, Аслӑ Чурачӑкра, Александровкӑра, Хирти Сӗнтӗрте, Асанкассинче тата ытти хӑш-пӗр ялсенче вӗсем ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ. Сельпосем вӑл вӑхӑтра Патӑрьел, Йӗпреҫ коопераци уйрӑмӗсене пӑхӑнса тӑнӑ. Вӗсем ял ҫыннисене апат-ҫимӗҫпе, куллен кирлӗ таварсемпе тивӗҫтернӗ. Краҫҫын сутмалли вырӑнсем тунӑ. Хатӗрлев ӗҫӗпе тӑрӑшнӑ. Совет влаҫӗ халӑха ҫутта кӑларас енӗпе ӗҫленипе лавккасенче кӗнекесем ытларах сутма хистенӗ.

1939 ҫулта Комсомольски районне туса хурсан пирӗн тӑрӑхра  та  потребкоопераци  правленийӗ ӗҫлеме пуҫлать. Унӑн пӗрремӗш председателӗ М.Г.Долгов пулнӑ. Ӑна пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетме малтанхи вӑхӑтра питӗ йывӑр килнӗ. Ҫынсенчен кивӗ кӗлетсем, пурасем тата ытти хуралтӑсем туянса складсем тумалла пулнӑ, ялсенчи суту-илӳ точкисене ҫитермелли майсемпе ҫулсем йӗркелеме тивнӗ. Ялсенчи лавккасем йывӑҫ пурасенчен, хӑмасемпе ҫапса тунӑ хуралтӑсенчен анчах пулнӑ. Малалла аталанма  Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланни чӑрмантарнӑ. Суту-илӳ ӗҫченӗсем, ҫав шутра Михаил Герасимович та фронта тухса кайнӑ. Районти лавккасенче ҫамрӑк хӗрсем ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӗсене вӑрҫӑ ҫулӗсенче ҫӑмӑл килмен. Фронта валли япаласем пуҫтарас тата тӗрлӗ чӗртавар хатӗрлес енӗпе нумай ӗҫлеме тивнӗ. Потребкоопераци ӗҫченӗсем тимӗр-тӑмӑр, выльӑх-чӗрлӗх продукцийӗсем (ҫӑмарта, тир, тата ытти те) пухассине йӗркеленӗ. Ку тапхӑрта эвакуаципе те пирӗн района ҫынсем йышлӑн килнӗ. Вӗсем карточкӑсемпе коопераци лавккисенчен таварсем туяннӑ. Манӑн анне, А.Ф.Маркова вӑрҫӑ ҫулӗсенче  (ӗҫлеме пуҫланӑ чухне 18 ҫулта анчах пулнӑ) Кивӗ Сӗнтӗр магазинӗнче сутуҫӑра ӗҫленӗскер каласа пани асра% «Колхоз эвакуаципе килнисем валли тырӑ уйӑрса паратчӗ. Ӑна хамӑр авӑртса ҫӑнӑх тӑваттӑмӑр».

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче те районти потребкоопераци ӗҫченӗсене ҫӑмӑлах килмен. Юхӑннӑ никӗсе ҫӗнетмелле пулнӑ. Суту-илӳ ӗҫне ӗнерхи фронтовиксем пуҫӑннӑ.  Вӗсен йышӗ районӗпе 80 ҫынран та иртнӗ.  Лавккасенче вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнӑ хӗрарӑмсем те  тӑрӑшнӑ. Ҫамрӑксем те ятарлӑ вӗренӳ заведенийӗсенче пӗлӳ илсе тӑван тӑрӑха таврӑнса пурнӑҫӗсене суту-илӳпе ҫыхӑнтарма пуҫланӑ. Майӗпен райпо аталанма тытӑннӑ. Магазинсен ҫӗнӗ ҫурчӗсене хута янӑ. Автотранспорт хатӗрӗсем туяннӑ. Район центрӗнче ҫӗнӗ складсем тунӑ. Обществӑлла апатланӑва та ҫӗнӗлӗхсем кӗртсе пынӑ.

1970 ҫулсен вӗҫне магазинсен шучӗ палӑрмаллах ӳснӗ. Вӗсен ҫурчӗсене кирпӗчрен купаланӑ. Район центрӗнче анчах мар ялсенче те апат-ҫимӗҫ тата промышленноҫ таварӗсене сутакан  уйрӑм лавккасем туса лартнӑ. Хӑш-пӗр ялсенче кӗнеке магазинӗсем те, киосксем те ӗҫленӗ.  Комсомольскинче  культура таварӗсем сутакан тата йӳнетнӗ япаласем сӗнекен магазинсем хута кайнӑ.

1980 ҫулсенче район центрӗнче икӗ хутлӑ универмаг, гастроном, промышленноҫ таварӗсене сутакан пысӑк магазин ӳссе ларнӑ. Ялсенче те ҫынсем строительство ӗҫӗсем нумай тунӑ. Паян ялсенче ларакан ҫуртсенчен чылайӑшӗ шӑпах ҫав вӑхӑтра хӑпартса лартнисем. Ҫынсем строительство материалӗсем ыйтнӑ. Райпо заказсем йышӑнса цемент, шифер, тимӗр тата ытти япаласем илсе килессине йӗркеленӗ.

Комсомольски райповӗ кирек хӑш ҫулсенче те республикӑра малтисен ретӗнче пулнӑ. 1980 ҫулсенче вара Раҫҫей шайӗнче те пӗрре мар палӑрнӑ. Ӑмӑртусенче РСФСРти потребкоопераци обществисем хушшинче малти вырӑнсем йышӑнса пынипех пулӗ 1987 ҫулта Комсомольски райповӗнче Раҫҫей шайӗнчи пысӑк канашлу та иртрӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри потребсоюз председателӗ В.Ф.Ермаков хӑй те килнӗччӗ. Пирӗн ӗҫе пысӑка хурса хакланӑччӗ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра «Стройхозтовары» магазин лаптӑкне уҫӑ вырӑнта хута янӑччӗ. Материалсене  пушатма кран-балкӑсем вырнаҫтарнӑччӗ.

1990 ҫулсем хыҫҫӑн ҫӗршыв рынок экономикин хутшӑнӑвӗсем ҫине куҫрӗ. Малтан пулнӑ ҫирӗп ҫыхӑнусем татӑлчӗҫ. Е.И.Карпеев ертӳҫӗ ӗҫе пӗлсе йӗркеленипе, специалистсем тӑрӑшнипе ҫухалса каймарӑмӑр. Товароведсем вӑл тапхӑрата тӑршшӗпех ҫул ҫинчеччӗ. Ҫӗршыври вуншар хулари заводсемпе, предприятисемпе   тӳрремӗн ҫыхӑнусем йӗркелеме тӑрӑшрӑмӑр. Районта пурӑнакансене куллен кирлӗ таварпа тивӗҫтерес ӗҫе чарса лартман. Йывӑрпа пулсан та кӑткӑс лару-тӑруран тухма пултартӑмӑр. Ҫав вӑхӑтрах ӗҫе те ҫӗнӗлӗхсем кӗртсе пытӑмӑр. Магазинсене те паянхи кун ыйтӑвне тивӗҫтермелли шая ҫитерме пултартӑмӑр. Самообслуживани  йӗркине ӗҫе кӗртрӗмӗр. Медицина тата ветеринари аптекисем уҫни, халӑха йӑла пулӑшӑвӗ парассине йӗркелени, автозаправка хута яни, автомобиль запас пайӗсемпе суту-илӳ тӑвакан точка ӗҫе кӗртни тата ытти те хӑйсен ырӑ ҫимӗҫӗсене пачӗҫ. Уйрӑм предпринимательсем хушшинчи конкуренцире райпо выляса ямарӗ, ҫирӗпленсех пычӗ. Вӑл вӑхӑтра пурнӑҫланӑ ӗҫсене пурне те пӗр статьяра асӑнса пӗтерме те ҫук. «Слава» ял хуҫалӑх предприятине те пулӑшу пама пултартӑмӑр. Райпо выльӑх-чӗрлӗх продукцийӗсем туса илес енӗпе те ӗҫлесе пӑхрӗ.

Республикӑри  чылай округра райпо тытӑмӗсем саланса пӗтрӗҫ пулсан паянхи кун потребительсен обществи пирӗн тӑрӑхра япӑх мар ӗҫлесе пырать. Магазинсем халӑха куллен кирлӗ таварсемпе тивӗҫтерсе тӑраҫҫӗ, хушма предприятисем те ҫынсене тӗрлӗ пулӑшусем параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех райпо Шӑмӑршӑ тата Елчӗк округӗсенче пурӑнакансене те пулӑшма майсем тупать. Районти потребительсен обществин председателӗ С.Н.Грачева ертсе пынипе райпо коллективӗ малашне те тухӑҫлӑ ӗҫлессе, округра пурӑнакансене пахалӑхлӑ япаласемпе тивӗҫтерсе тӑрасса шанса тӑратӑп.

Светлана Кокорева,

суту-илӳ  ӗҫӗн ветеранӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *