Июлӗн 18-мӗшӗнче Комсомольскинче пысӑк та пӗлтерӗшлӗ спорт мероприятийӗ иртрӗ. Велосипедпа ярӑнма юратакансем пуҫтарӑнчӗҫ Каҫал тӑрӑхне. Велоспорта кӑмӑллакансем республика шайӗнче иртекен черетлӗ «Маунтинбайк — кросс-кантри» ӑмӑртура пирӗн ентеш, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ тренерӗн Владимир Красновӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн вӑй виҫрӗҫ. Ачасем те, аслисем те старта тӑчӗҫ.
Республикӑри тӗрлӗ хуласемпе округсенчен килсе ҫитнӗ спортсменсене, хӑнасене Комсомольски округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Владимир Краснов тренер ӑшшӑн саламларӗҫ, ӑмӑртура ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Ҫак кун велосипедпа ярӑнса ӑмӑртма та, хаваслӑ вӑйӑсене хутшӑнма та, илемлӗ юрӑ-кӗвӗ итлеме те май пулчӗ. Ҫакӑ пӗтӗмпех Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарнӑ «Яркое лето Чувашии» проектпа килӗшӳллӗн йӗркеленет. Пуриншӗн те ҫулла хаваслӑ та асра юлмалла ирттӗр.
Ӑмӑрту вара чӑннипех те хӗрӳ иртрӗ. Старта кӗҫӗн ҫулхисем те, ҫамрӑксем те, аслисем те тӑчӗҫ. Трасса та хӑйне евӗр ҫӑмӑл пулмарӗ. Спортсменсем ӑсталӑха тӗрлӗ дистанцисенче тӗрӗслерӗҫ.
Округри спортсменсене, ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртса хӑварар. Ветерансенчен В.Калашников финиша 3-мӗш ҫитрӗ. Ҫамрӑксенчен М.Ильдюхин пурне те хыҫа хӑварса 1-мӗш вырӑна тивӗҫрӗ, 8—9 ҫулхисенчен С.Зубунов финишра — иккӗмӗш, 9—10 ҫулхисенчен Н.Степанов виҫҫӗмӗш пулчӗ. Маттур. Вӗсене малашне те спортра ӑнӑҫу сунатпӑр.
Ева Александрова.

