Чӑваш республикин Правительстви кашни муниципалитетпа хула округӗнче пурӑнакансемпе тӗл пулса социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн ыйтӑвӗсене тишкерессине кӑҫал ҫӗнӗ форматпа йӗркелеме йышӑннӑ. Округсенчи тӗл пулусем «Уҫӑ калаҫу» ятпа иртеҫҫӗ.
Шӑпах ҫакӑн пек уҫӑ калаҫу июлӗн 14-мӗшӗнче пирӗн округра пулчӗ. Пирваях округа килсе ҫитнӗ тӗрлӗ ведомство министрӗсем граждансене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнчӗҫ. Унтан вӗсем пурте округра йӗркеленӗ пилӗк площадкӑра: «СВО участникӗсемпе вӗсен ҫемйисем, волонтерсем», «АПК, предпринимательство, промышленноҫ», «Ҫамрӑксем», «Социаллӑ сфера», «Строительство, ҫул-йӗр, коммуналлӑ хуҫалӑх» ӗҫлерӗҫ, уйрӑм категорири ҫынсемпе тӗл пулса хумхантаракан ыйтусене сӳтсе яврӗҫ, ҫийӗнчех хуравларӗҫ, кашни ыйтӑва шута илчӗҫ.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ А.Е.Макушев, округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин кашни площадка ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ.
«СВО участникӗсемпе вӗсен ҫемйисем, волонтерсем» площадкӑра шӑпах ҫар ӗҫӗн ветеранӗсемпе, участникӗсемпе тӗл пулчӗҫ, вӗсен ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗҫ, кирлӗ пулӑшу мерисем ҫинче чарӑнчӗҫ. Унпа пӗрле волонтерсем хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе туллин паллаштарчӗҫ. Пирӗн округри волонтерсем, ыттисен паха тӗслӗхӗсемпе паллашрӗҫ, ҫӗннине пӗлчӗҫ. Сӑмахран, «Надежный тыл Полевосундырского ТО» ушкӑн хатӗрлекен типӗ яшка тӗп хуларан килсе ҫитнисемшӗн кӑсӑклӑ пулчӗ. Вӗсем ӑна епле хатӗрленине ыйтса пӗлчӗҫ, малашне пӗрле килӗштерсе ӗҫлеме калаҫса татӑлчӗҫ. Ҫак кун салтак арӑмӗсене тата амӑшӗсене гуманитари пулӑшӑвӗ яма хатӗр яшкасемпе тивӗҫтерчӗҫ. Площадкӑна килнисем мастер класа хутшӑнса, хӑйнеевӗр ҫунакан ҫурта та тума вӗренчӗҫ. Унпа пӗрлех округри «Серебряный возраст» волонтерӗсем маскировка сеткисем ҫыхнипе, плащсем ҫӗленипе паллаштарчӗҫ. Пӗрле пухӑнса хумхантаракан ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.
«АПК, предпринимательство, промышленноҫ» лапамра райпо, ял хуҫалӑх, колхоз, хресченпе фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫисем, бизнес, суту-илӳ, предприяти представителӗсем округ экономикин аталанӑвне, производство ӗҫӗ-хӗлне сӳтсе яврӗҫ. Паянхи кун хумхантаракан ыйтусене Правительство членӗсемпе пӑхса тухрӗҫ.
«Ҫамрӑксем» лапама округри маттур та хастар ҫамрӑксем пухӑннӑ. Вӗсем кун-ҫул уттинчен юлмасӑр аталанаҫҫӗ, ҫӗннине алла илеҫҫӗ, конкурс-фестивальсене хутшӑнаҫҫӗ, ҫӗнӗрен ҫӗннине вӗренсе пыраҫҫӗ. Пректсене епле пурнӑҫа кӗртмелле? Округа еплерех аталантармалла? Канӑва епле йӗркелемелле; Ҫак ыйтусем тавра пулчӗ те уҫӑ калаҫу.
Вӗренӳ, культура, медицинӑпа спорт ӗҫченӗсем «Социаллӑ сфера» лапамра пурӑнмалли условисене лайӑхлатасси, кану вырӑнӗсем йӗркелесси, кирлӗ пулӑшупа тивӗҫтересси тата ытти ыйтусене тишкерчӗҫ.
«Строительство, ҫул-йӗр, коммуналлӑ хуҫалӑх» лапамра округ инфраструктурине аталантарассине, территорисене тирпей-илем кӳрессине, ҫул-йӗрсене юсассине, проектсене ӗҫе кӗртессине сӳтсе яврӗҫ.
«Уҫӑ калаҫу» пӗтӗмлетӗвӗ Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче иртрӗ, ӑна ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев ертсе пычӗ.
Комсомольски муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Николай Раськин округ аталанӑвӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Тӗслӗхрен кӑҫал строительство аталанӑвӗ ҫине 659 млн тенкӗ янӑ. Комсомольски, Нӗркеҫ, Хирти Шӑхасан, Асанкасси, Эткер, Эльпуҫ ялӗсенче ҫулсене юсама плана кӗртнӗ. Хӑш-пӗр ҫӗрте ӗҫсене вӗҫленӗ те, «Цивильск — Ульяновск — Хирти Выҫли» автоҫула тӗпрен юсаҫҫӗ. Халӑх пуҫарулӑхӗпе округра 55 проект пурнӑҫланать. Унпа пӗрлех Комсомольскинчи 640 вырӑнлӑ шкула ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне хута ямалла, «Колосок» ача садӗнче, Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ.
Округра 33 культура ҫурчӗ, 18 библиотека, пӗр музей тата искусствӑсен шкулӗ. Унта тӑрӑшакансем 2026 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта 3,6 пин мероприяти йӗркеленӗ. Спорт ӑмӑртӑвӗсенче те хастарлӑхпа палӑраҫҫӗ округ ҫыннисем. ГТО нормативӗсене тултарассипе эпир республикӑра малтисен йышӗнче. Ҫакӑ кунта пурӑнакансем спортпа туслӑ пулнине ҫирӗплетсе парать те.
Округ аталанӑвне сӳтсе явнӑ май, залра ларакансем хӑйсене хумхантаракан ыйтусене те хускатрӗҫ. Пуҫтарӑннисен министрсем патне тӗрлӗ ыйту пулчӗ. Тӗслӗхрен, Рафис Айсын Тукай Мишер ялӗнче культура учрежденийӗсем ҫук тесе пӗлтерет. Ҫамрӑксене валли вӑл ҫав тери кирлӗ пулнине ҫирӗплетрӗ хӑйӗн сӑмахӗнче. Геннадий Воробьев Кӗҫӗн Каҫал ялӗнчи ҫул-йӗре тимлӗх уйӑрма ыйтать. Ҫуллахи вӑхӑтра шыв ҫителӗксӗр пулнине те хускатрӗҫ Комсомольски ҫыннисем.
«Уҫӑ калаҫура» кашни ыйтӑва шута илчӗҫ, вӗсем ҫине тулли хурав пама шантарчӗҫ. Тӗл пулу чӑннипех уҫҫӑн иртрӗ. Ҫакӑн пек мероприяти влаҫпа халӑх хушшинчи ҫыхӑнӑва уйрӑмах вӑйлатать. ,ҫре маттур та пултаруллисене тӗрлӗ наградӑсемпе чысларӗҫ.
Алевтина Мариян.

