Иртнӗ канмалли кунсенче округра культура мероприятийӗсем чылай иртрӗҫ. Вӗсене Чӑваш Респуликин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн «Чӑваш Енри хаваслӑ ҫу кунӗсем» проекчӗпе Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн, республикӑри Халӑхсен туслӑхӗн, округри Халӑхсен килӗшӳллӗхӗн ҫулталӑкӗсене халалласа йӗркеленӗ. Уявсен тӗллевӗ йӑла-йӗркене сыхласа хӑварасси, тӑванлӑх туйӑмне аталантарасси, ӑрусем хушшинчи ҫыхӑнӑва вӑйлатасси пулса тӑрать.
Айтӑр вӑййа тухар-и?
Июлӗн 12-мӗшӗнче Питрав кунӗ пулчӗ. Ҫак уява пирӗн тӑрӑхра та мӗн авалтанах ирттернӗ. Вӑл кунран ялсенче вӑйӑ юрри янрама пӑрахнӑ. Хресченшӗн уй-хирти хӗрӳ кунсем пуҫланнӑ. Ҫавӑнпа та яш-кӗрӗм пӗрле пуҫтарӑнса ку ҫулхи вӑййа ӑсатнӑ. Вӑл кун ҫамрӑксем чун каниччен пӗрле пухӑнса хӑйсен тӑрӑхӗнче анлӑ сарӑлнӑ юрӑсене шӑрантарнӑ, ташӑ картине тӑнӑ, халӑх вӑййисене вылянӑ.
Округри кашни ял территорийӗнчех кӑҫал та Питрава хӑйнеевӗрлӗрех, анлӑрах ирттерме тӑрӑшнӑ. Хӑш-пӗр ҫӗрте урамсем тӑрӑх ҫӳресе вӑйӑ юррисене юрланӑ, тепӗр ҫӗрте ял варринче пуҫтарӑнса вӑйӑ картине тӑнӑ. Чылай ялта «Сик! Тух!» этнопроектпа ачасемпе халӑхра манӑҫа пуҫланӑ вӑйӑсене вылянӑ. Пӗчӗккисем «Ҫерем пусса вир акрӑм», «Ҫӗрӗ памалла», «Сик, сик кӗтес», «Кӗперле», «Ал татмалла», «Сикмелле», «Тутӑр пӑрахмалла», «Вуник патакла», «Минтерсемпе ҫапӑҫмалла», «Михӗсемпе чупмалла» тата ытти вӑйӑсене хаваспах хутшӑннӑ. Халӑх вӑййисем тӗрӗс хусканусем тума, вӑй-хала ҫирӗплетме, ҫаврӑнӑҫуллӑ пулма хистеҫҫӗ. «Сик! Тух!» проект пирӗн мӑн асаттесемпе асаннесем вылянӑ вӑйӑсене сыхласа хӑварма, вӗсене малашне те упраса пыма хавхалантарать.
«Несӗлсен сӑвапӗ»
Чӑваш халӑхӗ мӗн авалтанах юрлама юратнӑ. Каннӑ вӑхӑтра анчах мар, ӗҫленӗ чухне те юрӑсем шӑрантарнӑ. Туйра та, салтака ӑсатнӑ чухне те, улах ларнӑ вӑхӑтра та кӗвӗ-ҫемӗсӗр пулман. Ламран-лама пыракан халӑх юррисене чӗртсе тӑратас, пулас ӑрусем валли вӗсене сыхласа хӑварас тӗллевпе округра «Несӗлсен сӑвапӗ» фестиваль ирттересси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал вӑл июлӗн 11-мӗшӗнче Комсомольскинчи культурӑпа кану паркӗнче иртнӗ.
Округри кашни территори уйрӑмӗнченех культура ҫурчӗсемпе клубсем ҫумӗнчи фольклор ушкӑнӗсем килсе ҫитнӗ. Вӗсем хӑйсен репертуарне вырӑнти юрӑсемпе ташӑсене кӗртме, халӑх умне кӑларса чӑвашсен кӗвви-ҫеммин илемне кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ. Фестивальте те нумай юрӑ янранӑ. Кашни коллектив чӑвашсен илемлӗ те эрешсемлӗ тумӗсемпе сцена ҫине тухнӑ.
Ял уявӗ хӑй патне туртнӑ
Эткер ялӗ пысӑках мар. Апла пулин те пӗрле пуҫтарӑнса уяв йӗркелеме май пур иккен. Ҫакна Эткерсем иртнӗ шӑматкун туллин кӑтартса панӑ.
Уяв халӑх вӑйӑ картине тӑрса юрӑсем шӑрантарнипе пуҫланнӑ. Килекен хаклӑ хӑнасене ӗлӗкхи чӑваш йӑли-йӗркипе ҫӑкӑр-тӑварпа, кӑпӑклӑ сӑрапа кӗтсе илнӗ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, Хырхӗрри территори уйрӑмӗн начальникӗ В.А.Нямуков пуҫтарӑннисене ял уявӗ ячӗпе саламланӑ. Вӗсем Эткер ҫӗрӗ ҫӗршывра, республикӑра паллӑ ҫынсене ҫуратса ӳстернине палӑртнӑ май, паянхи ял пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшакансене тав туса наградӑсем панӑ. Эткер ялӗ ХVI ӗмӗр вӗҫӗнче ХVII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пулса кайнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтранпа кунта темӗнле лару-тӑру та пулнӑ пулин те, ял паянхи кун та пурӑнать. Унта тӗпленнисем хӑйсен аслашшӗсен тымарне хӑрма памаҫҫӗ.
Чӑваш, вырӑс юррисем янӑранӑ ҫак кун. Никама та тунсӑхласа ҫӳреме май паман. Тӑван ҫӗршыва сыхласа пуҫ хунӑ ентӗшӗсене те, паянхи кун ятарлӑ ҫар операцийӗнче ирӗклӗхпе никама пӑхӑнманлӑхшӑн ҫар тивӗҫне пурнӑҫлакансене те манман. Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисене халалласа юрӑсем янранӑ, инҫетри ентешӗсене ырӑ та сывӑ таврӑнма суннӑ.
Уяв пурин кӑмӑлне те каймалла иртнӗ.
Хирти Сӗнтӗре — 440 ҫул, Хирти Ӗнеле — 415 ҫул
Шӑпах 4 ӗмӗр каялла хальхи Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчен куҫса килнӗ ҫынсем Хирти Сӗнтӗр ялне пуҫарса янӑ. Хирти Ӗнел ялне те республикӑн хальхи ҫурҫӗр районӗсенчен ҫитнӗ чӑвашсем пуҫласа янине палӑртаҫҫӗ. Вӗсем Ҫирӗкли юханшывӗ ҫумӗнче тӗпленсе аталаннӑ. Кунти сывлӑша сывласа, ҫӗр сӗткенӗпе вӑй илсе ҫӗршер паллӑ ҫын ҫитӗннӗ ӗмӗрсем хушшинче. Ку тӑрӑхри «Гигант» колхоз ӗҫченӗсем хӑй вӑхӑтӗнче районта та, республикӑра та ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ. Паян пурӑнакансем те ӗҫре те, юрӑ ташӑра та, спортра та маттур. Ял малалла аталантӑр тесе кунта уйрӑмах хастар тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫулсеренех ял ҫыннисем «Ниме — халӑх бюджечӗ» проекта хутшӑнса ҫулсене юсаҫҫӗ, яла тирпей-илем кӗртес тӗлӗшпе тӑрӑшаҫҫӗ. Уява та тӗрлӗ кӗтесре пурӑнакансем йышлӑн килсе ҫитнӗ.
Уява пуҫтарӑннисене округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, территорисене аталантарас тата тирпей-илем кӗртес управлени начальникӗ А.Г.Кузьмин, округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева, Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ В.А.Салмина тата ытти хӑнасем саламланӑ. Ялти пуҫаруллӑ та чыс-хисепе тивӗҫлисене тӗрлӗ наградӑсем панӑ. Хирти Сӗнтӗр, Нӗркеҫ, Ҫӗнӗ Кипеҫ тата ытти ялсенчи культура ҫурчӗсем ҫумӗнчи художество пултарулӑх коллективӗсемпе уйрӑм юрӑҫӑсем халӑха хаваслӑ юрӑ-кӗвӗпе савӑнтарнӑ.
Халӑхӑн йӑли-йӗркипе историне кӑтартса паракан кӗтес те чылай ҫынна аса илӳ тыткӑнне ҫаклатнӑ. Спортпа ӗлӗкренех туслӑ халӑх тӗрлӗ вӑйӑсенче тупӑшнӑ. «Гигант» стадионта ҫамрӑксем футболла вылянӑ. Кунта «Анаткас» команда пӗрремӗш, «Васан» команда — иккӗмӗш, «Партизан» команда виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑннӑ. Ял халӑхӗ вӑйӑ картине тӑрса юрӑсем юрланӑ.
Уяв пурин кӑмӑлне те хаваслӑх кӳнӗ.
Пӗрле пуҫтарӑнса савӑннӑ
Шурут тӑрӑхӗнче пурӑнакансем Питрав кунӗнче ял уявне ирттернӗ. «Айтӑр, вӑййа тухар-и?» вӑйӑ картине пурте хаваспах тӑнӑ. Карталанса ҫаврӑнса, вӑйӑ юррисене янратса уява тӳрех хаваслӑх сӑнӗ кӗртнӗ. Ку таврара пурӑнакансем халӑх йӑли-йӗркине манса кайманнине, ӑна малалла та аталантарса пынине ҫирӗплетнӗ. Округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ, ял хуҫалӑх, экономика, ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗ Ф.Ф.Зейнетдинов, Шурут территори уйрӑмӗн начальникӗ С.М.Маштанов, уявӑн тӗп спонсорӗ В.Е.Михеев, Тутар Шурут мечечӗн имамӗ Ш.З.Наскаев тата ыттисем те халӑха уявра чунтан савӑнма ӑнӑҫу суннӑ. Ялӑн обшествӑлла ӗҫне хастар хутшӑнакан пултаруллӑ ҫынсем Хисеп грамотисемпе Тав хучӗсене тивӗҫнӗ.
Уява килнисене Шурут культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Шанчӑк» вокал ансамблӗ, Шурут вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Е.Латышов тата ытти юрӑҫӑсем хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ парнеленӗ. Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем пысӑк концерта малалла тӑснӑ.
Ял кунне пынисем М.Г.Горбунова, О.А.Еремеева, В.Н.Казакова ал ӗҫ ӑстисен япалисенчен хатӗрленӗ выставкӑпа та интересленсе паллашнӑ. «Иртнисӗр пуласлӑх ҫук» стенд умӗнче те чылай ҫын чарӑнса тӑнӑ.
Уяв тӗрлӗ вӑйӑсемпе тата ӑмӑртусемпе те пуян пулнӑ. Ял ҫыннисем ӗҫре хастар пулнипе пӗрлех чун каниччен савӑнма пултарнине туллин кӑтартса панӑ. Пӗрле пуҫтарӑнса савӑннине мӗн ҫиттӗр;
Кун пек мероприятисем халӑха йывӑрлӑхсенче те, савӑнмалли вӑхӑтра та пӗрле пулмаллине палӑртаҫҫӗ.
Юрий Гаврилов хатӗрленӗ.

