Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫанталӑкӑн кашни уяр кунӗпе туллин усӑ курса пикенсех выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ.
Июлӗн 16-мӗшӗ тӗлне пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсенче нумай ҫул ӳсекен курӑксене пӗрремӗш хут ҫулса пӗтернӗ. 5679 тонна утӑ хатӗрленӗ, 13 пин тонна яхӑн сенаж хывнӑ.
Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин выльӑх апачӗ хатӗрлес ӗҫсем мӗнле пынипе ҫак кунсенче «Искра» колхоза ҫитсе паллашнӑ. Ял хуҫалӑхӗнчи ӗҫсем пирки колхоз председателӗ Александр Зайцев тӗплӗн каласа панӑ. Ку хуҫалӑхра выльӑх апачлӗх культурӑсем 436 гектар йышӑнаҫҫӗ. Кунти ӗҫченсем хальлӗхе 240 тонна утӑ хатӗрленӗ, 1500 тонна янтӑланӑ. Колхозра 586 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх шутланать. Вӗсенчен ҫу кунӗсенче те, хӗлле те продукци ытларах илес тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Сӗт тата аш-какай пултӑр тесен ӗҫченсен хастарлӑхӗсӗр пуҫне пахалӑхлӑ апат ҫителӗклӗ пулни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Юлашки вӑхӑтри ҫумӑрсем ҫӗр ӗҫченӗсене чӑрмав кӳчӗҫ пулин те округра выльӑх апачӗ хатӗрлес ӗҫ малалла пырать.
Минзаит Зайнуллин.

