Июлӗн 15-мӗшӗнче пӗтӗм республикӑри пекех пирӗн округра та Пӗрлех информаци кунӗ иртрӗ. Унта пӗлтӗр Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн О.А.Николевӑн пуҫарӑвӗпе ӗҫе кӗртнӗ проектсем мӗнле ӗҫлесе пынине тата вӗсен малашнехи тӗллевӗсене пӑхса тухрӗҫ. «Ниме — халӑх бюджечӗ», «Сывлӑх патне утӑм», «Мирлӗ пурнӑҫ патне утӑм», «Чӑваш Енри хаваслӑ ҫу кунӗсем», «Картиш тренерӗ» проектсен уссипе ырӑ енӗсене округра пурӑнакансем туйса илме ӗлкӗрчӗҫ те пулӗ. Вӗсемпе килӗшӳллӗн пирӗн тӑрӑхра чылай мероприяти пулчӗ. Район хаҫатӗнче те ҫакӑн ҫинчен каласа парсах пытӑмӑр.
Информаци кунне округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин уҫрӗ, вӑлах ертсе пычӗ. Кашни тухса калаҫакан хыҫҫӑнах хӑйӗн шухӑшӗсене палӑртса сӗнӳсем пачӗ. Округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, территорисене аталантарас тата тирпей-илем кӗртес управлени начальникӗ А.Г.Кузьмин округра «Ниме — халӑх бюджечӗ» проект тӗллевӗсем, вӑл республикӑра тата пирӗн тӑрӑхра мӗнле пурнӑҫланни пирки каласа пачӗ. Кӑҫал пирӗн округра ҫавнашкал 55 проект ӗҫе кӗмелле. Паянхи кун тӗлне вӗсенчен 12-шӗнче ӗҫсем вӗҫленнӗ. Ку тӗлӗшпе малашне те тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫывӑх кунсенче ҫулсене юсас енӗпе палӑртнӑ ӗҫсем пуҫланмалла.
«Сывлӑх патне утӑм» проектпа республикӑра тата пирӗн округра тунӑ ӗҫсем ҫинче ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ М.В.Сергеева чарӑнса тӑчӗ. Халӑха тухтӑрсемпе медицина ӗҫченӗсем сиплев учрежденийӗсенчен аякри ялсене тухса йышӑнни чылай чире тупса палӑртма май килнине асӑнчӗ. Кӑҫал пуҫласа йӗркеленӗ «Кардиопуйӑс» Комсомольскинчи тӗп больницӑра, округри медицина ӗҫченӗсем Кӗҫӗн Каҫалта пулни пирки эпир хаҫатра пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Ун хыҫҫӑн июлӗн 1-мӗшӗнче вӗсем Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче пулнӑ. 86 ҫын флюорографи витӗр тухнӑ. 100 ҫын холестерин шайне тӗрӗслеттерме пултарнӑ. Июлӗн 8-мӗшӗнче «Сывлӑх пунктчӗ» Урмаел ялӗнче ӗҫленӗ. Унта 142 ҫын хӑйсен сывлӑхӗсене тӗрӗслеттернӗ. Июлӗн 15-мӗшӗнче медиксем Шурут тӑрӑхне ҫитнӗ. Кӑҫал ҫеҫ ӗҫлеме пуҫланӑ «Ача-пӑча сывлӑх пуйӑсӗ» те республикӑри муниципалитетсем тӑрӑх ҫула тухнӑ, вӗсенче пулса ачасене тӗрӗсленӗ. Вӑл пирӗн округа та ҫитӗ.
«Мирлӗ пурнӑҫ патне утӑм» проект ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшас тӗллевпе ӗҫлет. Тӗрлӗ ведомствӑсемпе учрежденисен специалисчӗсем округсенче пулса йышӑнусем йӗркелеҫҫӗ. Черетлӗ тӗлпулу Комсомольскинче июлӗн 14-мӗшӗнче иртнӗ. Унта пынӑ ҫынсен 10 ытла ыйтӑвне вырӑнтах татса пама май килнӗ. Ку енӗпе малашне те ӗҫлеҫҫӗ. Кун пирки ЧР ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин округри пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан О.А.Николаева каласа пачӗ.
«Чӑваш Енри хаваслӑ ҫу кунӗсем» проектпа пӗлтӗр те, кӑҫал та нумай культура мероприятийӗ йӗркеленӗ. Вӗсене ҫӗршер ҫын хутшӑннӑ. Асӑннӑ проектсемпе юлашки вӑхӑтра ирттернӗ мероприятисем ҫинчен хаҫатӑн паянхи номерӗнче те вуласа пӗлме пулать. Округӑн культура, туризм тата архив ӗҫӗсен пайӗн специалисчӗ М.А.Кокорева ҫак проектпа малашне йӗркелеме палӑртнӑ мероприятисемпе паллаштарчӗ.
Ачасен ҫуллахи канӑвне савӑнӑҫлӑ та усӑллӑ йӗркелес тӗлӗшпе «Картиш тренерӗ» проект пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Ку тӗлӗшпе округра пурнӑҫланӑ ӗҫсем пирки «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗ Е.А.Тихонов хӑйӗн сӑмахӗнче хускатрӗ. Ачасемпе тренерсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсене футбол, ҫӑмӑл атлетика тата спортӑн ытти енӗсене алла илме пулӑшаҫҫӗ. Ялсенчех ӑмӑртусем те йӗркелеҫҫӗ. Пӗчӗккисене шывра ишме вӗрентессси ҫине те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.
Пӗрлехи информаци кунӗн ӗҫне Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ М.М.Петров пӗтӗмлетрӗ. Вӑл республикӑра юлашки 5 ҫулта ҫулсене йӗркене кӗртес тӗлӗшпе пурнӑҫланӑ ӗҫсем ҫинчен чарӑнса тӑчӗ. Кӑҫал пирӗн округра ку тӗлӗшпе чылай ӗҫ тумалине палӑртрӗ. Июлӗн 14-мӗшӗнче «Уҫӑ калаҫу» вӑхӑтӗнче панӑ сӗнӳсене ҫывӑх вӑхӑтра вырӑна тухса тӗпчес тӗллевлӗ пулни ҫинчен каларӗ. Халӑх хӑйӗн пуҫарӑвӗпе, укҫа-тенкӗ пуҫтарса ҫулсем тӑвас проектсене правительство пысӑка хурса хаклани, вӗсене пурне те пулӑшма тӑрӑшнине уйрӑммӑн ҫирӗплетсе пӗлтерчӗ. «Ҫынсен сӗнӗвӗсене шута илсе Халӑх программи йӗркелеҫҫӗ. Вӗсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн республикӑн социаллӑ-экономикӑлла аталанӑвӗн пилӗк ҫулхи планне кӗртеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ҫынсен сӗнӳсемпе пуҫаруллӑ шухӑшсем пама тӑрӑшмалла», — палӑртрӗ министр.
Информаци кунӗнчи ыйтусене пӑхса тухнӑ май республикӑра пурнӑҫланакан проектсем халӑха пулӑшас тӗллевпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем тунине палӑртрӗҫ. Ҫынсем ҫакна хӑйсем куҫӗсемпе кураҫҫӗ, туяҫҫӗ.
Юрий Гаврилов.

