Вторник, 11 августа

Кашни объектра – ял ҫыннисен пуҫарӑвӗ

Кашни объектра – ял ҫыннисен пуҫарӑвӗ

Комсомольски округӗнче  обществӑлла вырӑнсене хӑтлӑх кӗртессипе ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Ку ӗҫсене «Ниме — халӑх бюджечӗ» пуҫарулӑх проекчӗн шучӗпе пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ.

Кӗтне Пасар ялӗнче пурӑнакансем  пур ӗҫре те маттур, ҫакна вӗсем пуҫарулӑх проектне хутшӑнса тепӗр хутчен ҫирӗплетсе пачӗҫ.  Чи малтанах кунта пурӑнакансем канӑва усӑллӑ ирттермелли вырӑна тирпей-илем кӗртнӗ, кӑҫал вара ҫак вырӑна илемлӗ те хӑтлӑ беседка туса лартнӑ. Халӗ кунта ҫемьепе, тӑвансемпе, юлташсемпе пӗрле пуҫтарӑнса савӑнма пур услови те пур. Палӑртса хӑвармалла, беседка ҫывӑхӗнчи  кӳлле те Кӗтне Пасар ҫыннисем «Ниме — халӑх бюджечӗ»  проектпа килӗшӳллӗн тасатса хӑтлӑлатнӑ.

Унпа пӗрлех Кӗтне Пасар ялӗнче пурӑнакансем  вырӑнти масар территорийӗнче пӗчӗк ҫурт туса лартнӑ. Вӑл ҫав тери кирлине чи малтан  халӑхпа пӗрле пуҫтарӑнса  сӳтсе явнӑ, йышӑну тунӑ.  Пӗрлехи ӗҫ  ял ҫыннисене тата та пӗрлештерет.

Аса илтеретпӗр, пирӗн округра кӑҫал «Ниме — халӑх бюджечӗ» программа шучӗпе  55  проекта пурнӑҫа кӗртме палӑртаҫҫӗ. Кашни объектра — ял ҫыннисен пуҫарӑвӗ.

Хамӑр инф.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *