Вторник, 11 августа

Вырӑнта сывлӑха тӗрӗслеҫҫӗ

Вырӑнта сывлӑха тӗрӗслеҫҫӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарӑвӗпе килӗшӳлӗн «Шаг к здоровью»  проект  Комсомольски  округӗнче  малалла ӗҫлет. 

Медицина ӗҫченӗсем июлӗн 15-мӗшӗнче  —  Шурут ял территорийӗнчи  пациентсен сывлӑхне вырӑнтах тӗрӗслерӗҫ.  «Сывлӑх пунктӗнче» юн пусӑмне, куҫри пусӑма, кӗлетке ҫӳллӗшӗпе йывӑрӑшне, сахӑр тата холестерин шайне виҫме май пулчӗ, ЭКГ тӗпчевне турӗҫ. Терапевт, офтальмолог, гинеколог, хирург тата ытти специалистсем  ку тӑрӑхра пурӑнакансене йышӑнчӗҫ.

Ҫитес вӑхӑтра тухтӑрсем  июлӗн  22-мӗшӗнче — Хирти Явӑшра, июлӗн 25-мӗшӗнче — Комсомольскинче, июлӗн 29-мӗшӗнче Аслӑ Чурачӑк ялӗнче ӗҫлӗҫ.

 Сывлӑха тӗрӗслеттерме васкӑр!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *