Почтальонсем йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр вулаканшӑн тӑрӑшаҫҫӗ кирек хӑш ҫанталӑкра та ялсемпе почта уйрӑмӗсен хушшинчи ҫула такӑрлатса хаҫат-журнал валеҫеҫҫӗ. Сӑмах май, паян почтальон хаҫат валеҫекен кӑна мар. Унӑн «сутуҫӑ та, страхлакан агент» та пулма тивет, вӑлах пенси валеҫет, коммуналлӑ пулӑшусемшӗн тӳлевсене йышӑнать, ҫӗнӗ технологисене алла илет, ватӑсене тӳлевсемпе вырӑнтах татӑлма пулӑшать. Ҫав хушма ӗҫсене аслӑ ҫулхисене ҫӑмӑлрах пултӑр тесе пурнӑҫлаҫҫӗ ырӑ чунлӑ хастарсем. Ҫакӑн пек хастар ӗҫченсем ҫинче тытӑнса тӑрать те ӗнтӗ паян почта ҫыхӑну уйрӑмӗсем. Иртнӗ вырсарникун почта уйрӑмӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем професси кунне уявларӗҫ. Уяв ячӗпе маттур та хастар ӗҫченсене чысларӗҫ. Чӗчкен почта уйрӑмӗн управляющине Лилия Фаргатовна Гизатуллинӑна Чӑваш Республикин Ҫыхӑну ӗҫченӗсен Профсоюз организацийӗн Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ.
Вулакансен ҫывӑх тусӗсем! Почта ҫыхӑнӑвӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем!
Почта ҫыхӑнӑвӗ пирӗн куленхи пурнӑҫра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Кунсерен почта ӗҫченӗсем пирӗн килсене ҫӗнӗ хаҫат-журнал илсе килеҫҫӗ. Округри «Каҫал ен», «Вакыт» тутар хаҫатне салатассинче те всен тӳпи пысӑк. Унта ӗҫлекенсем халӑха тӗрлӗ пулӑшу кӳрессипе те тимлеҫҫӗ. Тавах сире пурне те пархатарлӑ тв ырӑ ӗҫӗршӗн!
«Каҫал ен» хаҫат редакцийӗн коллективӗ.

