Раҫҫейре «Ҫӗнӗ шкул» проектпа вӗрентӳпе воспитани паракан учрежденисене ҫӗнӗрен тӑвас, тӗпрен юсас тӗлӗшпе чылай ӗҫ пурнӑҫлаҫҫӗ. Ҫав проектпа пирӗн округра Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн ҫуртне хута яраҫҫӗ, округ центрӗнчи «Колосок» ача садӗнче юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнче те «Ҫамрӑксем тата ачасем» наци проекчӗпе юсав вӗҫленсе пырать.
Ҫак кунсенче округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин «Колосок» ача садӗнче ӗҫсем мӗнле пынипе вырӑна ҫитсе паллашнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пынине, строительсем тӑрӑшса вӑй хунине палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра садикре урайсене йӗркене кӗртеҫҫӗ, электрика ӗҫӗсем тӑваҫҫӗ, ӑшӑ тытмалли материалсем вырнаҫтараҫҫӗ. Стенасене тикӗслесе тул енчен илемлетме пуҫлаҫҫӗ.
Округ пуҫлӑхӗ садик ҫывӑх вӑхӑтрах сӑн-питне улӑштарса ачасен хаваслӑ сассисемпе туласса, унта вӗсене вӑй-халне, ӑс-тӑнне ҫирӗплетме, тӗрлӗ енлӗн аталанма пур майсем те пулассине ҫирӗплетнӗ.
Строительсем пур объектсенче те ӗҫсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен вӗҫлессишӗн тӑрӑшаҫҫӗ.
(ХАМӐР ИНФ.).

