Вторник, 11 августа

Юратупа шанчӑклӑх — ҫемье тӗрекӗ

Юратупа шанчӑклӑх — ҫемье тӗрекӗ

Ҫемье вӑл —  ӑшӑлӑхпа тулнӑ ҫурт, юратупа шанчӑклӑх хуҫаланакан тӗнче. Кунта савӑнӑҫпа хуйха та пӗрле пайлаҫҫӗ, йывӑрлӑхсене ҫӗнтереҫҫӗ, йӑла-йӗркене тытса пыраҫҫӗ.  Ҫемье — пирӗн чи ҫывӑх та чи хаклӑ ҫыннӑмӑрсем,  пиртен кашнинех хамӑра чӑннипех те телейлӗ туйма кирлӗ пӗчӗк те ырӑ тӗнче,  вӑл пире тӗрлӗ йывӑрлӑхсенчен хӳтӗлет,  пурнӑҫ савӑнӑҫне парнелет,  пирӗншӗн пуриншӗн те шанчӑклӑ тӗрек пулса тӑрать.  

Июлӗн 8-мӗшӗнче, «Яркое лето Чувашии»  проектпа килӗшӳллӗн, округ администрацийӗ умӗнче йӗркеленӗ Ҫемье, юратупа шанчӑклӑх кунӗнче ҫемьесен ячӗпе нумай ӑшӑ сӑмах пулчӗ.

Пуҫтарӑннисене «Епле килтӗр тӑвансем?» юрӑпа «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗ кӗтсе илчӗ, тӳрех уяв тӗнчине илсе кӗчӗ. Округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ А.Г.Кузьмин уява уҫнӑ май пурне те саламларӗ. Округра алла-аллӑн пӗр-пӗрне юратса нумай ҫул пурӑнакансем чылаййине, вӗсем ҫитӗнекен ӑрушӑн паха тӗслӗх пулса тӑнине палӑртрӗ. Нумай ҫул пӗрле пурӑнакан ҫемьесене «Юратупа шанчӑклӑх» медальсемпе наградӑларӗ. Кӑҫал ӑна Людмила Арсентьевнӑпа Геннадий Ильич Архиповсем, Юлия Минюлловнӑпа Геннадий Никонорович Косовсем, Валентина Алексеевнӑпа Анатолий Петрович Красновсем тивӗҫрӗҫ.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн  депутачӗ Ю.А.Попов  округра пурӑнакан, 50 ҫул ҫемье ӑшшине тытса пыракан Зинаида Николаевнӑпа Геннадий Петрович Васильевсене, Раиса Николаевнӑпа Николай Андреевич Потаповсене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ  ячӗпе саламларӗ, округӑн Тав хучӗсене тата асӑнмаллӑх парнесем пачӗ.

Комсомольскинчи «Вознесения Господня» чиркӗвӗн настоятелӗ иерей Сергий атте те ҫемье обществӑра пысӑк вырӑн йышӑннине, унӑн пӗр пайӗ пулса тӑнине палӑртса салам сӑмахӗсем каларӗ.

Ачасем ҫемьесен уйрӑлми пайӗ. Вӗсем — халӑхӑн ӗмӗртен пыракан йӑлисене малалла тӑсакансем. Аслӑ Чурачӑкри «Тевет» ачасен фольклор ушкӑнӗ Уфа хулинче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри фольклориадӑра пирӗн тӑрӑхри юрра-ташша кӑтартма пултарнӑ. Ҫемье, юратупа шанчӑклӑх кунӗнче халӑх культурине сыхласа хӑварса малалла  аталантарас  ӗҫе хастар хутшӑннӑшӑн  ушкӑнри ачасене тата ертӳҫисене Тав хучӗсем парса чысларӗҫ. Уявра та вӗсем килнисене хӑна юрри тата ташӑ парнелерӗҫ.

Уяв кунӗнче юрӑ-ташӑ нумайччен янӑрарӗ. О.Буслаева, Г.Симакова, И.Хисамов, Ванюркинсем, Просвирновсем, Кокшинсем, И.Анисимов,  Комсомольски, Александровка, Хырхӗрри территори уйрӑмӗсенчи культура ӗҫченӗсем тата ыттисем те сцена ҫине тухса пӗрин хыҫҫӑн тепри савӑк юрӑсем шӑрантарса хаваслӑ кӑмӑл парнелерӗҫ.

Округри маттур та пултаруллӑ ҫемьесем хӑйсен пултарулӑхӗпе, ҫитӗнӗвӗсемпе  паллаштарчӗҫ, спорт ӑмӑртӑвӗсенче хастарлӑх кӑтартрӗҫ. Мӗн тери маттур та ӑста вӗсем. Уява килнисем искусствӑсен шкулӗн вӗренекенӗсен выставкипе те хаваспах паллашрӗҫ. Паян чӑннипех ҫемьесемшӗн пысӑк уяв пулчӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *