«Ниме — халӑх бюджечӗ» проект ял ҫыннисемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Иртнӗ тата маларахри ҫулсенче халӑх пуҫарӑвӗпе округри территори уйрӑмӗсенче чылай ӗҫ пурнӑҫланӑ: урамсемпе тӑкӑрлӑксене вак чул сарса хытарнӑ, пӗвесемпе кӳлӗсене тасатнӑ, масарсене тирпей-илем кӗртнӗ…
Кӑҫал ку проект малалла та ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Ялсенче маларах палӑртнӑ хӑш-пӗр объектсене хута янӑ та ӗнтӗ, теприсенче паянхи кун ӗҫсем пыраҫҫӗ.
Чӗчкен территори уйрӑмӗнчи Аслӑ Чурачӑк ялӗнче, акӑ, Ленин урамӗнчи кӗпер ҫывӑхӗнчи лаптӑка карта тытса ҫавӑрнӑ. Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнчи Янкасси ялӗнче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра вилнисене асӑнса лартнӑ палӑка юсанӑ, йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ. Ку ялтах масар ҫинче тирпей-илем кӗртес енӗпе тӑрӑшнӑ. Нӗркеҫ ялӗнчи масар ҫинчи ҫурта ҫӗнетнӗ.
Хальхи вӑхӑтра Элпуҫ территори уйрӑмӗнчи Хирти Явӑш ялӗнче тата Хырхӗрри территори уйрӑмӗнчи Хурнай ялӗнче ял ҫыннисене шывпа туллин тивӗҫтерес енӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсем пыраҫҫӗ. Шыв парса тӑмалли системӑна юсаҫҫӗ, пӑрӑхсене улӑштараҫҫӗ.
Хырай ,нел ялӗнче ҫак кунсенче ҫеҫ масар патӗнчи территорие тирпей-илем кӗртес ӗҫ вӗҫленнӗ. Кунта масар йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ.
Округра «Ниме — халӑх бюджечӗ» проектпа тата пурнӑҫламалли ӗҫсем пур. Вӗсем малалла пыраҫҫӗ. Ҫитес номерсенче тата ҫырса пӗлтерӗпӗр.
«Ниме — халӑх бюджечӗ» проект ҫитес ҫул та ӗҫлет. Халӗ 2027 ҫул валли округри ялсенче пурнӑҫа кӗртмелли пуҫаруллӑ проектсене тӑратас тапхӑр пырать. Ял ҫыннисем пуҫаруллӑ пулсассӑн, вырӑнти влаҫ тӑрӑшсассӑн, палӑртнӑ ӗҫе пурнӑҫлама пулатех. Хамӑр пурӑнакан вырӑн хӑтлӑ, хитре, тирпейлӗ пултӑр.
(ХАМӐР ИНФ.).

