Суббота, 8 августа

Уяв хаваслӑх парнелерӗ

Уяв хаваслӑх парнелерӗ

Июлӗн 8-мӗшӗ — Ҫемье, юратупа шанчӑклӑх кунӗ. Ҫак куна ҫемьесем пӗрле уявласси тахҫанах йӑлана кӗнӗ.  Шӑпах «Радуга» ача садӗнче иртнӗ уяв ачасене ҫемье хаклӑхне мӗн пӗчӗкрен туйма пулӑшас енӗпе тунӑ утӑмсенчен пӗри. Мӗн чухлӗ савӑнӑҫпа хаваслӑх парнелерӗ вӑл!

Ҫемьесене, ачасене, воспитательсене уяв ячӗпе район администрацийӗн округӗн ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн начальникӗ Евгения Соколова, «Радуга» ача сачӗн заведующийӗ  Анна Албутова саламларӗҫ.

Мероприяти хӑнисем — ыр кӑмӑллӑ матрешкӑсем  илӗртӳллӗ вӑйӑсемпе конкурссем, эстафета йӗркелерӗҫ. Вӗсене пӗчӗккисем хапӑлласах хутшӑнчӗҫ. Унсӑр пуҫне ачасен ашшӗ-ӑмӑшӗте — Сорокинсемпе Голыевсен ҫемйисем — уява  хутшӑнчӗҫ. Вӗсем пӗр-пӗрне  пулӑшса, хавхалантарса пырса эстафетӑна парӑнтарма  тӑрӑшнине пурте кӑмӑлласа пӑхрӗҫ.

Кашни ачах пултарулӑх  ӑсталӑхне кӑтартса мастер-класра  уяв паллине —  салтак тӳмин чечекне (ромашка) хатӗрлеме тӑрӑшрӗ.  Салтак тӳми — юратупа шанчӑклӑха палӑртакан символ. Пӗчӗккисем уява килнисене  тав туса пурне те  чечек парнелерӗҫ.

Уяв тӑршшӗпех хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ янӑрарӗ, вӑйӑсемпе конкурссенче ачасем пысӑк тавҫӑруллӑхпа пултарулӑх кӑтартас тесе ҫине тӑчӗҫ. Вӗсен  хаваслӑ куллисем, пит-куҫӗсенчи савӑнӑҫ паллисем мероприятие татах та илем кӗртрӗҫ.

Ку  уяв ачасен асӗсенче чылайлӑха юласса, чун-чӗрисенче ырӑ туйӑмсем хӑварасса шанатпӑр.

Танзиля Каримуллина.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *