Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн хаяр кунӗсем вӑхӑт иртнӗҫемӗн хыҫа юлса пыраҫҫӗ. Пӗлтӗр Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине паллӑ турӑмӑр. Вӑхӑт нумай иртсен те пирӗн халӑх паттӑрлӑхӗ ҫинчен манса каймалла мар. Муниципаллӑ архив ӗҫченӗсем сыхланса юлнӑ документсем тӑрӑх вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче пысӑк паттӑрлӑх кӑтартнӑ, тылра хастарлӑхпа палӑрнӑ ҫынсем пирки материалсем пуҫтарса тишкерсе, тӗпчесе пыма, вӗсем пирки халӑха каласа пама тӑрӑшаҫҫӗ. Хальхинче сӑмах Мускав хулине тӑшман самолечӗсенчен хӳтӗлени пирки пырӗ.
1941 ҫултах нимӗҫ фашисчӗсен тӗллевӗ ҫӗршывӑн тӗп хулине илсе хӑвӑрт ҫӗнтерӳ тӑвасси пулнӑ. Ҫӗр ҫинчен те, сывлӑшран та тапӑнусем нумай пулнӑ. Совет ҫарӗ пысӑк паттӑрлӑхпа ҫапӑҫнӑ пулин те, кӗркунне вӗҫӗнче тӑшман Мускав хули патнех ҫитнӗ. Ку вӑхӑтра сывлӑшран та тӑшман хулана пысӑк сиен тума тӑрӑшнӑ. Сыхлав тӗлӗшпе хӳтӗленӳ аэростачӗсемпе усӑ курнӑ. Вӑл вӑхӑтри сӑн ӳкерчӗксенче хулара сывлӑш тултарнӑ пысӑк хӑмпӑсене час-часах куратпӑр.
Вӑрҫӑччен тӗп хуламӑра Сывлӑшран хӳтӗлекен ҫарӑн 1-мӗш корпусӗнче аэростатсен пӗр полкӗ анчах пулнӑ. Мускав ҫийӗн тӑшманӑн самолечӗсем нумайрах вӗҫме пуҫласан тата тепӗр полк туса хунӑ. Вӗсем тӑракан постсен шучӗ 273 ҫитнӗ. 1941 ҫулхи кӗркунне вӑйлӑ ҫиле пула аэростатсен полкӗ пысӑк ҫухату тӳснӗ. Чылайӑшӗ кӑкарнӑ троссем татӑлнипе вӗҫсе кайнӑ. Вӗсене шыраса тупса юсама чылай тӑрӑшма тивнӗ. Малалла вара постсен командирӗсемпе вӗрентӳ ирттернӗ хыҫҫӑн ҫанталӑка кура аэростатсемпе тӗрӗс усӑ курас енӗпе ҫирӗпрех мерӑсем йышӑннӑ. Ҫанталӑк пирки маларах пӗлме Сывлӑш ҫарӗн авиаципе метеорологи станцийӗпе таччӑнрах ҫыхӑнса ӗҫлеме, тӳпене ҫанталӑка палӑртакан приборсем вырнаҫтарнӑ хӑмпӑсем хӑпартса температурӑна, пусӑма, ҫил вӑйне виҫме пуҫланӑ.
Арҫынсем тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫма фронта тухса кайнӑ май аэростат посчӗсенче вӗсен вырӑнне хӗрарӑмсемпе хӗрсем тӑнӑ. Пысӑк хӑмпӑсемпе ӗҫлеме пӗрре те ҫӑмӑл килмен. Вӗсене тытса чарма, ҫаклатма нумай вӑй хума тивнӗ. Постра тӑнӑ чухне тимлӗх, ҫар йӗркине ҫирӗп пӑхӑнни кирлӗ пулнӑ. Хулара постсене тапӑнса унта тӑракан салтаксене вӗлернӗ тӗслӗхсем те палӑрнӑ.
Мускава сывлӑшран хӳтӗлес енӗпе ҫӗршыври пиншер хӗрарӑм службӑра тӑнӑ. Вӗсем хушшинче чӑвашсем те, пирӗн район ҫыннисем те чылайӑн пулнӑ. Эпир пирӗн тӑрӑхран тӗп хуламӑра вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тӑшманран хӳтӗлеме хутшӑннӑ хӗрарӑмсенчен хӑшӗ-пӗрне палӑртма пултаратпӑр. Вӗсен ҫуралнӑ ҫулӗсене пӑхсан ҫап-ҫамрӑк хӗрсем пулнине хӑвӑрах куратӑр. Эпир тупса палӑртнӑ ҫынсем: Комсомольски ялӗнчи Александра Ивановна Хораськина (Галзанова) 1923 ҫулта ҫуралнӑ, Ҫӗнӗ Каҫал ялӗнчи Александра Николаевна Игнатьева (Лисина) (1923), Александровка ялӗнчи Вера Михайловна Костюнина (1925), Лидия Семеновна Медведева (1923), Антонина Терентьевна Юдина (1923), Варвара Андреевна Волкова (1922), Мария Ивановна Иванова (1920), Вера Павловна Микенина (1924), Хирти Явӑш ялӗнчи Мария Аркадьевна Андреева (1924), Хирти Мӑнтӑр ялӗнчи Нина Васильевна Слесарева (Савицкая) (1922), Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнчи Клавдия Федоровна Григорьева (Иванова) (1921), Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнчи Серафима Ильинична Кузьмина (Рассказчикова) (1924), Нӗркеҫ ялӗнчи Агриппина Васильевна Таллерова (Кудрявцева) (1923), Хирти Ӗнел ялӗнчи Анастасия Николаевна Голубева (1921), Кӗтне Пасар ялӗнчи Софья Семеновна Воронкова (1923), Евдокия Ивановна Пипкова (1919), Тукай ялӗнчи Анисья Наумовна Наумова (1922), Агафья Захаровна Некрасова (1924), Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнчи Клавдия Захаровна Павлова (1920). Йӳҫ Шӑхаль ялӗнчи Агафья Мироновна Лыскова (1924). Паллах, ку список тулли мар. Округри ытти ялсенчен те хӗрсем Мускав хулине хӳтӗлеме хутшӑннӑ пулӗ, тӗрлӗ сӑлтавсене пула вӗсем пирки документсем архивра ҫук.
«Никам та, нихҫан та манӑҫмӗ» тетпӗр те, шкулсенче паттӑрлӑх урокӗсем ирттернӗ чухне, патриотизм сехечӗсенче тата ытти мероприятисенче вӗсем пирки ачасене каласа парсан аван пулӗччӗ.
Валентина Шингалова,
Татьяна Краснова,
архив ӗҫченӗсем.

