Комсомольски муниципаллӑ округӗнче «Ниме — халӑх бюджечӗ» программа ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пырать.
Ниме — чӑвашӑн ӗлӗкрен пыракан йӑла. Ялта пӗр ҫын ӗҫ пуҫласан, ял халӑхӗ кар! тӑрса пулӑшма утнӑ. Ҫак ӗҫе хальхи вӑхӑтра ҫӗнӗрен хута яни питӗ лайӑх пулӑм. Яла пырса кӗрсен урамсем, ҫырма-ҫатрасем, масар таврашӗсем тирпейлӗ пулсан кӑмӑл-туйӑм ҫӗкленет. Паллах, ҫакӑ вӑл халӑх тӑрӑшнинчен нумай килет.
Хырхӗрри территори уйрӑмне пурӗ пилӗк ял кӗрет. 2026 ҫулхи июнь — июль уйӑхӗсенче В.А.Нямуков начальник кашни ялта ҫынсемпе «Ниме — халӑх бюджечӗ» программӑна тӗплӗн пӑхса тухрӗ. Вӗсенче пуринче те виҫӗ ҫынран тӑракан инициативлӑ ушкӑн ӗҫлет. Вӗсем халӑхпа калаҫса, ҫынсен канаш-сӗнӗвӗсене тӗпе хурса йышӑну тӑваҫҫӗ, кайран сӗнӳ хатӗрлеҫҫӗ. Хырхӗррипе Хурнай ялӗсенчи масар йӗри-тавра тимӗр карта тытса тухмалла тата пӳрт лартмалла. Хырхӗрри ялне пырса кӗнӗ ҫӗрте стелла вырнаҫтарасшӑн. Хурнай ялӗнчи пӗвене тирпей-илем кӗртме йышӑннӑ. Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялне пырса кӗнӗ ҫӗре те стелла вырнаҫтарасшӑн тата тӗрлӗ уявсене ирттермелли ҫуллахи сцена тӑвасшӑн. Эткер ялӗнчи активистсем ял хушшинчи кӳлле тасатса тирпейлесшӗн.
Кӗтне Пасар ҫыннисем те хӑйсен шухӑшӗсене палӑртса хӑварнӑ. Ӗлӗкхи чиркӳ пулнӑ вырӑнта (халӗ унта юман хӗрес лартнӑ) тӗрлӗ вӑрҫӑсенче вилнисен ячӗпе Л.А.Григорьева (Чернова) пулӑшнипе, стелла лартасшӑн тата спортпа кану, юрӑ-ташӑ валли сцена хатӗрлесшӗн.
2027 ҫул валли ҫичӗ проект хатӗрлесе плана кӗртме палӑртнӑ. Малалла вара документсем йӗркелесе, смета туса ҫынсене алӑ пустармалла. Сентябрь уйӑхӗнче пӗрлехи пулӑшу порталӗ урлӑ сасӑлав тапхӑрӗ пуҫланӗ.
«Пӗччен сурсан типсе пырать, халӑх сурсан кӳлӗ пулать», тенине манар мар. Пӗрле, йышпа кар тӑрса ӗҫе кӳлӗнсен, мӗн шутлани пулатех. Ҫапла пултӑр, Турӑ пулӑшса пытӑр.
Надежда ЕРШОВА.
Хурнай ялӗ.

