Суббота, 8 августа

Паттӑр ячӗпе – турнир

Паттӑр ячӗпе – турнир

Игорь Васильевич Краснов 1999 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнче Йӳҫ Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 2018 ҫултанпа Читара, Южно-Сахалинск хулисенче хӗсметре тӑнӑ. Мӗн пӗчӗкренех ҫӗршыв хӳтӗлевҫи пулма ӗмӗтленнӗ. Хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ. 2022 ҫулхи апрелӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа ятарлӑ ҫар операцийӗнче пулнӑ. 2026 ҫулхи апрель уйӑхӗн 21-мӗшӗнче паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ. Ҫав вӑхӑт хушшинче ӑна икӗ хут «За боевые отличия», «Ятарлӑ ҫар участникӗ» медальсемпе тата 4-мӗш степеньлӗ Георгий хӗресӗн  тата 2-мӗш степеньлӗ ҫар паттӑрлӑхӗ  (Воинская доблесть 2-ой степени) орденӗсемпе чысланӑ. Пирӗн паттӑра  асӑнса ӑмӑртӑва 6 команда хутшӑнчӗ. Вӗсем, Йӳҫ Шӑхаль, Асанкасси, Тимӗрчкасси, Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗсенчен, Патӑрьел округӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнчен тата Шупашкар хулинчен килсе ҫитрӗҫ. Спорт мероприятийӗ кӑсӑклӑ та хӗрӳ иртрӗ. Кашни команда малти вырӑншӑн тупӑшрӗ.

Командӑсем ҫине тӑрса кӗрешнӗ хыҫҫӑн тӳресем ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӗҫ% 3-мӗш вырӑна Патӑрьел округӗнчи Аслӑ Арапуҫ ушкӑнӗ, 2-мӗш вырӑна Асанкасси ялӗн команди йышӑнчӗ. 1-мӗш вырӑна Йӳҫ Шӑхаль команди ҫӗнсе илчӗ.

Малти вырӑнсене тухнӑ  ӑста та пултаруллӑ  командӑсене укҫа парса  хавхалантарчӗҫ.

Унсӑр пуҫне маттур вылякансене статуэтка парнелерӗҫ, тӗрлӗ  номинацисенче палӑртса хӑварчӗҫ.

«Чи лайӑх хапхаҫӑ» («вратарь»)  —  Николай Шмелев «Чи лайӑх бомбардир» — Михаил Корнеев, «Чи лайӑх вылякан» — Илья Макаров, «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ» —  Роман Чижиков, «Чи лайӑх тапӑнса вылякан» — Андрей Кириллов.

Асӑну спорт вӑййине хутшӑнакансене тата вылякансене хавхалантрама килнӗ хӑнасене тав тӑватпӑр. Тепӗр ҫул та эсир вӑхӑт тупса ҫитессе шанатпӑр.

Ҫавӑн пекех мероприятие йӗркелесе ирттерме пулӑшнӑшӑн Комсомольски муниципаллӑ округ администрацине, Шурут территори уйрӑмӗн администрацийӗнче тӑрӑшакансене, Шурут вӑтам шкулӗн директорне, вӗрентекенӗсене, Шурут культура ҫурчӗн ӗҫченӗсене, фотографсене  Игорь Васильевичӑн пур ҫывӑх ҫыннисен ячӗпе тав сӑмахӗ калатпӑр. Вӑхӑт тупса ҫав спорт вӑййине ирттерме пулӑшнӑ кӳршӗ-арша, ял ҫыннисене чун-чӗререн тав тӑватпӑр. Мини-футбол турнирне хутшӑнакансем умӗнче пуҫӑмӑра таятпӑр.

Амӑшӗпе кукамӑшӗ, мӑшӑрӗпе хӗрӗ, ҫывӑх ҫыннисем, тӑванӗсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *