1991 ҫулта район центрӗнче ӗҫлеме пуҫласан кӑнтӑрлахи апат ҫиме «Кӗтне» кафене ҫӳреттӗмӗр. Хаклӑ марччӗ, пӗрремӗш, иккӗмӗш блюдӑсем, салат, пӗр стакан хӑйма, компот е чей илсен те апат пӗр тенкӗне те лармастчӗ. Клиентсене Л.П.Дунаева повар ӑшшӑн кӗтсе илнине, вӗсен ыйтӑвӗсене вӑхӑтра тивӗҫтес енӗпе тӑрӑшнине астӑватӑп. Вӑл ҫулсенче райпори ҫак кафе, «Весна» ресторана тата предприятисемпе организацисенчи столовӑйсене шутламасан, район центрне килекенсене апатланмалли пӗртен пӗр вырӑн пулнӑ. Ҫавӑнпа та пулӗ унта яланах халӑх нумайччӗ. Комсомольски вӑтам шкулӗнче тӑхтав пулнӑ вӑхӑтра уйрӑмах черет пысӑкчӗ. Апла пулин те кафере ӗҫлекенсем килекенсене яланах тутлӑ апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерсех тӑнӑ.
— Иртен пуҫласа каҫченех ҫын татӑлмастчӗ. Кунӗпе ура ҫинче тӑнӑ. Клиентсем кӑмӑлсӑр тухса ан кайччӗр тесе ҫине тӑрса ӗҫленӗ ӗнтӗ. Ывӑнса ҫитсен те ҫакна палӑртман. 40 ҫул обществӑлла апатлану системинче тӑрӑшрӑм. Райпо дирекцийӗ ыйтнипе тивӗҫлӗ канӑва кайсан та тата 5 ҫул кафере ӗҫлеме тиврӗ. Ӗҫе нихӑҫан та алӑран кайтӑр тесе туман. Эпир пӗҫернӗ апат ҫынсен кӑмӑлне килтӗр тесе тӑрӑшнӑ, — аса илет халӗ ҫав ҫулсене Лидия Петровна.
Ҫӗнӗ Кипеҫ хӗрӗ шкул пӗтерсен ҫемьене ҫӗнӗ ҫурт лартма пулӑшу тӑвас тесе Чита хулине тухса каять. Кунта вӑл чукун ҫул ҫинче виҫӗ ҫул тӑрӑшать. Унтан таврӑнсан Л.Дунаева хӑйӗн пурнӑҫне обществӑлла апатланупа ҫыхӑнтарать.
1967 ҫулта район центрӗнчи столовӑйне ӗҫе кӗрет. Пӗр ҫулталӑк вӑл савӑт-сапа ҫӑваканӗ пулса тӑрӑшать. Малашне унӑн пурнӑҫӗ темӗнле ҫаврӑнса тухатчӗ пулӗ, ун аллине кулинари кӗнеки лекет. Ӗҫ хыҫҫӑн вӑл унпа тӗплӗн паллашать, рецептсене асра тытма тӑрӑшать. Кулинари ӑна тӗпренех ҫавӑрса илет. Повар специальноҫӗпе ӗҫлеме экзамен тытнӑ чухне вӑл ятарлӑ вӗренӳ заведенийӗсенче вӗреннисенчен те лайӑхрах пӗлӳпе палӑрать. Ӑна ыттисенчен пысӑкрах разряд параҫҫӗ. Ҫапла вара унӑн повар пурнӑҫӗ пуҫланать. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче вӑл мӗн чухлӗ апат хатӗрленине шутласа та пӗтерме ҫук пулӗ.
Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗ район центрӗнчен чылай инҫетре вырнаҫнӑ. 10 ҫула яхӑн ӗҫе ялтан ҫӳрет вӑл. 1960—70 ҫулсенче транспорт енчен йывӑр пулнӑ. Автобус е урӑх транспортпа ларса каяс тесен Аслӑ Ҫӗрпӳел чарӑнӑвне е Елчӗк аслӑ ҫулӗ ҫине ҫуран утса тухма тивнӗ. Сивӗ ҫанталӑк-и, юр е ҫумӑр ҫӑвать, ҫил-тӑман вӗҫтерет — ӗҫе вӑхӑтра ҫитмелле пулнӑ.
Кабинӑра виҫҫӗн-тӑваттӑн хӗсӗнсе кайнисем те, автомашина кузовӗсем ҫинче е трактор тележкисенче ларса е тӑрса ҫитнисем те сахал мар пулнӑ. Шӑнса кӳтсен те, ӗҫ вырӑнне ӗлкӗрнӗшӗн савӑннӑ. Кайран, Комсомольскинче ҫурт илсен, ҫул ҫӳрес ыйту пӗтрӗ. Анчах та яваплӑх чакман. Столовӑйӗнче час-часах тӗрӗслевсем ирттеретчӗҫ. Ман пирки ҫитменлӗхсем тупса палӑртман. Эпӗ яланах йӗркене пӑхӑнса ӗҫленӗ, апата нормӑпа палӑртнӑ чухлӗ панӑ, чакарас шухӑш пулман», — каласа парать Л.Дунаева.
Малтанхи ҫулсенче столовӑйӗнче ӗҫлеме ҫӑмӑлах пулман. Ҫын нумай ҫӳренӗ. Тирӗк-чашӑк ҫитменни те пулнӑ. Столовӑйне вутпа хутса ӑшӑтнӑ, апатне те унпа пӗҫернӗ. Кун пек чухне ассортиментсен пуянлӑхӗ пирки калаҫма та пулман. Икшер тӗрлӗ пӗрремӗш, ҫавӑн чухлех иккӗмӗш блюдӑсем ҫеҫ хатӗрлеме май килнӗ. Каярахпа вара, электричествӑпа ӗҫлекен пысӑк плитасемпе усӑ курма пуҫласан, меню пуянланнӑ. Лидия Петровнӑна «Весна» ресторанта та 5 ҫул ӗҫлеме тӳр килнӗ. Кунта та, вӑл пӗҫернӗ апата халӑх хапӑлланӑ. Ҫапах та Л.Дунаева столовӑйнех таврӑннӑ. 2006 ҫулчченех обществӑлла апатлану предприятийӗнче тӑрӑшнӑ.
Хастар ӗҫшӗн Лидия Петровнӑна райпо совечӗ Хисеп грамотисемпе хаклӑ парнесем парса чысланӑ. Вӑл «40 лет безупречной работы в потребительской кооперации» паллӑна илме тивӗҫ пулнӑ. Ӑна «Ӗҫ ветеранӗ» хисеплӗ ят панӑ.
Паян ветеран Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗнче пӗчченех пурӑнать. Хӗрӗпе кӗрӳшӗ тата 3 мӑнукӗ ун патӗнче тӑтӑшах пулаҫҫӗ. Ҫак кунсенче вӑл 80 ҫул тултарать. Апла пулин те хӑйне ҫирӗп тытать. «Юлашки ҫулсенче столовӑйӗнче ҫамрӑксемпе ӗҫлерӗм. Ҫулсенче пулсан та вӗсенчен юлас килместчӗ. Ҫавсем вӑй хушса пычӗҫ пулӗ», — тет шӳтлесе Лидия Петровна.
Ҫу кунӗсенче ахаль лармасть вӑл. Чӑх-чӗп ӳстерет, пахчара тӑрӑшать. Хӗллехи кунсенче телевизор пӑхать. «Юрӑ передачисем килӗшеҫҫӗ мана. Мӗн пӗчӗкренех юрлама юратнӑ. Хур кӗтӗвне каяттӑм та юрласа киленеттӗм. Пӗр вӑхӑт ялти художество пултарулӑх коллективне те ҫӳренӗччӗ. Халӗ урасем сураҫҫӗ те пӗр вырӑнта нумай тӑраймастӑп, ҫавӑнпа кайман. Юрӑ кӗнекисем те чылай манӑн. Райпори Ваттисен кунне халалланӑ уява кайсан Е.И.Карпеев хӑйпе юрлама чӗнетчӗ», — кӑмӑллӑн калаҫать ветеран.
Лидия Петровна ӗмӗр тӑршшӗпех халӑх ыйтӑвне тивӗҫтерес енӗпе ӗҫленӗ. Вӑл пӗҫернӗ апата округра пурӑнакансенчен чылайӑшӗ «Кӗтне» кафене кӗрсен тутанса курнӑ пулӗ. Унӑн малашне те сывлӑхӗ ҫирӗп, ватлӑхӗ канлӗ пултӑр.
Юрий Гаврилов.

