Мӗн пуррине кӑтартма пӗлмелле

Ял хуҫалӑхне аталантармалли патшалӑх программинче «Ялти туризма аталантарасси»                  федераллӑ проект пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Вӑл ялсен илемне кӑтартма, фермер хуҫалӑхӗсене аталантарма, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем уҫма, туристсене  илӗртмелли майсем тупма пулӑшмалла.

Нумаях пулмасть Раҫҫей ял хуҫалӑх министерствин «Ял территорийӗсене аталантарассин агентстви» ФГБУн административлӑ управленин начальникӗ  Е.М.Рыжик ертсе пынипе федераллӑ тата ведомствӑсен  ертӳҫисем пирӗн тӑрӑха ҫитсе курнӑ. Вӗсем Чӑваш Енре Раҫҫей ял хуҫалӑх министерствин агротуризм енӗпе хута янӑ пилотлӑ проекта пурнӑҫламалли майсемпе паллашнӑ.

Вӗсен маршрутӗнче Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнчи  ҫырла ҫитӗнтерес енӗпе ӗҫлекен «Чувашская мечта» ферма та пулнӑ. Унӑн ертӳҫи О.В.Кашкаров ку ӗҫе малтан 0,5 гектар ҫинче пуҫӑннӑ. «Агростартап» тата «Перспектива» грантсене ҫӗнсе илсе ҫырла ҫитӗнтерекен лаптӑка майӗпен 8  гектара ҫитерме пултарнӑ.

Ҫӗр ҫырли ҫитӗнтерекен  лаптӑкра  хӑнасемпе пӗрлех Комсомольски 1-мӗш тата Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи вӑтам шкулӗсенче вӗренекенсем те пулнӑ. Олег Владимирович вӗсене ку культурӑна туса илес енӗпе ӗҫе мӗнле пуҫланине, ҫырла ҫитӗнтерес ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен каласа панӑ. Ҫакӑ ҫитӗнекен ӑрушӑн уйрӑмах паха пулнине палӑртмалла.  Хамӑр тӑрӑхрах тӗрӗс утӑмсем туса тӑван ҫӗр ҫинче бизнеса аталантарма май пулнине ачасем те, хӑнасем те хӑйсен куҫӗсемпе курса ӗненнӗ.

Тӗрлӗ ҫӗртен килнӗ хӑнасем ялти культура ҫуртӗнче те пулса курнӑ.  Чӑвашсен йӑли-йӗркипе, ӗҫ хатӗрӗсемпе тата ытти экспонатсемпе интересленсе паллашнӑ.

Пирӗн округра илемлӗ те куҫа илӗртекен вырӑнсем те пур, пултаруллӑ та ӗҫре хастар ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, тухӑҫлӑ тырпул ҫитӗнтереҫҫӗ, тутлӑ апат-ҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ, аталану ҫулӗпе малалла утаҫҫӗ.  Пуҫламӑшӗ пур. Мӗн тунине, мӗн пуррине кӑтартма ҫеҫ пӗлмелле. Ку тӗлӗшпе «Ялти туризма аталантарасси» федераллӑ проект пулӑшмалла.

(Хамӑр инф.).  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *