Июлӗн 4-мӗшӗнче Урмаел салинче «Сабантуй» уявӗ пӗтӗм халӑха хӑй тавра пуҫтарчӗ. Юррӑ-ташӑ ир-ирех хӑнасене уява йыхравларӗ.
Уява килнисене округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ Александр Степанов, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, Тутарстан Республикинчи Кайпӑҫ районӗн пуҫлӑхӗ Альберт Рахматуллин, Тутарстан Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Айрат Зарипов тата ыттисем те саламларӗҫ, халӑха чун каниччен канма, савӑнма сунчӗҫ. Ял пурнӑҫне лайӑхлатас ӗҫе хастар хутшӑнакансене, наци культурине аталантарас ӗҫе тӳпе хывакансене, обществӑлла ӗҫсенче пултаруллисене наградӑсем парса чысларӗҫ.
Урмаелӗнчи культура ӗҫченӗсем, «Мишар» фольклор ансамблӗ, Комсомольскинчи культура ҫурчӗн, ача-пӑча искусствӑсен шкулӗн, Урмаел вӑтам шкулӗн, Тутарстанри Кайпӑҫ районӗнчен килнӗ пултарулӑх коллективӗсем, уйрӑм юрӑҫӑсем халӑха хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ парнелерӗҫ. Ачасем вара тӗрлӗ вӑйӑсен аттракционӗсенче савӑнчӗҫ. Никамӑн та ҫак кун кичемленсе ларма май пулмарӗ. Халӑх ӑсталӑхӗн выставкисем куҫа илӗртрӗҫ. Тӗрлӗ ҫӗртен килнӗ сутуҫӑсем хӑйсен таварӗсене сӗнчӗҫ. Халӑх наци вӑййисемпе тупӑшӑвӗсене хутшӑнакансем те чылайӑн пулчӗҫ. Михӗпе ҫапӑҫнине, вӗрен туртнине, михӗ тӑхӑнса чупнине, юпа ҫине хӑпарнине тата ытти ӑмӑртусене куракансем хапӑлласах пӑхрӗҫ.
Сабантуя илем кӳрекенни вӑл — кӗрешӳ. Булат Галимзянов ҫамрӑксенчен чи патварри пулса — тӗп парнене — такана ҫӗнсе илчӗ. Аслӑраххисенчен кӗрешӳре Раиль Фасхутдинов пӑхаттир ята тивӗҫрӗ.
Ял хӗрринчи уҫланкӑра хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ чылайччен янӑрарӗ. Сабантуй уявне килнисем спорт ӑмӑртӑвӗсенче тупӑшса, наци вӑййисене хутшӑнса савӑнчӗҫ.
Гелия Гинатуллина.

