Вторник, 11 августа

Йышпа тӑрӑшсан ҫитӗнӳ пулӗ

Йышпа тӑрӑшсан ҫитӗнӳ пулӗ

Кашни ҫулах июль уйӑхӗн пӗрремӗш вырсарникунӗнче Раҫҫейри кооператорсем хӑйсен професси кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Пирӗн районти райпо коллективӗ  те ҫак  куна тивӗҫлипе кӗтсе илчӗ. Уяв кунӗнче маттур та пуҫаруллисене тӗрлӗ наградӑсемпе чысларӗҫ.

Пухӑннисене чи малтанах округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — территорисене аталантарас тата трипей-илем кӳрес управлени начальникӗ Альберт Кузьмин саламларӗ, ӗҫре ӑнӑҫу тата ҫитӗнӳ сунчӗ.  Райпо Канашӗн председателӗ Светлана Грачева чи малтанах ӗҫченсене ырми-канми ӗҫшӗн тав турӗ, малашне те ҫӗнӗ вӑй-халпа ӗҫлеме, малтан-мала утса пыма ҫирӗп сывлӑх, пуҫарулӑх сунчӗ. Раҫҫейри кооператорсен професси кунӗнче  чи маттурисене уйрӑммӑн палӑртса хӑварчӗҫ, наградӑсемпе чысларӗҫ. «Ветеран потребительской кооперации Чувашской республики» хисеплӗ ята Г.З.Фасхутдинова тивӗҫрӗ.  Чӑвашпотребсоюз Хисеп хӑми ҫине кӗме тивӗҫнӗ свидетельствӑпа Г.Х.Тимруковӑна чысларӗҫ. Чӑвашпотребсоюз Хисеп грамотине Н.Л.Толстова, К.И.Ильясова, Л.Н.Якушова тивӗҫрӗҫ.   Г.А.Галкинӑна Чӑвашпотребсоюз Канашӗн Тав хучӗпе саламларӗҫ.   Комсомольски муниципаллӑ округ Хисеп грамотине О.Н.Кабалина илме тивӗҫ пулчӗ. Уяв кунӗнче райпопа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлекенсене те палӑртса хӑварчӗҫ: В.П.Воронова — чи лайӑх ҫӗрулмипе тивӗҫтерекен,  Н.Н.Поляков — чи нумай сӗтпе тивӗҫтерекен. Ытти пуҫаруллӑ ӗҫченсене Комсомольски райповӗн Хисеп грамотисемпе, Тав хучӗсемпе чысларӗҫ.  Чылай ҫул райпо системинче тӑрӑшнӑ ӗҫченсене, тивӗҫлӗ канури Антонина Долговӑна, Галина Потаповӑна юбилейӗсен ячӗпе саламларӗҫ.    

Комсомольски райповӗ яланах хастарлӑхпа, ӗҫченлӗхпе палӑрса тӑнӑ. Кунти ӗҫченсем маттур та пултаруллӑ, ҫирӗп вӑй-халлӑ. Аслӑрах ҫулхисем кӑна мар, ҫамрӑксем те ӗҫре пуҫаруллӑ. Вӗсем паха опытпа паллашса аталанаҫҫӗ. Ахальтен мар коллектив республикӑра иртекен уявсене  тӑтӑшах хутшӑнать, конкурссенче палӑрать, ыттисен опычӗпе туллин  паллашать, ҫӗннине ӑша хывать, вырӑнта ӗҫе кӗртет. Паянхи кун-ҫул уттипе тан утма тӑрӑшать райпо. Вӗсен тӗллевӗ — халӑха тӗрлӗ таварпа туллин тивӗҫтересси, суту-илӳпе обществӑлла апатлану ҫурчӗсене, хатӗрлев комбинатне ҫӗнетесси, ҫӗнӗ производство комплексӗсем туянасси, автомашинӑпа техника паркне пуянлатасси. Пӗтӗмӗшле илсен, округра  пурӑнакан ҫынсене куллен кирлӗ таварпа вӑхӑтра тивӗҫтересси. Ҫакна пурнӑҫлама ялсенче суту-илӳ магазинӗсем ӗҫлеҫҫӗ, инҫерех вырнаҫнӑ ялсене ятарлӑ «Автолавкка» тухса ҫӳрет. Вӗсенче тӑрӑшуллӑ, хӑйсен ӗҫне пӗлсе пурнӑҫлакан сем вӑй хураҫҫӗ. Ӗҫченсем маттур пулни республика шайӗнче палӑрма май парать те. Тӗслӗхрен, халӑхран ҫӗрулми, пахча ҫимӗҫ туянас енӗпе те вӗсем чи хастаррисем. Обществӑлла апатланӑва аталантарассипе тата ветеринари препарачӗсене сутассипе райпосем — малта.

«Ҫитӗнӳсем тӑвас тесен пӗрле килӗштерсе ӗҫлеме, тӗллевсем лартса вӗсем патне ӑнтӑлма пӗлмелле. Йышпа тӑрӑшни ҫитӗнӳсем патне сукмак хывма май парать. Аталанас, тавар туянакансен кӑмӑлне тивӗҫтерес тесе тӑрӑшатпӑр.  Сахал мар ӗҫ пурнӑҫлама вӑй ҫитеретпӗр. Пӗлтӗр эпир пурлӑхпа техника базине пуянлатнӑ. Комплекслӑ программӑпа килӗшӳллӗн суту-илӳ магазинӗсене  тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ. Малашне те плана кӗртнӗ ӗҫсене пурнӑҫласчӗ. Пӗрле тӑрӑшсан эпир ума лартнӑ тӗллевсене ӗҫе кӗртме  пултарӑпӑр.  Аталану ҫулӗпе ӗҫченсемпе  пӗрле утасчӗ», — пӗтӗмлетрӗ сӑмаха райпо правленийӗн председателӗ Светлана Грачева.

Палӑртса хӑварма кӑмӑллӑ. Паянхи кун райпо коллективӗ округри суту-илӗве аталантарнипе пӗрлех, Елчӗк тата Шӑмӑршӑ округӗсенчи кооперацие аталанма пулӑшать. Ҫавна май пурнӑҫламалли ӗҫ планӗ чӑннипех пысӑк тата пӗлтерӗшлӗ. Тунӑ ӗҫсемпе ҫеҫ чарӑнса тӑмаҫҫӗ коопераци ӗҫченӗсем тата та лайӑхрах ӗҫлес тӗллевпе малалла тинкереҫҫӗ.

Алевтина ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *