Ҫанталӑк улшӑнсах тӑрать пулин те кашни уяр кунпа туллин усӑ курса округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ӗҫлекенсем пикенсех выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑт тӗлне пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсенче 4258 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксем ҫулнӑ. Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем 5 пин тонна ытла утӑ, 13 пин тонна ытла сенаж хатӗрленӗ. Выльӑх апачӗ хатӗрлес ӗҫ «Рассвет», «Асаново», «Восток» ял хуҫалӑх кооперативӗсенче, «Урожай» колхозра аван пырать. Округри ытти предприятисем те тӑрӑшаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑт тӗлне кашни условлӑ выльӑх пуҫне 11 центнер ытла апат единици чухлӗ выльӑх апачӗ хатӗрленӗ.
Минзаит Зайнуллин.

