Вторник, 11 августа

Ҫӗр ӗҫченне – субсиди

Харпӑр хӑйӗн хуҫалӑхне тытса пыракансене субсиди параҫҫӗ.  Халӗ шӑпах хӑй ҫине ӗҫлекен ҫынсенчен заявкӑсем йышӑнаҫҫӗ.

Субсидие мӗн валли уйӑраҫҫӗ-ха?

Ӗне е пушмак пӑру тытмашкӑн: пӗр пуҫшӑн — 7,3—10 пин тенкӗ. Анчах пӗр хуҫалӑх 200 пин тенкӗрен ытла илеймест. Качака  сурӑх усрамашкӑн: пӗр пуҫшӑн — 500 тенкӗ. Пӗр хуҫалӑха — 12 пин тенкӗрен ытла мар.

Выльӑх-чӗрлӗх туянма: 4 ҫултан ватӑ мар ӗне илме — пӗр пуҫ валли 70 пин тенкӗ, ҫакӑ тӑкакӑн 90 проценчӗ. Ҫулталӑкран иртнӗ 3—10 качака е сурӑх туянма — пӗр пуҫ валли 5 пин тенкӗ, тӑкакӑн 90 проценчӗ  таран.

Ӗнесене пӗтӗлентерме тӑкакӑн 90 процентне  саплаштараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех минерал им-ҫамӗ туянма, тӑпрана, вӑрлӑха тӗрӗслеме, пыл хурчӗсем тытмашкӑн материал туянма субсиди параҫҫӗ.

Заявкӑсене электрон мелпе июль уйӑхӗн 7-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Тӗплӗнрех ЧР Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче пӗлме пулать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *