Паянхи кун пирӗн пурнӑҫа ИТ технологи пысӑк хӑвӑртлӑхпа кӗрсе пырать. Ҫакӑ ҫамрӑксене ҫеҫ мар аслӑрах ӳсӗмрисене те компьютерсемпе тата электронлӑ ытти хатӗрсемпе туслӑрах пулма хистет. Комсомольскинче пурӑнакан Владислав Борисович Тихонов вара «ӑслӑ техникӑна» алла илнипе пӗрлех унпа ҫыхӑннӑ ӑмӑртусене те хутшӑнать.
Ҫак кунсенче Рязань хулинче пенсионерсем хушшинче компьютерӑн нумай енлӗ Пӗтӗм Раҫҫейри XVI-мӗш ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Вӑл ҫӗршыври 80 регионтан тата 7 ют ҫӗршыври 200 ытла ҫынна пуҫтарнӑ. Ку ӑмӑртӑва Раҫҫей пенсионерӗсен союзӗ Федераци Совечӗпе, «Единая Россия» партипе тата РФ Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствипе пӗрле йӗркеленӗ.
Чӑваш Республикин пӗрлештернӗ командинче Владислав Тихонов та пысӑк пултарулӑхпа палӑрнӑ. Вӗсен кӑткӑс 40 задание пурнӑҫлама тивнӗ. Команда Атӑлҫи Федераллӑ округра 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.
Владислав Борисович арҫынсен «Абсолютное первенство» номинацире 80 ҫынпа тупӑшса «пӑхӑр» медале тивӗҫнӗ. Ку — пысӑк ҫитӗнӳ. Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртуран ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ ятпа Владислав Тихонова Комсомольски округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин саламланӑ, малашне те ӗҫре, тупӑшусенче ӑнӑҫу суннӑ.
Владислав Тихонов ытти ҫулсенче те киберспорт енӗпе республикӑри тата ҫӗршыв шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑннӑ, пӗрре мар малти вырӑнсем ҫӗнсе илнӗ.

