Вторник, 11 августа

Чи лайӑх тухтӑр – пирӗн ентеш

Чи лайӑх тухтӑр – пирӗн ентеш

Пирӗн тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ ҫынсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенче ӗҫлесе пурӑнаҫҫӗ.  Вӗсем тӗрлӗ сферӑра хӑйсен пултаруллӑхне туллин кӑтартса ҫитӗнӳсем тӑваҫҫӗ. Ҫак кунсенче Тутарстан Республикинче медицина ӗҫченӗсем хушшинче чи лайӑххисене палӑртнӑ. «Чи лайӑх  тухтӑр — шурӑ чечексем — 2026» конкурсра Анна Ярославна Тимофеева ҫӗнтернӗ.

Анна Тимофеева пирӗн округри Хирти Мӑнтӑр ялӗнче  ҫуралса ӳснӗ. 2011 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх университечӗн педиатри факультетне вӗренсе пӗтернӗ. Пурнӑҫ ҫулӗ ӑна Тутарстан республикине илсе ҫитернӗ. 2014 ҫултанпа Анна Ярославна Хусанти Ача-пӑча республика клиника больницинче ӗҫлеме  пуҫланӑ. Кунта вунӑ ҫул ытла врач-анестезиолог-реаниматолог пулса тӑрӑшса вӑл республикӑри ачасен васкавлӑ пулӑшӑвӗн пысӑк квалификациллӗ специалисчӗ пулса тӑнӑ.

Ача-пӑча уйрӑмӗн ертӳҫи пулнӑ май Анна Тимофеева сиплев шайне ҫӳллӗ шая ҫитерес, чирлисене вӑхӑтра пулӑшу парас  тӗлӗшпе нумай тӑрӑшнине палӑртаҫҫӗ. Уншӑн  ют пациентсем ҫук, пурте ҫывӑх, вӗсене вӑл  кашнинех хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисем пек пӑхать, сиплет, пурнӑҫӗсене ҫӑлса хӑварма тӑрӑшать. Темӗнле кӑткӑс лару-тӑрура та вӑл ҫухалса каймасть, кирлӗ йышӑнусем тӑвать. Санитари авиацийӗпе усӑ курса вӑл республикӑри аякри районсене ҫитет. Йывӑрлӑха лекнӗ пациентсене вӑхӑтра та кирлӗ пулӑшу парас тӗллевпе вертолет ҫине реанимаци хатӗрӗсем вырнаҫтарнӑ. Ҫапла вара чирлӗ ачана сиплев учрежденийӗсене илсе ҫитеричченех кая юлмасӑр пурнӑҫламалли  медицина пулӑшӑвӗ пама май пур.

Анна Ярославна мӗн пӗлнипе ҫеҫ лӑпланса лармасть. Вӑл яланах шыравра. Сиплев ӗҫӗн тухӑҫлӑхне    ӳстермелли меслетсем тупма, вӗсемпе ӗҫре анлӑрах усӑ курма тӑрӑшать. Хӑйӗн шухӑшӗсемпе тӗллевӗсем ҫинчен пӗрле ӗҫлекенсемпе те тӑтӑшах сӳтсе явать.  Вӑл яланах инкеке лекнисене пулӑшма хатӗр тӑрать. Ҫакӑншӑн пӗрле ӗҫлекенсем, ҫывӑх ҫыннисем те, пациентсем те хисеплеҫҫӗ.

«Нихӑҫан та пулӑшу ыйтма ан хӑра, хӑв та чи малтан пулӑшу пама ан шиклен», — ҫак девизпа пурӑнать, ӗҫлет шурӑ халатлӑ специалист.

«Эпӗ ачаранах медицина ӗҫченӗ пулма ӗмӗтленнӗ. Анестезиолог-реаниматолог пуласси вара манӑн тӗллев пулнӑ. Халӗ маншӑн чи кирли — инкеке лекнӗ, пулӑшу кирлӗ ачана  вӑхӑтра пулӑшасси», — палӑртать хӑйӗн шухӑшне Анна Ярославна.

Хусанти  «Пирамида» культура центрӗнче  савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура тӗп премие  А.Я.Тимофеевӑна Тутарстан Республикин Канашӗн Председателӗн ӗҫӗсене тӑвакан Марат Ахметов панӑ. Малашне те ачасене сыватас пархатарлӑ ӗҫре ӑнӑҫу суннӑ. Асӑннӑ премие республикӑри  сывлӑх сыхлавӗн чи пултаруллӑ ӗҫченӗсем ҫеҫ тивӗҫ пулнине палӑртнӑ.

Пысӑк ҫитӗнӳ тунӑ ятпа Анна Ярославнӑна ӗҫтешӗсем те саламланӑ, унпа тивӗҫлипе мухтаннине, малашне те хӑй суйласа илнӗ профессипе тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшасса ачасен сывлӑхӗшӗн чунне парса вӑй хурасса шаннине  палӑртнӑ.

Юрий Гаврилов  хатӗрленӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *