Уяв ячӗпе сире, потребкоопераци ӗҫченӗсем!

Уяв ячӗпе сире, потребкоопераци ӗҫченӗсем!

Кашни ҫулах июль уйӑхӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Пӗтӗм тӗнчери потребкоопераци кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ку уяв пирӗн округри райпо тытӑмӗнче ӗҫлекенсемшӗн те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӗсем хамӑр тӑрӑхра пурӑнакансене ҫеҫ мар, Елчӗк тата Шӑмӑршӑ округӗсенче пурӑнакансене тӗрлӗ таварсемпе тивӗҫтереҫҫӗ.

Паян, ҫӗршывра рынок экономики ӗҫленӗ вӑхӑтра, вӗсен халӑха пахалӑхлӑ таварсемпе суту-илӳ тӑвас ӗҫре уйрӑм предпринимательсен магазинӗсемпе те тупӑшса тӑрӑшма тивет. Апла пулин те, С.Грачева ертсе пыракан коллектив хӑйсен умне лартнӑ тӗллевсене туллин пурнӑҫлать. Округсенчи чылай ялта пурӑнакансемшӗн райпо магазинӗсем куллен кирлӗ япаласем туянмалли пӗртен-пӗр ҫӑлкуҫ пулса тӑраҫҫӗ. Аякри тата пӗчӗк ялсене автолавкӑсем ҫитсе те вӗсене апат-ҫимӗҫпе  тивӗҫтереҫҫӗ, заказсем йышӑнаҫҫӗ.

Комсомольски райповӗ мӗн пултарнӑ таран тавар ҫаврӑнӑшне кирлӗ шайра тытса пыма, халӑха пулӑшу парассине лайӑхлатма тӑрӑшать. Магазинсен ассортиментне ӳстерсе пыма, ҫӗнӗ суту-илӳ точкисем уҫма майсем тупать.

Округри потребкоопераци ӗҫченӗсене уяв ячӗпе саламлатпӑр, пурнӑҫра та, ӗҫре те пысӑк ҫитӗнӳсем сунатпӑр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *