Ҫанталӑк пӗр евӗрлӗ тӑмасть пулсан та, уяр кунсемпе усӑ курса округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем пикенсех выльӑх-чӗрлӗхе хӗл каҫарма апат хатӗрлеҫҫӗ. Чылай хуҫалӑхра нумай ҫул ӳсекен курӑксен пӗрремӗш хутне ҫулса пӗтерсе пуҫтарса кӗртнӗ те ӗнтӗ.
Июнӗн 30-мӗшӗ тӗлне округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем 4258 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксем ҫулнӑ. Вӗсене пуҫтарса тюкланӑ, пурӗ 3537 тонна утӑ хатӗрленӗ. Хальхи вӑхӑтра сенаж хурас ӗҫсем те хӗрӳ пыраҫҫӗ. Ҫак паха апата хальлӗхе 11 пин тонна ытла хывса хӑварнӑ.
Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче выльӑх апачӗ хатӗрлес ӗҫсем малалла тӑсӑлаҫҫӗ. «Рассвет», «Асаново», «Восток» ял хуҫалӑх кооперативӗсенче, «Урожай» колхозра тата ытти хуҫалӑхсенче ку енӗпе хастар.
Минзаит Зайнуллин.

