Вторник, 11 августа

Ултавҫӑсем тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма пӗлеҫҫӗ

«Мошенник» сӑмаха илтсенех сехре хӑпать. Аслисене те, ҫамрӑксене те чике тӑршшӗ лартаҫҫӗ вӗсем. Ҫӗнӗлӗхсене те алла хӑвӑрт илеҫҫӗ.

Нумай пулмасть республикӑри 24 ҫулти хӗр патне паллаканни чӑвашла сасӑ хыпарӗ янӑ, укҫа ыйтнӑ. Пике пӗр сӑмахсӑрах каланӑ хисепе куҫарса панӑ. Каярах вара пӗлӗшӗн аккаунтне ултавҫӑсем ҫӗмӗрни паллӑ пулнӑ. Полицейскисем мошенниксем искусствӑлла интеллектпа усӑ курса чӑвашла хыпар хатӗрленине палӑртнӑ.

Чи ҫывӑх ҫынран укҫа ыйтса ҫырнӑ sms килсен е пӗр-пӗр конкурсшӑн сасӑлама, «Ку сӑн ӳкерчӗкре эсӗ мар-и?» — тесе ыйтсан та ан хуравлӑр, уҫса та ан пӑхӑр. Малтан шӑнкӑравласа калаҫӑр, ҫакӑ чи вырӑнли. Ултавӑн ури халӗ 8 кӑна мар, 88 та пулма пултарнине манар мар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *