«Халӗ иккӗри хӗрӗм самолета курсанах «атте» тет. Ашшӗ отпуска килсен ӑна аэропортра ӑсатса яраттӑмӑр. Пӗчӗкскер хӑвӑрт астуса юлчӗ. Килте те «атте ӑҫта?» тесе ыйтсан «хальлӗхе шӑнкӑравлаймасть-ха вӑл, самолетпа вӗҫсе килет тетӗп», — ассӑн сывларӗ нумаях пулмасть мӑшӑрне юлашки ҫула ӑсатнӑ Эрбина Краснова.
Ҫар ҫынни пулма ӗмӗтленнӗ
Чӑнах та, Эрбина хӑй каланӑ пек, илемлӗ юрату историйӗ вӗсен. Анчах мӗншӗн шӑпа ҫынна инкек ярса телейне туртса илет-ши?..
Игорь Краснов Йӳҫ Шӑхаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Пӗчӗкренех ҫар ҫынни пулма ӗмӗтленнӗскер спорта юратнӑ, тӑрӑшса вӗреннӗ. Ун ҫинчен пӗчӗк хӗрӗпе Катюшӑпа тӑлӑха юлнӑ мӑшӑрӗ Эрбина каласа кӑтартрӗ.
«Игорьпе иксӗмӗр те Каҫал тӑрӑхӗнчен, эпӗ — Тукай хӗрӗ. Унӑн тӑванӗсем чылай ҫул ҫӗр улми лартса ӳстеретчӗҫ. 8—9-мӗш классенче пулнӑ ахӑртнех эпӗ, аннепе ҫавӑнта ӗҫлеме кайнӑччӗ. Пӗрремӗш хут пӗр- пӗрне унта куртӑмӑр. Игорь манран виҫӗ кун кӑна аслӑ. Ҫӗрулми пуҫтарнӑ чухне юнашар йӑрансем ҫине тӑраттӑмӑр. Пӗр-пӗринчен вӑтанаттӑмӑр. Ҫавӑн чухне унӑн тӑванӗсем шӳтлесе% «Ак темиҫе ҫултан Тукая хӗр килӗшме кайӑпӑр», терӗҫ. Чӑнах та ҫапла пулчӗ.
Манран вунӑ ҫул аслӑрах кукка пирӗн ҫемьере пурӑнатчӗ. Амӑшӗнчен тӑлӑха юлнӑскере аттепе анне хӑйсен хӳттине илчӗҫ. Унпа лайӑх хутшӑнаттӑмӑр, туслӑ пурӑнаттӑмӑр. Канмалли кунсенче пӗрле печени те пӗҫереттӗмӗр. Ҫур ҫӗрччен шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса лараттӑмӑр. Шӑпах Игорьсен ялӗнчи сӑпайлӑ хӗр ҫинчен каласа кӑтартрӑм та вӑл унӑн телефон номерне тупса пама ыйтрӗ. Ҫав хӗр вӑр-варччӗ, ӗҫченччӗ, ҫавӑнпа куккана пулӑшас тесе «Контактра» соцсетьре малтан Игоре шыраса тупрӑм, унран номер ыйтрӑм. Ҫапла каччӑпа туслашса кайрӑмӑр. Ытла ҫывӑх пулман тӑк та ҫуралнӑ кунсенче пӗр-пӗрне саламлама нихӑҫан та манман. Район центрне ГТО нормативне пурнӑҫлама, экзамен тытма кайсан тӗл пулаттӑмӑр. Вӑл ҫутӑ костюмпа, хӗрлӗ галстуклӑччӗ, ҫӳллӗ, яштака каччӑччӗ. Шкул хыҫҫӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти колледжра вӗренчӗ. Эпӗ ЧППУра пӗлӳ илтӗм, ҫав вӑхӑтра химиксен хулинче пурӑнтӑм. Анчах эпир хӗрпе каччӑ пек ҫӳремен. Ҫар ҫынни пулма ӗмӗтленнине кура шкулта чухнех ҫар сборне хутшӑннӑ вӑл. Анчах балл ҫитменрен тӗллевленнӗ ҫӗре вӗренме кӗреймен. Пӗррехинче Игорь манран сбора пӗрле каяс килмест-и тесе ыйтрӗ. Паллах, терӗм. Ҫавӑн чухне салтакран качча пӗр ҫулталӑк кӗтес, алӑпа ҫыру шӑрҫалас килетчӗ. 2018 ҫулта ҫара кайма повестка илсен ӑсату каҫне чӗнчӗ, анчах кайма чун туртмарӗ. Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫе пурнӑҫланӑ вӑхӑтра вӑл ҫартах юлас шухӑшпа контракт килӗшӗвӗ ҫырнӑ. Ҫакӑн ҫинчен шкултан вӗренсе тухсан ҫывӑх ҫыннисене те: «Вӗренме кӗреймесен салтакра контрактпа юлӑп», — тесе пӗлтернӗ. Малтан Чита облаҫӗнче службӑра тӑнӑ, хыҫҫӑн Кӑнтӑр Сахалинск, Анива хулисенче пулнӑ. Ҫавӑн чухне Игорь шӑнкӑравларӗ те чунра темӗн хускалчӗ, туйӑм ҫуралчӗ. Сасси улшӑннӑ, ҫирӗпленнӗ. Туслӑ ҫӳрес текен каччӑсем пурччӗ, анчах чӗре ӑна суйларӗ. Темшӗн ӑна шанас килетчӗ. 2020 ҫулхи август уйӑхӗнче отпуска килчӗ те эпир туслӑ ҫӳреме пуҫларӑмӑр», — аса илчӗ Эрбина Вячеславовна.
«Юратсан харкашма пулать-и — пӗлместӗп»
«Игорь мана темиҫе ҫул каялла ҫӗрулми пуҫтарнӑ чухнех килӗштернине пӗлтерчӗ. «Эсӗ хирӗҫлесен ҫак каҫ ӑсатса хӑваратӑп та санӑн пурнӑҫунтан ҫухалатӑп тесе шухӑшланӑччӗ эпӗ», — терӗ пӗрремӗш хут чуптунӑ хыҫҫӑн. Час-часах сӑлтавсӑрах чечек ҫыххи парнелетчӗ. Отпуск вӗҫленсен каллех Сахалина кайрӗ. Уйрӑлу саманчӗ йывӑррине ҫавӑн чухне туйма пуҫларӑм. Юратӑва вӑхӑт тӗрӗслерӗ. Тепӗр отпускӗ виҫӗ уйӑхранах пулчӗ. Вӑл килнӗ ҫӗре интернетран вӗренсе ун валли шарф ҫыхрӑм. Ҫӗнӗ ҫулта парнелерӗм. Ӑна ялан ҫыхса ҫӳрерӗ. Манпа туслӑ пуласшӑн ҫуннӑ каччӑсенче яваплӑх пуррине курас килетчӗ. Игорьте яваплӑха ҫеҫ мар, хама мӗн кирлине пӗтӗмпех тупрӑм. Вӑл сӑпайлӑ, ӗҫчен, ырӑ кӑмӑллӑ… Унран нихӑҫан та усал сӑмах илтмен эпӗ. Ноутбук та юсаса пачӗ, шкаф та пуҫтарчӗ, тутлӑ апат та пӗҫерсе ҫитеретчӗ. Ман патра пурӑнакан шӑллӑм та кайран, эпир пӗрлешнӗ хыҫҫӑн, «Игорь санран тутлӑрах пӗҫерет», — тетчӗ. Вӑл отпускран кайсан, вӗсем патӗнче сакӑр сехет уйрӑмлӑхчӗ, пӗр-пӗринпе ҫыхӑнма мел тупаттӑмӑр. Эпӗ каҫхине ҫывӑрма выртас умӗн ӑна шӑнкӑравласа вӑрататтӑм. Унӑн — ирхине-ҫке-ха. Вара вӑл службӑна кайиччен калаҫаттӑмӑр. Кӑнтӑрла хӑй шӑнкӑравласа мана вӑрататчӗ. Эпир нихӑҫан та хирӗҫмен, юратсан мӗнле харкашма пулать — пӗлместӗп те. 2021 ҫулта хӑйӗн патне Сахалина пыма мана билет илсе пачӗ. Пуйӑса та, самолета та пӗрремӗш хут ларса куртӑм. Канашран унӑн амӑшӗ пуйӑса лартса ячӗ, Мускавра манӑн тӑвансем кӗтсе илсе самолет патне леҫрӗҫ. Игорь мана кӗтсе ҫӗрӗпех тӗлӗреймен те, аэропорта ман пата пыма чутах ҫывӑрса юлман. Хула йӑлт урӑхла, тӗрлӗ наци ҫынни нумайччӗ, пӗтӗм япала хаклӑччӗ, пӗр килограмм ҫӗрулми 600 тенкӗ тӑнинчен питӗ тӗлӗннӗччӗ. Ҫул ҫинчен ывӑннӑ хыҫҫӑн эпӗ ҫывӑрса кайнӑ, вӑраннӑ ҫӗре Игорь апат пӗҫерсе хунӑ. Хулара уҫӑлса ҫӳренӗ чухне манӑн пушмак урана хырса хӑмпӑ кӑларчӗ. Тата пӗр чарӑну чухлӗ утмаллаччӗ. Игорь вара мана йӑтса илчӗ те киле алӑра илсе ҫитерчӗ. Пӗр эрне пурӑнсан Чӑваш Ене таврӑнтӑм. Каллех уйрӑлу, пин-пин ҫухрӑм… Чунпа туяттӑм — Игорь манӑн ҫын, пӗрле пуласса эпӗ пурпӗрех пӗлсе тӑнӑ. Ҫырӑнсан унпа пӗрле кайӑп тесе ӗмӗтленеттӗм. 2022 ҫулхи март уйӑхӗн вӗҫӗнче хӑйсене командировкӑна илсе каясси ҫинчен пӗлтерчӗ. Унтан ятарлӑ ҫар операцине кӗнӗ», — пӑшӑрханса калаҫрӗ ҫамрӑкскер.
101 кӗл чечек парнеленӗ
Игорь Краснов малтан тӑватӑ уйӑха яхӑн ҫыхӑнӑва тухайман. Паллах, савнийӗ те, тӑванӗсем те пӑшӑрханнӑ. Тинех вӑл шӑнкӑравласан Эрбина куҫҫульленсе калаҫнӑ.
«Игорӗн тӑванӗсемпе калаҫса чуна лӑплантараттӑм. Пӗррехинче ялта ӗне кӗтӗвӗнче ҫӳренӗ чухне шӑнкӑравларӗ, качча тухатӑн-и тесе ыйтрӗ. Эпӗ, паллах «аха» терӗм. Калаҫу вӗҫӗнче: «Енчен те эсӗ килӗшмен пулсан эпӗ чи хаяр ҫапӑҫӑва каяттӑм», — терӗ. Ноябрь уйӑхӗнче пӗрремӗш хут отпуска килсен качча тухма ыйтрӗ. Чӑваш йӑли-йӗркипе туй туса ҫырӑнтӑмӑр та темиҫе кунран ӑсатса ятӑм. Вӑл ҫарта оруди командирӗччӗ, яваплӑх пысӑккине кура отпуска вӑхӑтра килейместчӗ. Ун патне почта урлӑ посылка ярсах тӑраттӑм, пушӑ вӑхӑт тупса кайса илетчӗ. Тӑватӑ ҫулта тем тӗрлӗ йывӑрлӑх та чӑтса ирттерчӗ пуль, нихӑҫан та каламастчӗ. Унӑн сассинчен кӑна туяттӑм. Пӗррехинче хирте ыттисемпе пӗрлех пулнӑ вӑхӑтра ҫывӑх юлташӗ урасӑр тӑрса юлнӑ. Игорь ӑна ҫурӑм ҫинче йӑтса тухса ҫӑлса хӑварнӑ. Тӑшман вӗсен машинине сирпӗтсе яни, япаласем ҫунса кайни… Игорӗн кукамӑшӗпе чиркӗве ҫӳрерӗм. Самана лӑплансан мӑшӑрӑмпа венчете тӑма палӑртнӑччӗ. Пепке пирки ӗмӗтленме хӑрарӑм, вӑл СВОра чухне пӗччен юлӑп тесе. Игорь ҫемьере ача кирли пирки сӑмах хускатрӗ. Отпуска килсен урамра уҫӑлса ҫӳренӗ чухне вӑл пӗчӗк ачасене ӑшӑ кулӑпа пӑхнине сӑнарӑм, савӑнтӑм. Турӑ пире пепке парнелерӗ. Ача ҫуратмалли ҫуртран илсе тухма мӑшӑра питӗ кӗтрӗм, анчах командирсен тивӗҫӗ унта урӑхларах. Катюша икӗ эрнереччӗ, ашшӗ ҫӗрле самолетпа ҫитрӗ, хӗп-хӗрлӗ 101 кӗл чечек парнелерӗ. Алӑ ҫумасӑр нихӑҫан та ача патне пымастчӗ. Вӑл кайсан тӗпренчӗкӗмӗр мӗнле ӳссе аталаннине час-часах видеоҫыхӑнура кӑтартаттӑм. Калаҫма хӑнӑхтарнӑ май Игоре «атте» теме вӗрентрӗм. «Атте, люблю», — тетчӗ видеора. «Эпӗ хама сирӗншӗн кӑна упратӑп», — ҫапла калатчӗ вӑл», — куҫӗ шывланчӗ Эрбинӑн.
Игорь Краснов Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн хӑйсене урӑх вырӑна куҫарасси ҫинчен мӑшӑрне маларах пӗлтернӗ. Вӑл шӑпах посылка яма хатӗрленнӗ, Игорь вара тӑхтама ыйтнӑ. Часах отпуска килесси, хӑш-пӗр япалана хӑй илсе каясси пирки каланӑ. Анчах апрелӗн 20-мӗшӗнче Эрбина юратнӑ мӑшӑрӗпе юлашки хут телефонпа калаҫнӑ…
Инкек пуличчен ҫамрӑк хӗрарӑмӑн чунӗ сиснӗ пулинех. Ӑшра лӑпкӑ маррипе алмаз тӗрри туянса аппаланнӑ, вӑхӑта ҫапла ирттернӗ. Апрелӗн 23-мӗшӗнче каҫ пулас умӗн тӑватӑ сехет иртсен ют ҫын шӑнкӑравланӑ, Сахалинти ҫар чаҫӗнчен пулнине, Игорь апрелӗн 21-мӗшӗнче вилнине пӗлтернӗ. Усал хыпара Эрбина ӗненмен. Тен, ултавҫӑсем, тен, тӗрӗс мар… Пурпӗрех вӑл урайне выртса уласа макӑрнӑ…
«Халӗ те ӗненес килмест. Игорь таҫта аякра пек туйӑнать. Тӑна кӗрсен ют номерпе хам шӑнкӑравларӑм. Ӗненменнине каларӑм. Уҫҫи-хуппи пулмарӗ. Хӑрушӑ хыпара йышӑнайманнипех никама каламасӑр чӑтрӑм. Пирӗн пата хӗресне анне ҫӗр каҫма килнӗччӗ. Балкона тухса вӑрттӑн йӗтӗм те йӗтӗм. Ир пулсан хайхи ют ҫынна тепӗр хут шӑнкӑравларӑм. Игоре ури ҫинчи татуировкӑран палланине каларӗ. Мӗнле? Унӑн нихӑҫан та татуировка пулман! Апла Игорь вилмен. Манӑн шанчӑк пур, тен, аманнӑ ҫеҫ тетӗп. Извещени ярса пачӗ. Унта та ҫуралнӑ кунне палӑртни тӗрӗс марччӗ. Каллех вӑл сывӑ тесе шантӑм. Ачана садике леҫсен хӗресне аннене каласа патӑм. Вӑл тӗлӗкре Игоре ҫухатнине, эпир ӑна шыранине пӗлтерчӗ. Манӑн анне те, ытти тӑван та япӑх тӗлӗксем курнӑ. Питӗ шел, ҫар комиссариачӗ урлӑ Игорь вилнине ҫирӗплетрӗҫ», — ассӑн сывларӗ паттӑрӑн арӑмӗ. Каҫал тӑрӑхӗн арне икӗ хутчен «Ҫарта палӑрнӑшӑн» медальпе, IV степень Георгий хӗресӗпе наградӑланӑ.
…Апрелӗн 29-мӗшӗнче гвардин аслӑ сержантне Игорь Краснова юлашки ҫула ӑсатма халӑх йышлӑ пухӑннӑ. Чӗрене ҫурмалла ҫурса яракан ҫар оркестрӗн сасси, пӑшалтан пени… Салтак арӑмне йывӑррине кура ӑна мӑшӑрӗн тупӑкӗ умӗнче сӑмах калама паман. Анчах Эрбина хӑй ыйтса илсе юратнӑ мӑшӑрӗпе тӑватӑ минут калаҫнӑ та… ыттине астуман…
«Игорь отпуска килмессерен тӑвансене килте пухаттӑмӑр. Хальхинче килес умӗн мӑшӑрӑм: «Хулара беседка тупса хур-ха, килте мар, ҫавӑнта пухӑнӑпӑр», — терӗ. Эпӗ калаҫса йышӑнса хутӑм. Отпускчен тӑватӑ кун юлнӑччӗ, таврӑнаймарӗ… Килте кашни япала, кашни кӗтес Игоре аса илтерет. Пӗррехинче килте ӑна ҫапла каларӑм: «Пурнӑҫра тем те пулма пултарать. Кама та пулсан урӑххине юратсан пӗр-пӗрне улталаса пурӑнмастпӑр, мирлӗн уйрӑлатпӑр. Эсӗ телейлӗ пул. Паллах, йывӑр пулать, анчах юрату вӑл ҫапла», — терӗм. «Ун пекки пирӗн пулмасть, эсӗ яланлӑхах манӑн», — пулчӗ унӑн хуравӗ, — куҫҫульне шӑлчӗ ҫамрӑклах упӑшкинчен тӑлӑха юлнӑскер. — Игоре кӗтсе илеймесси ҫинчен нихӑҫан та шухӑшламан эпӗ. Ҫынна ҫакӑн пек юратура мӗнле пӑрахса кайма пулать-ха?»
Елена ЛУКИНА.
«ХЫПАР» хаҫатран.

